Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хурси (тĕпĕ: хурсӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чи малтан кӑвайта лешӗн, ал хурси тачкӑшлӗ хӑрӑк йывӑҫӑн, вут-ҫулӑм ҫулаймасӑр, хыпса ҫӑтаймасӑр юлнӑ пӑсӑрланакан юлашкипе «апатлантарчӗ», унтан чӗрӗ чӑрӑш тураттисем ҫине шашлӑк чысне тивӗҫнӗ кӑмпасем ҫывӑхнерех ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ак тата, алла темле туратсӑр, ал хурси тачкӑшлӗ йывӑҫ лекрӗ, лӑнкӑртатса кӑна тӑрать хӑй.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пӗррехинче киноран таврӑнсан, Люся хӑйӗн ал хурси пек ҫивӗтне салтса пукан ҫурӑмӗ ҫине ҫакса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Хулсӑр ҫитса кӗпе, босоножки тӑхӑннӑ хӗр те, хӑйӗн ал хурси пек ҫивӗтне ҫурӑм хыҫне янӑскер, шыва кӗме каятчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Ҫӳлӗк ҫинче — хӑмла хутаҫҫи, уйран хурси, тем валли типӗтсе хунӑ курӑк ҫыххисем…

На полках — мешочки хмеля, пучки каких-то трав, мутовка.

Мултиер // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ӑна тӑршшӗпех кӗтеслӗ, тылӑ хурси кӗрсе выртмалла ыраса тухнӑ.

Вдоль мялки тянется углубление, в него попадает било — «тылӑ хурҫи».

Сӳс-кантӑр, ҫип ҫинчен // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

Ҫавӑн пек пайсем хӑш-хӑш чухне алӑ хурси пысӑкӑш пулаҫҫӗ; ҫавӑн йышши чулсем ҫӗр айӗнчен тухаҫҫӗ.

Иногда фигуры эти большие, в руку; такие находят камни в земле.

Япаласенӗн пайӗсем // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

34. Ҫапла ӗнтӗ пирӗн йӗркесӗр ӗҫӗмӗрсене тата ҫӗр ҫинче пурӑнакансен йӗркесӗр ӗҫӗсене тараса ҫине хурса виҫ, вара тараса хурси хӑш еннелле тайӑлни курӑнӗ.

34. Итак взвесь на весах и наши беззакония и дела живущих на земле, и нигде не найдется имя Твое, как только у Израиля.

3 Езд 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех