Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хуралҫӑсен (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пур хуралҫӑсен те пӗр-пӗрне пулӑшмалла-ҫке.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Тимафи обходӗнчен мар пулсан та, юнашар лесничествӑри хуралҫӑсен ҫухалма пултарать.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ҫав вӑхӑтрах Миххана хирӗҫ кайма та хӑранипе пӗрин хыҫҫӑн тепри туха-туха кайса, темиҫе минут хушшинче хуралҫӑсен пӳрчӗ йӑлтах пушанса юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Степан Иванович, эсир самантлӑха хуралҫӑсен пӳртне кайӑр-ха.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫилӗллӗ куҫӗсемпе тиечук ҫине пӑхрӗ пуп: «Кусене хуралҫӑсен пӳртӗнче тытса чарайман ӗнтӗ».

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫынна шанакан ырӑ кӑмӑллӑ Ҫтаппан хуралҫӑсен пӳртне таврӑнма та хатӗр пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Халӗ хуралҫӑсен пӳртне кайса ларӑр.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пулӑҫсене нимскерех те тумарӗҫ, вӗсем хӑйсем тытнӑ мӗн пур пулла парса хӑварнипех хӑтӑлчӗҫ, суя хавха тунӑ хуралҫӑсен вара мӑрсасен саламатне тутанса пӑхмалла пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

17. Палецкий князь // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫавӑнтах хуралҫӑсен пуҫлӑхне ӗнсинчен ҫапса вӗлерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӗҫпе ҫӗлен // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Унтан вӑл Гента хут тыттарчӗ, унта наҫилккеҫӗсен, хуралҫӑсен ячӗсене ҫырнӑ, шӑрҫапа пралукӑн, пусма тавар тӗркемӗсен шутне кӑтартнӑ.

Потом он передал Генту список, где были помечены имена всех носильщиков, конвоиров, тюков, бус, проволоки и материй.

XVIII. Ливингстонпа сыв пуллашни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Унӑн магнит туртӑмӗллӗ сивӗ куҫӗсем Рене тӑракан чӳречепе стенасем, хуралҫӑсен пичӗсем ҫине ӳкеҫҫӗ, пур ҫӗрте те курӑнми йӗр хӑвараҫҫӗ тейӗн.

Холодный магнетический взгляд его, падая на стены, окно, за которым была Рене, и на лица часовых, казалось, оставлял везде невидимый след.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.

Кӗпер патӗнче хуралҫӑсен баракӗсем ларатчӗҫ.

Около моста стояли бараки охранников.

Здолбуново станцийӗнче // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Хуралҫӑсен вучахӗсем халь-халь сӳнсе ларас пек ҫунаҫҫӗ, хуралҫисем вара пӗтӗм козак аппетичӗпе пӑтӑпа ҫӑмах ҫисе тултарнӑ хыҫҫӑн ҫывӑрма выртнӑ.

Костры, у которых сидели сторожа, готовились ежеминутно погаснуть, и самые сторожа спали, перекусивши саламаты и галушек во весь козацкий аппетит.

V // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Юлашкинчен леш енчи ҫыран та йӑлтах уҫӑлса ҫитрӗ; кӗпер вӗҫӗнче шыв пичкисем, пушар пуласран лартнӑскерсем, курӑнаҫҫӗ, унтах светофор, чикӗри хуралҫӑсен пӗчӗкҫӗ сарӑ пӳрчӗ, асфальтлӑ шоссе, йӑрӑм-йӑрӑм сӑрланӑ шлагбаум; черепица витнӗ, чӑнкӑ тӑрӑллӑ чугун ҫул будки, унтах кирпӗч завочӗн труби.

Наконец совсем открылся противоположный берег: пожарные бочки с водой в конце моста, светофор, желтый домик пограничной стражи, асфальтированное шоссе, полосатый шлагбаум и железнодорожная будка с крутой черепичной крышей, труба кирпичного завода.

5 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Хуралҫӑсен Апаша отряд, е стражниксем килнине курсанах хӑвӑрт пӗлтермелле пулнӑ (ку вӑхӑтра Апашра отряд килесси ҫинчен сас-хура ҫӳренӗ).

Куҫарса пулӑш

Апашри 1905–06 ҫ.ҫ. пулнӑ восстани // Т. Г. Гусев. Сунтал, 1935, 2№. — 21-22 с.

Разведчицӑсем хуралҫӑсен ҫывӑхнех упаленсе пынӑ.

Разведчицы подползли вплотную.

Староста арӑмӗ Василиса // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 52–75 с.

Вӑл шӑхӑракан ҫил витӗр хаяр сасӑпа кӑшкӑрса хуралҫӑсен вучӗ патнелле вӗҫтернӗ.

Он поскакал к сторожевым огням, отчаянно вопя сквозь свистевший ветер:

Балтика хуралӗ // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 3–19 с.

Хуралҫӑсен посчӗ патне ҫывӑхарах пырсанах Пельгусий ҫынсем ҫывӑрнине курнӑ.

Подъехав ближе к сторожевому посту, Пельгусий заметил, что люди спят.

Балтика хуралӗ // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 3–19 с.

Чи хӑюллӑраххисен, Таманго ертсе пынипе, палуба ҫине уҫӑлса ҫӳреме тухсан, хуралҫӑсен хӗҫпӑшалӗсене турта-турта илмелле; ыттисенчен хӑшӗ-пӗрисем, ҫав вӑхӑтпа усӑ курса, капитан каютине кӗмелле те, унта пур пек пӑшалсене тытса илмелле.

Самые смелые во главе с Таманго должны были, когда наступит их очередь выйти на палубу, обезоружить караульных, другие — ворваться в каюту капитана и захватить все находившиеся там ружья.

Таманго // Василий Алагер. Мериме Проспер. Таманго: [калав] — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1938. — 24 с. — 6–24 с.

Тулта ҫил шӑхӑрать, ҫил-тӑман алхасать, сивӗпе телефон тата телеграф провочӗсем янраҫҫӗ, постри хуралҫӑсен ура сасси илтӗнет.

Возле поезда гудел ветер, мела пурга, звенели от мороза телефонные и телеграфные провода, слышались мерные шаги постовых.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех