Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хускалнӑ (тĕпĕ: хускал) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑйӑ карти хускалнӑ май, юрӑ пуҫланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

— Вырӑнтан хускалнӑ ан пултӑр!

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Платун патӗнче чухне хускалнӑ шухӑшӗ ҫав-ҫавах канӑҫ памарӗ ӑна: «Анук укҫа ӑҫтан тупнине мӗнле пӗлес? Микула панӑ пулсан, ӑҫта пурӑнать вӑл? Анук патне кӗрсе тӗпчесе пӑхас мар-ши? Ҫук, ним те ӗҫ тухмӗ. Мана каласа пама мар, татах хӑваласа намӑса кӗртӗ. Уретнике тӗпчеттерес мар-ши? Ҫук, кунашкал та ӗҫ тухмӗ. Халӑх умӗнче суйма хӑйнине уретник умӗнче вӑтанса тӑмӗ. Луччӑ пачӑшкӑна чӗнтерес. Этемӗн чунне тыткаласси ун ӗҫӗ», — хӑйне хӑй лӑплантарчӗ Михха.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах хӗрачи макӑрни арӑмӗ пирки хускалнӑ шухӑшӗсене вӑхӑтлӑха сирчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Паян-ыранах таврӑнмалла ӗнтӗ, ӑнсӑртран хускалнӑ калаҫӑва вӗҫлесшӗн ним пытармасӑр каласа пачӗ Анук.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ирӗксӗр хускалнӑ сӑмаха пӗтерес шутпа: — Ун ҫинчен пӗтӗм ял калаҫать! — терӗ Анук.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах умра хӑйсене те хӑрушӑлӑх кӗтни юлташӗн ӑраскалӗшӗн хускалнӑ хуйхине часах сирсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Актатуй тесен ват карчӑк та хускалнӑ тет.

Куҫарса пулӑш

Ҫил-тӑвӑл // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Кӑшт хускалнӑ чухне те ӗне чӗрнисем сарӑла-сарӑла каяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

VII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Мустай чунӗ темле хускалнӑ пек туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

I сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вӑл тата, Матюк инке ҫинчен хускалнӑ калаҫӑва малалла тӑсса, ҫакна та аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 374–379 с.

Вӑрманта пӗр йывӑҫ кашлама тытӑнсан, тепри те хускалнӑ пек.

Куҫарса пулӑш

Караҫ Миккин кинӗсем // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 368–373 с.

Ҫакна асӑрхарӗ-ши Петриков, асӑрхамарӗ те-ши, анчах вӑл Григориу ӑшӗнче хускалнӑ пӑлхавӑр сӑлтавне ҫирӗплетес тенӗн калаҫса кайрӗ, Григориу кӑмӑлӗ ытларах йӳҫтӗр тенӗн кулавккине ярса тӑчӗ:

Куҫарса пулӑш

XIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Кун хыҫҫӑн ӗҫ кӑштах хускалнӑ - тӳре-шара вырӑна ҫитнӗ.

После этого дело немного сдвинулось — на место приехали чиновники.

Ҫӑл Атӑк халӑхӗ кӗпер юсасса 2 ҫул кӗтет // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34984.html

Юланутҫӑ сӑрт ҫамкипе чӗвӗнсе хӑпарчӗ те вӑрман хӗрринчи ҫулпа тин кӑна хускалнӑ пӗр ушкӑна курчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑшал сасси // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫав хушӑра патька-патша патӗнчен тин ҫеҫ тухса хӑй тапӑрне пыма хускалнӑ Укаслупа Алюнов курӑнса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Аҫтӑрхан шухӑш шухӑшлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӑрмӑш енне хускалнӑ япала Мускава та ҫитсе ӳкӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Халӑх ҫак хыпара илтсессӗнех хускалнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӑлханнӑ ял // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫапла, вун тӑватӑ-вун пилӗк ҫулхи ачасемшӗн юрату «акине тухма ҫӗр пиҫсех ҫитеймен», хӗвелӗ те тухӑҫран ялтӑртатса ҫӗкленмех ӗлкӗреймен, анчах ку кӑнтӑрланакан ҫулсенче чи сисӗмлӗ, «чечеклӗ», пурнӑҫ ҫуначӗсене сармалли, ҫутӑ ӗмӗчӗсем вӗҫеве хускалнӑ, сенкерленнӗ ӳсӗмре арҫын е хӗр ачан пуҫсӑр, анчах тимӗрҫӗ лаҫҫинчи тин ҫеҫ пиҫнӗ шӗл кӑвар пек хӗрӳ, этем ури пусман сӗм вӑрман уҫланкинчи чечекӗн ачаш ҫеҫки пек таса пӗрремӗш юратӑвне мӗнле те пулин палӑртмаллах ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Чӑн та, хускалнӑ чухне вӗсем пысӑк кайӑк вӗҫнине аса илтереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех