Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хупӑнсах (тĕпĕ: хупӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Куҫман усӑнчӑк тути ик еннелле сарӑлса кайрӗ, савӑнса кулнипе куҫӗ хупӑнсах ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Куҫ хупӑнсах ларать.

Куҫарса пулӑш

45 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тӗрлӗ шухӑш серепине лекнӗскерӗн куҫӗ хупӑнсах килет.

Куҫарса пулӑш

Шӑркалчӑсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 36–45 с.

— Кӑштах уҫӑлса килем-ха, Тамара, куҫ хупӑнсах ларать, — терӗ Сима аран-аран, таса мар аллисемпех пит-куҫне шӑлкаласа.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Пӳрчӗ ялта хупӑнсах ларать.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Эпӗ ыйхӑланӑ, куҫ хупӑнсах тӑрать, анчах манӑн аннесӗр ҫывӑрма выртас килмест.

Куҫарса пулӑш

Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пӗтерчӗ те пирусне мӑкӑрлантарса Виталий, тӗпне ҫӗре пӑрахса, пушмак тӗпӗпе ӑна чылайччен тӑрӑша-тӑрӑша таптарӗ, вара, хӑюлӑх килтересле, чӑшӑл-чӑшӑл ҫӳҫне икӗ аллипе те икӗ хутчен пӑтраштара-пӑтраштара якатрӗ те Нина хыҫҫӑн хупӑнсах ҫитмен алӑка йӑнк! тӗкрӗ, картишнелле тап! ярса пусрӗ шанчӑклӑн…

Куҫарса пулӑш

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Вӗсем хупӑнсах ларнӑ, тейӗн, вӑл хӑйӗн сӑмси умӗнче мӗн пуррине те курман пек туйӑннӑ.

К тому же заплывшими, создавалось впечатление, будто он ничего не видит даже около своего носа.

1 // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.

Ҫук, алӑк хупӑнсах ларчӗ…

Нет, хлопнула дверь…

Улттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

Ывӑннӑскерӗн, тутлӑ апат ҫинӗ хыҫҫӑн, куҫӗсем хупӑнсах лараҫҫӗ.

Глаза у него слипаются от усталости и сытой пищи.

55 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Анчах куҫӗсем унӑн хупӑнсах пычӗҫ.

Но глаза у нее уже покрывались синевой.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Ачасен куҫӗсем хупӑнсах лараҫҫӗ, Татьяна вӗсем валли урайне вырӑн сарнӑ вӑхӑтра вӗсем, пӗр-пӗрин ҫумне тӗршӗнсе, ҫывӑрса та кайрӗҫ.

Глаза у ребят закрывались, и, пока Татьяна стелила им на полу, они уже крепко спали, привалившись друг к другу.

17 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Юлашкинчен мана хама ыйхӑ пусрӗ, куҫсем хупӑнсах лараҫҫӗ, сисмерӗм те, ҫуртана та сӳнтермесӗрех ҫывӑрса кайнӑ.

Под конец мне так захотелось спать, что глаза сами собой закрывались, и не успел я опомниться, как крепко уснул, а свеча осталась гореть.

Улттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Асаттен куҫӗсем хупӑнсах лараҫҫӗ ӗнтӗ, ҫывӑрса каяс мар тесе, куҫне вӑл чышкипе сӑтӑркалать, эрех юлашкипе те йӗпетсе илет.

Тут глаза его начали смыкаться так, что принужден он был ежеминутно протирать кулаком и промывать оставшеюся водкой.

Пӗр чиркӳри тиечук пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

— Игнат Савельевич, хӗрӳленме, шавлама сӗнместӗп, — Бородулин сӗтел ҫине ӳпӗнчӗ те унӑн куҫӗсем хупӑнсах ларчӗҫ.

— Не советую, Игнат Савельевич, кипятиться и шуметь, — он лег грудью на стол, и глаза его совсем закрылись.

XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Машӑна хӗрхенменни вӑл — нимӗн те мар-ха, преступлени мар: хӑйӗн ыйхӑ килнипе хупӑнсах ларакан куҫӗсене пӗрер сехет хушши сӑтӑркаланипе Маша вилместчӗ ӗнтӗ, — вилме мар, ӑна вӑл хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫа кӗртетӗп тесе савӑнсах сӑтӑркаланӑ ӗнтӗ.

— Бесчувственность к Маше — только проступок, а не преступление: Маша не погибала от того, что терла бы себе слипающиеся глаза лишний час, — напротив, она делала это с приятным чувством, что исполняет свой долг.

XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех