Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хупӑннӑ (тĕпĕ: хупӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
1954 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче кунта кирпӗч савучӗ (хальхи вӑхӑтра хупӑннӑ) ӗҫлеме пуҫланӑ.

Здесь 5 июля 1954 года пущен в эксплуатацию кирпичный завод (ныне не существующий).

Нюксеница районӗ // Макар Силиванов. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9D%D1%8E%D ... 0%BD%D3%97

Хальхи вӑхӑтри ҫак объект 2020 ҫулта хупӑннӑ «Спартак» Спорт ҫуртне улӑштарӗ, шывра ӑмӑртакан пирӗн спортсменсен ӑсталӑхне туптама тата пысӑк ӑмӑртусем йӗркелесе ирттерме май парӗ.

Этот современный объект заменит закрытый в 2020 году Дом спорта «Спартак», позволит нашим спортсменам-водникам оттачивать мастерство и проводить масштабные соревнования.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Сасартӑк алӑк уҫӑлса хупӑннӑ сасӑ илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тем вӑхӑт ҫывӑрчӗ вӑл, алӑк уҫӑлса хупӑннӑ сасӑпа вӑранчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫапах та унӑн алӑкӗсем вуҫех хупӑннӑ тесе калас килмест.

Куҫарса пулӑш

Ял хуҫалӑхӗ валли ӑста специалистсем хатӗрленӗ // Зоя КУЗНЕЦОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13450-y ... -khat-rlen

Унӑн тути ҫирӗппӗн хупӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

16. Осокин // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

- Пирӗн боец валли маскировка костюмӗ тума ыйтнипе тата тепӗр заявка хупӑннӑ.

Вот и закрыта ещё одна заявка по запросу на маскеровочный костюм для нашего бойца.

Сухоречка ҫыннисем хамӑрӑннисене пӑрахмаҫҫӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/news/obshchestvo/2023 ... ma-3431109

Тӗлӗрсе каяс умӗн урама тухакан алӑк уҫӑлса хупӑннӑ сасса илтрӗ…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Бианкӑн кӑштах хупӑннӑ куҫӗсем сӳнме ӗлкӗреймен-ха, вӗсем чӗрӗ чухнехи пекех ӑшшӑн та шухӑшлӑн пӑхаҫҫӗ, хускалмаҫҫӗ ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Спектакль вӗҫленсен, алӑ ҫупни шӑплансан, артистсен ури айне чечек ҫумӑрӗ тӑкӑнма чарӑнсан, темиҫе хут уҫӑлса хупӑннӑ чаршав урӑх тем чухлӗ кӗтсен те уҫӑлас ҫуккине ӑнланса илсен, эпӗ вырӑнтан хускалтӑм та аннепе пиччене: «Атьӑр-ха, атьӑр манпа пӗрле!» тесе, пушӑ залран алӑк еннелле виркӗнтӗм, сцена хыҫне чупса хӑпартӑм.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫтаппан Елюк хыҫҫӑн хупӑннӑ алӑк ҫине пӗр самант чӗнмесӗр пӑхса ларчӗ те, хӑвӑрт ҫӗкленсе, алӑк патне пычӗ, ӑна уҫса кӑшкӑрчӗ:

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Блок ҫавӑн пек ҫырнӑ-ха, анчах эрех кӗленчинче Сулагаев чӑнлӑх мар, инкек кӑна тупрӗ: хӑйӗншӗн шкул алӑкӗ хупӑннӑ пирки вӑл вӑрман хуралҫине ӗҫе вырнаҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Иннокентий ҫынпа калаҫнӑ чухне тути уҫӑлса хупӑннӑ май сӑмси пӗрре ҫӳлелле хӑпарать, тепре аялалла анать, ҫавӑнпа вара таса атте хӑй мар, унӑн сӑмси пуплешме тытӑнать пек.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ял хутран-ситрен сысна нӑрхлатнипе, теме пула шуйхӑннӑ хур аҫи пырне «ҫурса» кикаклатнипе, ӑшӗ вӗҫнӗ чӑх какаланипе таткаланакан шӑплӑха хупӑннӑ: унта ҫулӗсен шучӗпе пуянланнӑ ватӑ-хытӑ, сывлӑх-кӗрлӗх тӗлӗшпе туя та хул ай таран кукӑрӑлнисем-пусӑрӑннисем, «ешӗл хунав» — вӗтӗр-шакӑр ача-пӑча -ҫеҫ юлнӑ, пур вӑйпитти арҫынӗ-хӗрарӑмӗ, яшши-ҫамрӑкки уйра, вырмара.

Куҫарса пулӑш

«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.

Ҫак тӗллевпе кӗҫех аппӑшӗ ӑна кирлӗ учебниксемпе тивӗҫтерчӗ, вара Ула Тимӗр, палатӑри хӑйпе пӗр нушаллӑ пациентсене чӑрмав кӳмесӗр, сиплев процедурисем хушшинчи пушӑ вӑхӑтпа е «шӑплӑха та лӑпкӑлӑха хупӑннӑ» сехетсемпе усӑ курса, ҫанна тавӑрса, экзаменсене хатӗрленес тӑрмашӑва кӳлӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Унтан ҫенӗк алӑкӗ, вара пӳрт алӑкӗ уҫӑлса хупӑннӑ сасӑсем илтӗнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Нумаях та кӗтме тивмерӗ, алӑк уҫӑлса хупӑннӑ сасӑ илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Алӑк хупӑннӑ самантра кил хуҫи тенкел ҫинчен, хӑяккӑн сулӑнса, урайне тӗшӗрӗлсе анчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сарри ӑна алӑк уҫӑлса хупӑннӑ хушӑра: «Ну, ҫакланатӑн ман аллӑма пӗрре, Аттеней. Асӑнтаратӑп сана хуҫапа ҫапла сӑмахланӑшӑн!» — тесе юнама ҫеҫ пултарчӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Виҫсӗмӗр те ҫав хупӑннӑ хапхана тепре шаккаса пӑхар мар-и? — парӑнасшӑн пулмарӗ Янчура.

Куҫарса пулӑш

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех