Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хуралҫин (тĕпĕ: хуралҫӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Укҫӑра тыттарнӑ хыҫҫӑн «йӗрке хуралҫин ӗҫченӗ» тӳрех ҫухалать.

Куҫарса пулӑш

Алло, пур укҫӑра та парӑр // Надежда РОДИОНОВА. https://ursassi.ru/articles/%D0%A5%C4%83 ... -r-3431914

Тулта кӑштах тӑрсан, ял хуралҫин паҫӑр илтӗнекен шакӑрча сасси те йӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Старогорска ҫитсе ҫаврӑнмалла килсе тухрӗ-ха ун, ялти сад хуралҫин.

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Алли кукӑр пулин те чӗлхи чӗрӗ имӗш хӑйӗн: «Ҫылӑхӗ» вӑрман хуралҫин пысӑках мар, ҫавнашкал вак-тӗвекшӗн Таранов статья ҫырса та чӑрманас ҫук, суя хушаматлӑ темле Сухан Сахрунӗ вара фельетонах майлаштарнӑ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Инҫетре вӑрман хуралҫин йытти вӗрсе ярсан тин икӗ шӑпӑрлан тарӑн ҫырмана сирпӗнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Утар хуралҫин кивӗ пӳртне чӗтрентере-чӗтрентере тулта ҫаплах ҫил-тӑман алхасрӗ, мӑрьерен ӑшӑ тӗтӗм палкаса тухма пуҫласан хайхискер майӗпен-майӗпен лӑпланчӗ: ҫынсем хӑйӗнчен вӑйлӑрах пулнинчен тӗлӗннипе унӑн ҫилли путланчӗ тейӗн…

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ун патне темле арҫын шӑнкӑравланӑ та хӑйӗнпе йӗрке хуралҫин ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ.

К ней позвонил какой-то мужчина и представился как работник правопорядка.

67-ри хӗрарӑм 3,5 млн кредит илсе ултавҫа куҫарса панӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34534.html

Ҫук ҫав, вӑрман хуралҫин ӗҫӗ килти хӗрарӑм ӗҫӗ пекех, куҫа курӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Нумай чухне хуралҫӑ ӗҫне ӑнланман, курман, пӗлмен ҫынсем ҫапла калаҫҫӗ: «Мӗнех вара вӑрман хуралҫин ӗҫӗ!

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Йӗрке хуралҫин тумтирӗллӗ ҫын ачасемшӗн яланах интереслӗ-ҫке.

Куҫарса пулӑш

Чи хастарринчен тӗслӗх илмелле // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11522-ch ... kh-ilmelle

Ара вӑрман хуралҫин ӗни ку.

Куҫарса пулӑш

Каппайчӑк Хӗлимун // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 74–76 с.

Вӑрман хуралҫин ҫак сӑмахӗсем пире тарӑн шухӑша ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ туссем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 11–13 с.

Уй хуралҫин ӗҫӗ пек сӑмахлӑ ӗҫ ялта урӑх ҫук.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Вӑрман хуралҫин пӳрчӗ патнелле пӑшал сассисем ҫывхарнине илтсен, эп хамӑн бекешӑна хывса Романова витрӗм те унӑн шинельне тӑхӑнса вӑрманалла чупрӑм…

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— А-а, леш вӑрман хуралҫин пӳртӗнче пулса иртнӗ трагеди ҫинчен…

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пӳрчӗ, тултан пӑхсан, виҫ-тӑват хӑлаҫлӑ кӗлет пек ҫеҫ, чӳречисем те — пӗри уй хапхи еннелле, тепри — урам еннеллескерсем — хуралҫин куҫ лакӑмӗсем, пекех хӗсӗк: краҫҫын ҫути пӗчӗк кантӑксенчен мӑчи куҫ пек кӑна курӑнать.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вӑрман хуралҫин пӳрчӗпе сывпуллашсан, ҫаван чухне вӗсем кану ҫуртне тӳрех таврӑнмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

V // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

— Магнитофон та пур вӑрман хуралҫин.

Куҫарса пулӑш

III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Картлашкапа хӑпарнӑ май аялта, хапха хуралҫин пӳлӗмӗнче, — тулли чӑнлӑх пек ҫав ӳкерчӗкӗн тӑсӑмӗ — урама касса иртекен ҫеҫен хир тӗмӗсем, юхан шывсем…

Поднимаясь по лестнице, я видел внизу, в комнате привратника, продолжение все той же, имевшей полную реальность картины — дикие кусты, ручей, пересекавший улицу.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 327–333 с.

Ив — хӑр тӑлӑх, ӑна вӑрман хуралҫин ҫемйи пӑхса ӳстернӗ.

Ив был сирота, воспитанный в семье лесничего.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 253–258 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех