Шырав
Шырав ĕçĕ:
Темиҫе ҫул каялла ҫеҫ-ха (ӗнер кӑна пек те туйӑнать) хӑмаран ещӗк туса улӑм ҫемҫетесси те ҫӑмӑл мар ӗҫчӗ, ку ӗҫ те вырӑнтан хускаласшӑн марччӗ.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 392–398 с.
Кайран, хӗвеле хупӑрласа илсен, вырӑнтан та хускаласшӑн мар пек.
Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ула Тимӗр, арӑмӗ хыҫӗнче йӑраланса пынӑскер, чутах ун ҫине пырса тӑрӑнмарӗ — чарӑнса тӑчӗ те Полина ура ҫине тӑрасса кӗтрӗ, анчах лешӗ, мӑштӑк-мӑштӑк сывлакаласа, хускаласшӑн та пулмарӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Яка Илле сиксе тӑрса ывӑлне кӑшкӑрса пӑрахасшӑн, анчах ӗшеннӗ кӗлетке хускаласшӑн мар.
Яка Илле мунча кӗрет // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
— «Фелицата» мӗнле ҫыран патнелле хускаласшӑн? — ыйтрӗ вӑл.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.
Ывӑннӑ йытӑсем вырӑнтан хускаласшӑн мар.
Иккӗлентерекен япала тупни // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Вырӑнтан хускаласшӑн пулса мӗнпур вӑйӗпе тӑрӑшса туртӑнать, анчах ҫӗр ҫумӗнчен те хӑпаймасть.
Вӑрҫӑ ҫулӗ ҫинче // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 172–187 с.
Тен, вӑл йывӑҫ турачӗсенчен уртӑнса тӑнӑ пулӗччӗ — ун пек тӑма ҫӑмӑлтарах; тен, шӑл витӗр мӗн те пулин мӑкӑртатнӑ пулӗччӗ — тепӗр чухне хӑйӗн урисене — вӗсем итлеменшӗн, аллисене — вӗсем хускаласшӑн мар пулнӑшӑн ҫапла вӑрҫса илес килет!
Ҫырма хӗрринче // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
— Чимӗр-ха, пан — тенӗ сотник, — тарҫӑ парнесӗр вырӑнтан та хускаласшӑн мар.— Подождите, пан, — ответил сотник, — холоп без посула с места не тронется.
Иван Сусанин // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 20–36 с.
Тимофей утасшӑн пулчӗ, анчах урисем хускаласшӑн мар.
Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Анчах казакӗсем ытла ал-хапӑл «хускаласшӑн» пулмарӗҫ…
XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ҫакӑн пек плана вӗсем Дейко пӗлтернипе туса йышӑнчӗҫ: жандармсем ытла ир хускаласшӑн иккен, автан иккӗмӗш хут авӑтнӑ вӑхӑталла, вӗсем Клисурӑна тухса каясшӑн: питӗ васкаҫҫӗ имӗш, ҫутӑличчен тахҫан малтан хӑйсене вӑратма хушнӑ, тет.
ХХХIII. Ҫӗнтерекенсем ҫӗннисене хӑналаҫҫӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
- 1