Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хурсене (тĕпĕ: хур) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл ҫапла выҫӑран мар, апатшӑн мар, иртӗхсе ҫеҫ хурсене пӑва-пӑва тухни мана калама ҫук тӗлӗнтерсе-тарӑхтарса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унӑн хырӑмӗ тутӑ пулнӑ, ҫапах та вӑл хурсене нимӗн шеллемесӗр, иртӗхсе, урса кайса, пӑва-пӑва пӑрахнӑ.

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл хурсене пурне те пекех вӗлерсе пӗтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тепӗр кун Марине хурсене кӗтӗве леҫсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Яшка витӗр Шӑнкӑртам курӑнать // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 86-88 с.

Халь чӑхсене мӗн тӗпретсе ҫитерес, сыснасене мӗн пӑрахса парас, хурсене мӗн хыптарас?

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 36–39 с.

— Йӑкӑнат, — терӗ пӗр ирхине Ултатти, — чӗпсене тулӑ ани ҫине кӑлартӑн-и, хурсене сӗлӗ ҫине хӑваласа ятӑн-и, сысна ҫурисем ӑҫта тата?

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 36–39 с.

Шӑп ҫав самантра, кайӑк хурсене хӑратма ҫӗршер тупӑран пӗр харӑс персе янӑ пек, таврара ҫӗр кисренчӗ, ҫӳлелле тем ҫӳллӗш тӗтӗмпе ҫулӑм явкаланса хӑпарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пирӗн хурсене ҫеҫ мар, чирӗкшӗн укҫа тӳлеменнисенне ыттисенне те илсе кайнӑ, тет.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Хурсене Касак Ваҫҫи Кавала кайса сутнӑ, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Чиркӳ укҫи пуҫтаракансем килсе кайни виҫӗ-тӑватӑ кун иртсен, урамра пӗр каҫхине пирӗн хурсене такам хуйхатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ыраш вырма тухиччен эпӗ хурсене куллен-кун пӑхса пурӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Килте пӗр эрне усранӑ хыҫҫӑн, эпӗ хурсене Энӗш хӗррине ҫӳрете пуҫларӑм.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпӗ ҫак хурсене, кукаҫи хушнӑ пек, алтӑрпа хӑйӑр, валашкапа шыв лартса параттӑм, анне хывӑхпа, ҫӗрулмипе пӑтратса ҫитеретчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Йӑмӑк малтан чупса пырса, кашни минутра тенӗ пекех, е ҫӗрте выртакан хулӑ таткине илмешкӗн, е шыв ҫинче чӳхенекен хурсене пӑхма, е тата урӑх япала пирки текех чарӑнкаласа пырать.

Сестренка бежала впереди, поминутно останавливаясь, то затем, чтобы поднять хворостину, то посмотреть на гусей, барахтавшихся в воде, то еще зачем-нибудь.

VII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Ӗлӗкхи саманара чухӑн ҫыншӑн авланасси тӳпере вӗҫекен кайӑк хурсене е шыв тӗпӗнче ишекен пулӑсене алӑпа тытассипе пӗрех пулнӑ.

В старое время бедному человеку так же трудно было жениться, как схватить руками гуся, летящего в поднебесье, или поймать рыбу, ушедшую в глубину.

XIX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Хурсене пӗри те илесшӗн пулмарӗҫ: питӗ нумай ҫиеҫҫӗ.

Гусей никто не хотел брать: уж очень прожорливые.

XVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Вӗсем шывӑн леш енне чупса каҫса, хурсене чулпа пеме тытӑнчӗҫ.

И они забежали на ту сторону воды и стали кидать в гусей камни.

Пирӗн ҫине хур аҫи тапӑнни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Катя та пире питӗ ҫиленчӗ, мӗншӗн хурсене хӑваласа ятӑр, терӗ.

Катя на нас тоже очень сердилась: зачем мы гусей погнали.

Пирӗн ҫине хур аҫи тапӑнни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Хурсене сыхлакан ача макӑрма тытӑнчӗ, хурсем халӗ ӑҫта ишсе каясса та пӗлмест-ҫке вӑл.

А мальчик, который их стерёг, стал плакать, потому что он не знал, куда они теперь уплывут.

Пирӗн ҫине хур аҫи тапӑнни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Ку ача хур кӗтӳне кӗтнӗ иккен, вӑл пире, хурсене ан хӑвалӑр, тесе кӑшкӑрчӗ.

Этот мальчик гусей стерёг и кричал, чтоб мы гусей не угоняли.

Пирӗн ҫине хур аҫи тапӑнни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех