Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хускатасран (тĕпĕ: хускат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл, пӳртри канлӗхе хускатасран хӑраса, урине алӑк пуканӗ урлӑ ҫав тери хуллен каялла куҫарчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чул катӑкӗсене перӗнсе хускатасран сыхланса, чӗрне вӗҫҫӗн ҫеҫ пыратпӑр.

Двигались осторожно, стараясь ступать на носки и не сбивать камешки.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Вӑл, хӑйӗн чӗрине уҫса пӑхасшӑн пулса, анчах унта пӗр-пӗр кивӗ япалана ҫӗнӗрен хускатасран хӑраса, хӑйне хӑй итлесе тӑчӗ.

Она прислушивалась к себе, желая заглянуть в свое сердце и боясь снова разбудить там что-либо старое, тревожное.

XXVIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Экспедици кая юлса ҫитни хулара паника хускатасран пурте хӑраса тӑраҫҫӗ.

Все боятся, что задержка экспедиции вызовет в городе панику.

Ҫул ҫинче ҫырса пынӑ журнал // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Урапа тата ерипентерех кайрӗ, вӑкӑрсем ҫул ҫинчи тусана хӑйсен сарлака чӗрнисемпе хускатасран хӑранӑ пек асӑрханса утса пыраҫҫӗ.

Бричка покатилась еще медленнее, быки переступали так осторожно, точно боялись своими широкими копытами потревожить дорожную пыль.

I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Калаттарас та килет, шикленет те ҫавӑн ҫинчен сӑмах хускатасран.

Желая и опасаясь его.

XII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех