Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хуралаҫҫӗ (тĕпĕ: хурал) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тепӗр ҫырура: «Йывӑҫҫи пысӑк, ҫырли пӗчӗк, – тесе ҫырнӑ. – Чечеке ларсан сивӗ. Ҫырлине ҫисен, шӑлсем хуралаҫҫӗ».

В следующей записке было: «Дерево большое, а ягоды маленькие. Когда оно цветет, холодно. Когда ягод поешь, все зубы черные».

Торт // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/636

Чайкӑсем, цапльӑсемпе ибиссем шыв урлӑ вӗҫе-вӗҫе каҫаҫҫӗ, кӗтмен ҫӗртен ҫаврӑннӑ самантсенче вӗсен ҫунаттисем пӗрре хуралаҫҫӗ, тепре ылтӑнла ҫиҫкӗнеҫҫӗ.

Чайки, цапли и ибисы перелетали реку; их крылья при внезапных поворотах то чернели, то золотились.

ХIII. Джуджу вӑрманӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Инҫетре Тускулан тата Лациум сӑрчӗсем хуралаҫҫӗ, уйсемпе садсем вӗсем патне ҫитичченех тӑсӑлаҫҫӗ.

Вдалеке возвышались холмы Тускулан и Лациум, поля и сады тянулись до них.

IX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Анчах уйӑх ҫӳлерех те ҫӳлерех хӑпарать, тӳпере ҫутӑрах та ҫутӑрах ҫутатать, пӗве шывӗн сасӑ-евӗрлӗ тикӗссӗн вӑйланакан чаплӑ йӑлтӑртатӑвӗ уҫӑмлӑрах та уҫӑмлӑрах курӑнма пуҫлать, мӗлкесем хуралнӑҫемӗн хуралаҫҫӗ, ҫутӑ тасалнӑҫемӗн тасалать, ҫаксем ҫине пӑхнӑ ӗ вӗсене итленӗ вӑхӑтра мана темлескер ҫапла калать: хӗрӳллӗн ыталакан ҫара хуллӑ леш хӗр те тулли телейрен питех те аякра-ха, ӑна юратни те тулли ырлӑхран самаях инҫетре; ҫӳлти тулли уйӑх ҫине эпӗ мӗн чухлӗ ытларах пӑхатӑп, чӑн-чӑн илемпе ырлӑх та мана ҫавӑн чухлӗ ҫӳлереххӗн, тасараххӑн, мӗнпур илемпе ырлӑхӑн ҫӑлкуҫӗ патне ҫывхарсах пынӑн туйӑнаҫҫӗ те, ҫырлахса ҫитмен, анчах хумхантаракан савӑнӑҫӑн куҫҫулӗсем куҫӑмсем ҫине юхса тухаҫҫӗ.

Но луна все выше, выше, светлее и светлее стояла на небе, пышный блеск пруда, равномерно усиливающийся, как звук, становился яснее и яснее, тени становились чернее и чернее, свет прозрачнее и прозрачнее, и, вглядываясь и вслушиваясь во все это, что-то говорило мне, что и она, с обнаженными руками и пылкими объятиями, еще далеко, далеко не все счастие, что и любовь к ней далеко, далеко еще не все благо; и чем больше я смотрел на высокий, полный месяц, тем истинная красота и благо казались мне выше и выше, чище и чище, и ближе и ближе к Нему, к источнику всего прекрасного и благого, и слезы какой-то неудовлетворенной, но волнующей радости навертывались мне на глаза.

XXXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Уҫӑ ҫанталӑкра — кӑвакараҫҫӗ, тӗксӗм ҫанталӑкра — хуралаҫҫӗ

Ясно — голубеют, пасмурно — темнеют…

XI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Эсӗ ӑна татса чечек пуххи тӑватӑн та, килне таврӑнсан, чӳрече янаххи ҫине стаканпа лартатӑн, анчах сехетренех чечексем шанса каяҫҫӗ, хуралаҫҫӗ, ахаль каласан, вилеҫҫӗ.

Ты его собираешь в букет и, вернувшись домой, ставишь в стакан на подоконнике, но уже через час цветы вянут, принимают черный цвет, то есть умирают.

Вӑрман сыхлавҫи // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Кӑмакара хут листисем кӗлленсе хуралаҫҫӗ, Катя пӳлӗме юлашки хут пӑхса ҫаврӑнчӗ.

В голландке чернели, рассыпаясь пеплом, листки, поднявшись с пола, Катя в последний раз окинула взглядом комнату.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Дон тӗлӗнче хура пӗлӗтсем капланаҫҫӗ, ҫӑралнӑҫем ҫӑралса хуралаҫҫӗ.

Висели над Доном тучи, сгущались, чернели.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пятигорска ҫитичченех Сергее урӑх ним те курӑнмарӗ, ҫак тӑвӑн пысӑк кӳлепи анчах курӑнса тӑчӗ, ун ҫинче тӗл-тӗл тӗттӗм-симӗс вӑрман тӑсӑлать, тӗл-тӗл ҫӑра вӗтлӗх кӑтраланать, е хӗвел ҫинче ҫерем йӑлтӑртатса выртать, е ту хушшинчи тарӑн варсем хуралаҫҫӗ, е ту сӑмсахӗсем хӗрелеҫҫӗ, — вӗсем ҫине ӑмӑрткайӑксем йӑва тунӑ…

Так Сергей уже до самого Пятигорска ничего не видел, кроме нее, на Бештау расстилался лес малахитового оттенка, тянулись курчавые заросли, блестели на солнце травянистые поляны, темнели прорези ущелий или краснели скалы с орлиными гнездами…

XIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех