Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хускалать (тĕпĕ: хускал) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сасартӑках вӑл ятланине илтми пултӑм: унӑн тути хускалать, анчах сасси илтӗнмест: Ҫаплах пӑхатӑп ун ҫине, — куҫа та илмелле мар.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Коллективо (хула автобусӗ): 51-мӗш номер Пласран Конститусьон (исп. Plaza Constitución) енчен килет, 8-мӗш номер Факультад-де-Инхеньери (исп. Facultad de Ingeniería) ятлӑ вырӑнтан хускалать те Май тӳремӗ енне каять.

Колективо (городской автобус): номер 51 идёт с Пласа Конститусьон (исп. Plaza Constitución) и номер 8 начинает движение с Факультад-де-Инхеньерия (исп. Facultad de Ingeniería) и идёт на Площадь мая.

Пистарини министр ячӗллӗ пӗтӗм тӗнчери аэропорт // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9F%D0% ... 1%80%D1%82

Тураткуҫҫи хускалать.

Куҫарса пулӑш

XV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Кунсӑр пуҫне ӑшра тата темӗнле эрлӗ кӑмӑл-туйӑм хускалать.

Куҫарса пулӑш

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Хускаласса хускалать хут татӑкӗ, анчах чӑштӑр-чӑштӑр тунисӗр пуҫне нимӗнле сасӑ та памасть.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Тути хускалать, куҫӗ ҫунать, пӗтӗм пичӗ чӗтренсе-хускалса тӑрать — те кулать, те йӗрет Хветура.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Кун пек йӗпе-сапара урам урлӑ каҫмалла мар пылчӑк ҫӑрӑлать пирӗн ялта, уяр ҫанталӑкра ҫил вӑштӑр хускалать те — тусан ҫӗкленет.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Унӑн чечен кӗлетки тӗк пек ҫӑмӑллӑн хускалать те куҫран ҫухалать.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Хускаласса та хуллен, асӑрханса пек хускалать, куҫ айӗн йӑлӑннӑн, ҫав вӑхӑтрах чеен, сӑнаса пӑхать.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Атӑлшӑн хӑй тӗлӗнчи тӳпе те таса пулмалла иккен, ун тӗлӗнче текех сивӗ пӗлӗтсем капланса тӑмалла мар — талккӑшӗпе хӑвалать Атӑл ҫилӗ йывӑррӑн шӑвакан мӑн кӑмӑллӑ пӗлӗтсене, пӗлӗтсем васкаманнишӗн тарӑхса, ха-аш сывлать, чарӑнса та тӑрать, унтан каллех хускалать, паҫӑрхинчен те хытӑрах чӑрсӑрланать, ши-и! шӑхӑрать.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫавна май кадр ыйтӑвӗ те хускалать.

Куҫарса пулӑш

«Раҫҫей 24» эфирта – Чӑваш Ен ҫирӗп аталанӑвӗ ҫинчен // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/28/racc ... ave-cinche

Станци еннелле таксисем иртеҫҫӗ, автобуссем каяҫҫӗ — тепрер сехетрен поезд хускалать пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Ял хускалать.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Аса илсен халӗ те чӗре хускалать.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫынсем хускалччӑр кӑна, Ваҫли те ним пулман пекех хускалать, тутлӑн карӑнса анаслать, ҫумне пӑрахнӑ пуртине илсе, вӑрман касма утать.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Ҫывӑхри лапамра шупкан палӑрса темӗн чаштӑртатса хускалать, ишӗле-ишӗле анать, шыва шампӑртатса тӑкӑнать.

Неподалеку движутся какие-то тени, которые расплываются и с шумом сбегают в воду.

Вилӗмпе юнашар // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ваҫукӑн ҫӳҫӗ чӑшӑл! хускалать.

Волосы на голове зашевелились от страха.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫапла шухӑшлама ӗлкӗреймест Янтул, ури айӗнчи ҫӗр йӑшӑлл хускалать те, вӑл таҫта шуса анса каять.

Едва Яндул успел об этом подумать, как земля под ногами стала разъезжаться, и он вместе с ней ухнул куда-то вниз.

Ҫил-тӑманлӑ каҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Мариҫ пӑхсан кашни ҫамрӑкӑн чӗри хускалать.

А взглянет Марись — сердца их так и захолонут от предчувствия близкого счастья.

Улахра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Мултиер, Каҫҫан, Якур — картишӗнчи пӗтӗм халӑх кӑшӑлах хускалать.

Мульдиер, Касьян, Ягур, все людское море заволновалось, задвигалось.

Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех