Шырав
Шырав ĕçĕ:
Унта та кунта сывлӑша тӑрисем вӗҫсе ҫӗкленеҫҫӗ, юрласа чуна хускатаҫҫӗ.
1 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
— Ним те калаймӑн, ҫав тери кӑмӑла хускатаҫҫӗ эсӗ каласа панисем.— Да, — сказал я Маленькому принцу, — все, что ты рассказываешь, очень интересно.
XXIV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.
Ку сӑрт ҫине пӑхсан, Сурӑм тӑрӑхӗнче пулса иртнӗ хурлӑхлӑ ӗҫсем чуна хускатаҫҫӗ.
10 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
Мӗнешкел туйӑмсем хускатаҫҫӗ вӗсем!
XXIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Чӑваш прозаикӗсем хальхи пурнӑҫ темипе ҫырнисӗр пуҫне хӑйсен произведенийӗсенче истори темисене те хускатаҫҫӗ.
1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.
Формӑ ҫинчен каланӑ чухне чӗлхе, самах пирки калаҫу хускатаҫҫӗ.
Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.
Ҫапла вара, икӗ писатель хӑйсен пӗр-пӗрин патне ярса тӑнӑ ҫырӑвӗсенче, «Рабфак хӗрӗ» калавран пуҫласа, литературӑпа искусствӑн теориллӗ ыйтӑвӗсене хускатаҫҫӗ, тӗрлӗ ыйтусене пӗр-пӗрне ӑнлантарса параҫҫӗ (ку вӑл Исаев ҫырӑвӗсенче те аван курӑнать, Хумма Ҫеменӗн ҫырӑвӗсене халлӗхе тупман-ха).
Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.
Стариксем хӑйсене уйрӑм юмах пуҫланине кура, Ятманпа Левентей паян кунхи ӗҫсем ҫинчен — тыр вырасси ҫинчен сӑмах хускатаҫҫӗ, вара сӗтел хушшинче калаҫу икке уйрӑлса каять.
XXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Вӗсен енче, кирек ӑҫта кайсан та, йӑмраллӑ кукӑр-макӑр ҫырмасенчи ҫӑлкуҫсем чуна хускатаҫҫӗ; ешӗл улӑх илемӗ те, лаштра юман хӳтӗлӗхе те, кӑтра хурӑн капӑрӗ те ҫула тухнӑ ҫынсене килентерет, канӑҫ кӳрет.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Акӑ упӑтесен йывӑҫ ҫулҫисен хушшинчи вӑййи, — вӗсем ӑсран тайӑлтармалла тӗрлӗрен хуҫкаланаҫҫӗ-авкаланаҫҫӗ: кӑвак сухаллӑ е бакенбардлӑ, е хӑлхи хыҫӗнчи кӗске ҫӳҫлӗ, ҫӑмламас физиономисем хӑйсен туйӑмӗсене аптӑратакан-кӑсӑклантаракан мӗн пур япалана хусканӑвӗсемпе сӑнарлаҫҫӗ, пит-куҫне хускатаҫҫӗ те пӗркелентереҫҫӗ, кулӑсӑр куҫӗсем вара тимлӗ те сис-чӳллӗ йӑлтӑрккапа шавлӑ, тилӗрчӗк ҫак ҫурма ҫынсен вӗрилӗхне-хӗрӳлӗхне кӑтартаҫҫӗ.
VI. Караванри шуйттан // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Уйӑхӑн кӑвак ҫутинче — хура тӳпе айӗнчи шурӑ тӳремлӗх, — ҫӑлтӑрлӑ, чӗмсӗр, сивӗ, хӗллехи чӑн-чӑн тӳпе; юлмасӑр чупакан хура мӗлке, лаша хырӑмӗ айӗнче сиккелекенскер, тата горизонтӑн уҫӑмлӑ кукӑрӑлчӑкӗ ӗмӗрлӗх туйӑмне хускатаҫҫӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 282–286 с.
Вӗсем ҫынсене информаципе кӑна тивӗҫтермеҫҫӗ, пурнӑҫра кирлӗ пӗлӳ те параҫҫӗ, обществӑри ҫивӗч ыйтусене хускатаҫҫӗ, влаҫпа халӑх хушшинчи тухӑҫлӑ ҫыхӑнӑва йӗркелеме пулӑшаҫҫӗ.
Михаил Игнатьев Раҫҫей тата Чӑваш пичечӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/01/14/news-3457492
Ҫапла, эпӗ ҫӗнӗ япаласем уҫма яланах юратнӑ, вӗсем чӗрене селем юрӑ евӗр хускатаҫҫӗ.Да, я всегда любил открытия, трогающие сердце подобно хорошей песне.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 98–108 с.
Вӗсем ҫинчи хӑйпӑнса ӳкнӗ е катӑлнӑ сас паллиллӗ сӑмахсем моряксен чунне хускатаҫҫӗ.С надписью тревожной для сердца, с облупленными и отпавшими буквами.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.
Таврара малтанхи пекех пушӑ; ҫаврака, вӗтӗ чул таткисене ҫӑмӑл хумсем хускатаҫҫӗ, типнӗ шыв курӑкӗ чӑштӑртатать.
IV. «Гарнаш, Автан урамӗ» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Ҫакна пула, чехословаксен Ҫӗпӗр чугунҫулӗ ҫинчи тӗрлӗ хуласемпе станцисенче тӑракан эшелонӗсем, Франци штабӗ кӑтартнӑ тӑрӑх, пур ҫӗрте те пӗр харӑс темелле, пӑлхав пуҫласа яраҫҫӗ, — вӗсен пӑлхавӗсем буржуаллӑ, шургвардиллӗ, кулакла восстанисене хускатаҫҫӗ.
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Таврара шӑплӑх пулса ҫитрӗ пулин те, ку шӑплӑха аяла анакан кайӑксен ҫунаттисем лапӑстатни тата инҫетре хум ҫапнӑ сасӑ ҫеҫ хускатаҫҫӗ пулин те, ҫав ҫынӑн вилес умӗнхи хаяр сасси ман хӑлхара чылайччен янтраса тӑчӗ.
XIV сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Куратӑп, курӑк ӑшӗнчен пӗрре пӗр вырӑнта, тепре тепӗр вырӑнта, унӑн бутылка ҫӑварӗ евӗрлӗ мӑйӗ курӑнса илет, ун хыҫҫӑн пур енче те чӗпписем курӑка хускатаҫҫӗ.
Ярик // Никита Волков. Пришвин М.М. Ярик: калавсем; вырӑсларан Н. Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1939. — 16 с. — 3–11 с.
Анчах пӗр-пӗр вӑхӑтра пачах кӗтмен ҫӗртен ҫак килйышра мӗнле те пулин пурҫӑн чӗнтӗр пирки е упӑшкин лашисемпе хӑнана кайни ҫинчен тепӗр чух ниме тӑман пек туйӑнакан ыйтӑва хускатаҫҫӗ, — вара нимле сӑлтав та ҫук пек пулин те, — тавлашу хӗрнӗҫемӗн хӗрсе пырать, чаршав хыҫӗнче ку ӗҫе татса пама тӑвӑр пулса тӑрать те, сасартӑк, тавлашакансене хӑйсене хӑратса пӑрахса тата итлесе тӑракансене тӗлӗнтерсе ярса, вӗсем пӗр-пӗрин ҫине чӑннипе мӗн тери япӑх пӑхни йӑлтах куҫ умне тухса тӑрать, халӗ ӗнтӗ нимӗне те хупӑрламан чаршав хирӗҫсе кайнисен хушшинче пӗр усӑсӑр сулланса ҫапкаланать, вӑл сире хӑвӑр унпа хӑҫантанпа улталанса пурӑннине ҫеҫ аса илтерет.
XXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Тинӗсре вара мӗнпур кӗсменҫӗсем пӑлхав хускатаҫҫӗ те, командӑна ҫыхса лартаҫҫӗ, унтан Испани ҫыранӗсем еннелле ишсе каяҫҫӗ.А в море все гребцы, как один, положат вёсла, перевяжут команду и возьмут курс к берегам Испании.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.