Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хупӑнса (тĕпĕ: хупӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Альтонӑра хупӑнса лартнисем» — Жан-Поль Сартр (1960) пьеси, ӑна тӗпе хурса Витторио Де Сика 1962 ҫулхи пӗрешкел ятлӑ фильм ӳкернӗ, тӗп сӑнара Софи Лорен вылянӑ.

«Затворники Альтоны» — пьеса Жана-Поля Сартра (1960), по которой Витторио Де Сика снял одноимённый фильм 1962 года с Софи Лорен в главной роли.

Альтона // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%90%D0%BB%D ... 0%BD%D0%B0

Алӑк хупӑнса юлсан, Матӗрне пуҫне сӗтел ҫине хурса сасӑпах макӑрса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кунӗ-кунӗпе пӗччен, читлӗхри кайӑк пек, хупӑнса ларать пӳртре: тухса ҫӳреме урисем ыратаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Хупӑнса ӗлкӗреймен пысӑк куҫ Раман ҫине ҫап-ҫуттӑн йӑлтӑртатса пӑхать.

Куҫарса пулӑш

18 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хупӑнса ларнӑ эс, Васса…

Куҫарса пулӑш

II сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

… Уласа ячӗ ҫӗрлене кил картине хупӑнса юлнӑ йытӑ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Унӑн куҫӗсем ерипен хупӑнса пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Куҫсем хупӑнса лараҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

5 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Тӳпеми япала ҫине кӗрсе выртнӑ та, арча хупӑлчи, хупӑнса, питӗрмелли кукрашкинчен ҫаклансах ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

Калис хыҫҫӑн шӑнкӑрт хупӑнса юлнӑ калинкке сасси каллех янӑраса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Унтан алӑка иккӗн-виҫҫӗн пӗр харӑс тӗкнӗ — алӑк кӑштах уҫӑлнӑ, анчах ҫийӗнчех хупӑнса ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

3. Больницӑран шӑнкӑравлаҫҫӗ… // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Кун хыҫҫӑн Изамбаевсен кил-ҫурчӗ хупӑнса ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ҫавӑнтах тепӗр арҫын ача анкарӗпе кашкӑра сулахай кӑкӑрӗнчен ҫапрӗ, лешӗ вара малтанхи ачан аллине вӗҫертрӗ те теприне уринчен хыпрӗ, анчах ун ҫӑварӗ хупӑнса та ӗлкӗреймерӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑй вӑл питӗ ырханккаскер, унӑн пичӗ юнлӑ, сухалӗ тӑпӑлса пӗтнӗ, хӑрах куҫӗ кӑна уҫӑ, тепӗр куҫӗ шӑтса юхнӑ пулас, хупӑнса тӑрать…

Куҫарса пулӑш

Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Паллах пымалла, ҫакӑн пек уявра пӗччен пӳртре мӗнле хупӑнса лармалла вӑл?

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Темӗнле сӑлтавсене пула кайран ҫав этемӗнех хупӑнса ларнӑ куҫӗ ӑнсӑртран уҫӑлать, пӗр туйӑмсӑр тапнӑ чӗри читлӗхрен хӑтӑлса тухнӑ кайӑк евӗр вӗҫсе тухать, иртсе кайнӑ пӗр евӗрлӗ хура, тӗттӗм кунсенчи илемсӗр пурнӑҫа ҫутатса ярса, чӗрӗ вӑй, пурнӑҫ вӑйӗ парнелет.

Куҫарса пулӑш

III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Кӗтмен-туман ҫӗртен таҫтан ҫил вӗҫтерсе килчӗ те, алӑк хӑйне хӑех хупӑнса ларчӗ — качака шалтах юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳре // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫакӑн пек каҫсенче Чӑваш Яшми ҫамрӑкӗсем килте хупӑнса лармаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӳрентерчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тимӗр хапхи хупӑнса тӑрать, анчах ӑна питӗрмен.

Куҫарса пулӑш

2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пакша кунта, ҫӑмарта ӗҫме каллех килсе, аш татӑкне курса кӗрет, хӑйӑ ҫине пусать те, арча шалт! ҫеҫ хупӑнса ларать, тесе шутларӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Ашкӑнчӑк // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 38–40 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех