Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хупрӑм (тĕпĕ: хуп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Палуба ҫинче тӑнӑ вӑхӑтра куҫа хупрӑм та мана ӑсатса яракан Шурӑна куртӑм.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Пӗр каҫ пӗр сурӑх, тепӗр каҫ теприне картана хӑваласа хупрӑм.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ӗнине аран-аран хупрӑм картана.

Куҫарса пулӑш

Арӑм ҫук // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 46–49 с.

Хӗрлӗ сӑмсана симӗс укҫа тыттартӑм та алӑка хупрӑм, ҫывӑрмалли пӳлӗме васкарӑм.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ туссем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 36–38 с.

Магазин алӑкне шӑн-шан хупрӑм!

Куҫарса пулӑш

Паллашу // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 74–76 с.

Хам пирки тесен, лавккана хупрӑм эпӗ.

Куҫарса пулӑш

Сахар таврӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Тытса хупрӑм, витере ларать, — йышӑнчӗ лешӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӑна пӳрте илсе кӗтӗм те, лӑпӑ хуллинчен читлӗх туса, ҫавӑнта хупрӑм.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑрч — юрӑҫӑ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 28–31 с.

Урисене хутлаткаласа кабина алӑкне хупрӑм та — ҫула.

Куҫарса пулӑш

Сӑлтав, ачасемӗр, сӑлтав // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 66–73 с.

Пукан ҫине меллӗн таянса ларса куҫсене хупрӑм.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Пӗр ҫӗрлӗхе пусма айне хупрӑм.

Куҫарса пулӑш

Кампур // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 257–261 с.

Сурӑхпа путеке урамран хӑваласа кӗртрӗм, вӗсене шӑвартӑм, картана хупрӑм.

Куҫарса пулӑш

Экзамен // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпӗ, карчӑка курас мар тесе, куҫа хупрӑм.

Куҫарса пулӑш

Эпӗ хама астума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Каҫхине чиперех картана хупрӑм, ирхине пӑхатӑп та — ман лаша кӳпӗннӗ кайнӑ.

С вечера в конюшню загнал живу-здорову, а наутро вздуло ее как гору.

Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Чун алӑкне ҫынсемшӗн хупрӑм; Тарса пытантӑм.

Куҫарса пулӑш

VI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Лартса панӑ иккӗмӗш кравать ҫине тӳнтӗм те тӳрех куҫӑмсене хупрӑм.

Я лег на поставленную вторую кровать и тотчас закрыл глаза.

XXIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Выртсан куҫӑмсене хупрӑм, унтан каллех уҫрӑм.

Улегшись, я закрыл глаза, скоро опять открыв их.

XV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Куҫӑмсене хупрӑм та — асӑрхамасӑрах шӑнса кайса курока пусрӑм.

Я закрыл глаза и, невольно холодея, нажал спуск.

III. Никампа нимӗн валли те мар // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Ҫав кӗвве илтсен чарӑнса тӑтӑм, куҫӑмсене хупрӑм, — хама иртнӗлӗхе кайса лекме хистерӗм те ултӑ ҫул чухлӗ ҫамрӑклантӑм…

Услышав эту мелодию, я остановился, закрыл глаза, заставил себя перенестись в прошлое и на шесть лет стал моложе.

XIX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Куҫсене уҫсан, вӗҫсе ҫухалнӑ курӑнусене ӑнкарсан вӗсене каллех хупрӑм, хама мӗнле тытасси пирки шухӑшлатӑп, мӗншӗн тесен мана ятлаҫупа витеҫҫӗ-и е пӗтӗмпех йӗркеллӗ иртет-и — пӗлместӗп.

Открыв глаза и осознав отлетевшее, я снова закрыл их, придумывая, как держаться, так как не знал, обдадут меня бранью или все благополучно сойдет.

VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех