Шырав
Шырав ĕçĕ:
Карчӑка хурама вуллинчен ҫакса хурсассӑн лапра тӑракан халӑх шавлама-кӑшкӑрашма пуҫларӗ:
Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ҫӳпҫине туса хурсассӑн — Пулатех хуппи!
Йӗппипе ҫиппи // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 53 с.
Каялла хурсассӑн, каллех иккӗ пулать.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.
Хӗлле тимӗр каштасене пит тачӑ ҫыпӑҫтарса хурсассӑн, вӗсем ҫулла тӑсӑлӗччӗҫ те, пӗр-пӗрне тӗрелесе, сиксе тухӗччӗҫ.
I // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Тавара карап ҫине тиенӗ чухне тӗпнерех хурсассӑн шайлашу ҫирӗпрех пулать, ҫавӑнпа тавар тиемелли пӳлӗмсем карапӑн аялти пайӗнче вырнаҫнӑ.
Вунтӑваттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
— Манӑн паттӑрсем ху ҫине мӑйкӑч хурсассӑн, хӑрарӑн-и?— Струсил ты, признайся, когда молодцы мои накинули тебе веревку на шею?
Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
6. Павел вӗсем ҫине аллине хурсассӑн, вӗсем ҫине Таса Сывлӑш аннӑ та, вӗсем урӑхла чӗлхесемпе калаҫа пуҫланӑ, пророкла та калаҫнӑ.
Ап ӗҫс 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Этем ывӑлӗсем — ҫил варкӑшӗ ҫеҫ; ар ывӑлӗсем — ултав; вӗсене тараса ҫине хурсассӑн, вӗсем пурӗ пӗрле те ҫил варкӑшӗнчен ҫӑмӑлрах.
Пс 61 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Моисей, ҫак саккунӑн мӗнпур сӑмахне вӗҫне ҫитиех кӗнекене ҫырса хурсассӑн, 25. Ҫӳлхуҫа саккунӗн арчине йӑтса ҫӳрекен левитсене хушса каланӑ: 26. ҫак саккун кӗнекине илӗр те ӑна хӑвӑр Ҫӳлхуҫа Туррӑрӑн саккун арчийӗн сылтӑм енне хурӑр, вӑл унта сире хирӗҫ айӑплаканӗ пулӗ; 27. мӗншӗн тесессӗн эпӗ ӗнтӗ эсӗ кутӑннине, чурӑссине пӗлетӗп: акӑ халӗ те, эпӗ сирӗнпе пӗрле чӗрӗ тӑнӑ чухнех, эсир Ҫӳлхуҫа умӗнче кутӑнланса тӑратӑр; эпӗ вилсессӗн пуҫсӑрлансах каймӑр-ши?
Аст 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Эхер те кам та пулин шӑтӑк уҫса хурсассӑн е шӑтӑк алтса ӑна витмесӗр хӑварсассӑн, унта вӑкӑр е ашак кӗрсе ӳксессӗн, 34. шӑтӑк хуҫи тӳлеме тивӗҫлӗ, унӑн выльӑх хуҫине кӗмӗл памалла, вилли вара ӑна пулӗ.
Тух 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1