Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хуратчӗ (тĕпĕ: хур) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Яланах хӗвелпе пӗрле тӑратчӗ те хӗвел ансан тин умри пир саппунне пӑтаран ҫакса хуратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Анне утарта та вӑй хуратчӗ, йӑмӑксемпе пӗрле кил ӗҫӗсене те ӗлкӗрсе пыратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Атте утарӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 110–116 с.

Ҫапла ыйтусем парса минретсе ҫитерсен вӑл ҫерем ҫине урине явса ларатчӗ, пушшине юнашар хуратчӗ те мана фронтри ҫапӑҫусем ҫинчен аса илсе каласа пама пуҫлатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтӳҫӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 90–95 с.

Ваҫиле амӑшӗ сурӑх ҫӑмӗ хуратчӗ минтере, унпа упӑшкин — ГУЛАГра нушапа чирлесе таврӑннӑ Хӗветӗрӗн, ревматизмне сыватма, сыпӑсемпе мышцӑсене тамӑкла ыратнинчен хӑтарма усӑ куратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Завьялов чут ҫеҫ: «Бальзак пур ҫӗрте те кирлӗ», тесе вӗрентмелле каласа хуратчӗ, анчах хӑйне вӑхӑтра чарчӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫӑкӑр хывнӑ чухне, кӗл ан лектӗр тесе, чуста айне хуратчӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

XXVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Эп ӑна хытӑрах хӗсме тытӑнсан, ҫапла та тавӑрса хуратчӗ вӑл:

Куҫарса пулӑш

Тулӑх тапхӑр // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

«Георгий Иосифович сӑвва ҫырсан малтанах сивӗнме хуратчӗ, унтан кӑшт вӑхӑт иртсен ҫӗнӗрен вуласа малала аталантаратчӗ е тата ҫӗнӗ шухӑш шӑрҫалатчӗ. Вӑл музыкӑна ятарлӑ вӗренни пултарулӑхне пысӑк витӗм кӳнӗ, ахальтен мар вӑл поэзине кӗрсе кайнӑ», – палӑртрӗ хӑйӗн шухӑшне Виталий Родионов литературовед.

Куҫарса пулӑш

Георгий Фёдоровӑн «Суйласа илнисем» кӗнекине пахалани // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... -pahalani/

Тепӗр чух ҫутӑ Пахом Петрович пичӗ ҫине ӳкетчӗ те, тракторист хул-ҫурӑмне тӳрлетсе хуратчӗ, кулса илетчӗ, «тупрӑр пулать мана, манмастӑр пулать мана», тесе калаҫса илетчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Хӑйӗншӗн ҫеҫ тӑрӑшакан, пурлӑхшӑн ҫеҫ хыпакан ҫынна ҫак наградӑсен тасаран таса ҫути те курӑнмасть пуль ҫав, май килнӗ пулсан, ҫак чаплӑран чаплӑ, хаклӑран хаклӑ наградӑсене те — сутса е улӑштарса — хӑйӗн пурлӑхӗ туса хуратчӗ пуль вӑл, ҫав пурлӑх ҫинчи тусана ҫӗтӗк татӑкӗпе киленсе шӑлатчӗ пуль.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Вӑл эпӗ пынӑ ҫӗре тӗрлӗрен лайӑх апат-ҫимӗҫ, хаклӑ йышши эрехсем хатӗрлесе хуратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Зиминцев инженер искусствӑна, ним намӑсне пӗлмесӗр, пурнӑҫра чи кайри вырӑна хуратчӗ, ун шучӗпе искусство ҫыннисем — ҫурма усӑллӑ ҫынсем кӑна пулса тухаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Вӑл пӑт пуканӗпе пӳскелле вылянӑ пек вылятчӗ, икӗ метр тӑршшӗ юман муклашкисене ҫуна ҫине пӗччен ҫӗклесе хуратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Кӑрлач уйӑхӗ, пӗрре ҫатӑр-ҫатӑр хаярланса, тепре вӑшш-вашш ҫемҫелсе, хӑйӗн юлашки кунӗсене шут ҫине хуратчӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫар журналӗсенче пичетленекен статьясене те каса-каса хуратчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Кахал ҫын пулӑра та ухутара, — татса хуратчӗ атте.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Ашшӗне вӑл ҫӗр ҫинчи турӑ вырӑннех хуратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ хыпарсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ним мар мӑрса е ҫӗрпӳ туса хуратчӗ вӑл сана…

Куҫарса пулӑш

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӑна хӗрхеннипех-и, тен, Елюк час-часах Михала валли ятарласах сӑра ҫакатчӗ, хушӑран эрех те илсе хуратчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Аппапа пӗрле урай шӑлма тытӑнаттӑм, анчах вӑл, ҫӳп-ҫапа тӗпелелле вӗҫтеретӗн тесе, манран шӑпӑра туртса илетчӗ те пытарса хуратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Инкексем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех