Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хускататӑн (тĕпĕ: хускат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӗр ӗмӗт, эсӗ хускататӑн Асра суран пек юлнине, Чуна, юна эс васкататӑн Тӑкма вӑраххӑн тулнине…

Куҫарса пулӑш

XV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

— Пысӑк ыйту хускататӑн, Марине, анчах, ман шутпа, халӗ ӑна кун йӗркине кӗртме май ҫук.

Куҫарса пулӑш

XXX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӑш пӗр чухне тӗл килет вара, ящике кӑшт ҫеҫ хускататӑн, кустӑрмалла ҫаврӑнса выртса ҫывӑракан Ярик хурҫӑ пружина пек чӑсӑлса тӑрать те, куҫӗсене вут пек ҫутатса сӗтел патне чупса пырать.

Бывало, мне довольно только ящиком шевельнуть, чтобы Ярик, спящий колечком, развернулся, как стальная пружина, и подбежал к столу, сверкая огненным взглядом.

Ултавлӑ колбаса // Никита Волков. Пришвин М.М. Ярик: калавсем; вырӑсларан Н. Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1939. — 16 с. — 11–16 с.

Малалла куҫса пырса, яланах ҫак чӑтлӑхра пурӑнакан ҫерҫисене хӑратса хускататӑн, вӗсем хыпӑнчӑклӑн чӗвӗлтетнине тата пӗчӗкҫӗ вӗлтӗр-вӗлтӗр ҫунатсем туратсене перӗнсе ҫӑтӑлтатнине илтетӗн, ӗҫчен вӗлле хурчӗ пӗр вырӑнта сӗрлесе тӑнине, ӑҫта та пулин сукмак тӑрах ӑсран катӑкрах Аким пахчаҫӑ утса пынине тата вӑл кирек хӑҫан та сӑмси айӗнче мӑрӑлтатнине тӑнлатӑн.

Подвигаясь вперед, спугиваешь воробьев, которые всегда живут в этой глуши, слышишь их торопливое чириканье и удары о ветки их маленьких быстрых крыльев, слышишь жужжание на одном месте жировой пчелы и где-нибудь по дорожке шаги садовника, дурачка Акима, и его вечное мурлыканье себе под нос.

XXXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Эсӗ ман пата ачасем пирки ҫырса тахҫанхи тавлашӑва тепӗр хут хускататӑн: вӗсене шкула вӗренме ярассипе килӗшме сӗнетӗн.

Ты пишешь мне еще о детях и возвращаешься к нашему давнишнему спору: просишь меня согласиться на то, чтобы отдать их в учебное заведение.

XXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Эсӗ пӗр кун сӑрта та хускататӑн, икӗ кун сана хӑвна хускатмалла.

— Ты один день горы двигаешь, а два дня тебя самою надо двигать.

10. Пленум хыҫҫӑн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Тен, ӑна пирӗн чакаласа лартма та май килетчӗ пулӗ, — анчах та юра кӗреҫепе хускататӑн кӑна, ҫил ӑна вӗҫтерсе те каять.

Пожалуй, нам удалось бы закопать его, но стоило только поддеть снег лопатой, как его уносило ветром.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ах, Том, Том, эпӗ сана ҫав тери юрататӑп, эсӗ, юри хӑтланнӑ пекех, хӑвна ху лайӑх тытмасӑр манӑн ватӑ чӗреме хускататӑн.

Ах, Том, Том, я так тебя люблю, а ты меня просто убиваешь своими дикими выходками!

6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех