Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хускатмарӗ (тĕпĕ: хускат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кулюкка никам ҫинчен те сӑмах хускатмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑл ку таранччен тилхепине те хускатмарӗ вӗт.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Аллине те, урине те хускатмарӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Анчах вӑл унӑн хуйхи ҫинчен сӑмах хускатмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Эх, мӗн чухлӗ калаҫу хускатмарӗ пуль ҫав туй!

Куҫарса пулӑш

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл ҫултан таврӑннине савӑнӑҫлӑн кӗтсе илме пӑрахрӗ, ҫула тухса кайсан тунсӑхламарӗ, хӑй пуҫарса сӑмах хускатмарӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах Липа ун пирки сӑмах хускатмарӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ку темӑна вара тек хускатмарӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Тавҫӑруллӑ Илемпи, ӑслӑ Илемпи ку калаҫӑва урӑхран хускатмарӗ, аса илтерсе чӗрӗ суран ҫине тӑвар сапмарӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Ҫак ыйту пачах урӑх ҫынна тейӗн — Блюм куҫ харшине те хускатмарӗ.

Блюм не пошевелил бровью, как будто этот вопрос относился к совершенно другому человеку.

IV. Хейлӗн юлашки пӑнчи // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.

Анчах ун патне никам та пымарӗ, никам та сӑмах хускатмарӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Аня хӑй ку ыйтӑва хускатмарӗ.

Сама Аня этот вопрос не поднимала.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Ҫавӑн хыҫҫӑн ашшӗ пушмаксем ҫинчен урӑх сӑмах хускатмарӗ.

Так что папе больше никогда не хотелось заводить об этом разговор.

Тунтикун, июлӗн ҫирӗм саккӑрмӗшӗнче Эмиль пальт валли хатӗрленӗ чустана ашшӗн пуҫӗ ҫине тӑкса яни, унтан сарайӗнче ҫӗрӗмӗш кӗлетке касса кӑларни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Анчах таврара шӑпах пулчӗ, вӑрман тӳлеклӗхне нимӗн те хускатмарӗ.

Но вокруг все было тихо, ничто не нарушало лесного покоя.

Малтанхи ҫапӑҫу // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Сильвер мӗн калани капитаншӑн пӗтӗмпех юмах пулнӑ, анчах вӑл куҫ харшисене те хускатмарӗ.

Все, что говорил Сильвер, было для капитана загадкой, но капитан и бровью не повел.

XX сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Тен, тата акӑ мӗн тӑллантарчӗ те тарӑхтарчӗ-тӗр мана: Маринкӑна нимӗн чухлех те хускатмарӗ ку халап-юмах, лӑпкӑ вӑл, сӳрӗк — хайхи лӗш шыва кӗмелли костюмсем ҫинчен кӑна калаҫатпӑр тейӗн…

А может, еще и то сбивало и сердило маня, что Маринка относилась к нашему разговору как-то очень уж спокойно, если не безразлично, — ну, будто бы о тех же самых купальниках говорили.

16 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Илюшка манӑн савӑнӑҫлӑ та тарӑн шухӑшлӑ чун-чӗрене хускатмарӗ.

Мое торжественное и мечтательное состояние Илюша долго не нарушал.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Маклай ури сасси те ӑна вырӑнтан хускатмарӗ.

Даже шаги Маклая не заставили его переменить положения.

Юлашки парне // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

Анчах ку Артамонов чӗрине хускатмарӗ.

Но Артамонова не тронуло это.

II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Европеецсен типӗтнӗ ӗне какайӗ вӗсен ҫиес килнине пӗрре те хускатмарӗ пулас.

А сушёная говядина европейцев, видимо, не возбуждала в них аппетита.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех