Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хупларӗҫ (тĕпĕ: хупла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ачасем анса ан кайччӑр тесе хупларӗҫ ӑна.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пурте куҫӗсене аллисемпе хупларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

29 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хӑвӑл анине ҫатрасемпе хупларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

— Ҫавна ҫеҫ ӗмӗтленнӗччӗ-и эпӗ?! — терӗ те хыттӑн Кӗҫтук черккери эрехне шалт ӗҫсе ячӗ, пуҫне сулласа илчӗ; вӑрӑм хура ҫӳҫ пайӑркисем, сарлака шурӑ ҫамки ҫинелле сапаланса, ҫӑра куҫ харшисене хупларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ирхине тӳпе янкӑр уярччӗ, анӑҫра кӑна пӗчӗк кӑтрашка пӗлӗт таткисем курӑнкалатчӗҫ; кӑнтӑрла иртсен, вӗсем пысӑкланса, хулӑнланса, хуралса хӑпарчӗҫ те ҫур тӳпене хупларӗҫ; тӗксӗмленнӗ Атӑл ҫинче чарлансем кӑшкӑрни, чӗкеҫсем ҫӗр ҫумӗпех вӗҫсе чӗвӗлтетни илтӗнчӗ; выртнӑ тусана ҫӗклесе, аслӑ юхан шыв енчен нӳрӗ, уҫӑ ҫил вӗре пуҫларӗ; хӗвел ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Пирӗн йӗре халь анчах вӑйлӑ тӑкӑнакан ҫулҫӑсем хупларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Кӗрешнине курма пынӑ чӑваш хӗрарӑмӗсем тепӗр майлӑ ҫаврӑнса тӑчӗҫ, хӑшӗсем аллисемпе пичӗсене хупларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тупӑка урапа ҫине лартрӗҫ, хупкӑчине хупларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Лешӗн вара ҫапла каламалла: «Куҫа та, сӑмсана та, ҫӑвара та хупларӗҫ; нимӗн те курман, илтмен, туйман».

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Каҫалапа стараста хушнӑ ҫынсем Яриле старике шӑтӑка кайса чикрӗҫ те тӑпрапа хупларӗҫ.

К вечеру люди старосты отнесли старика к кладбищу и закопали без слез, без покаяния, без гроба.

Вӗчӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Питне вӑрӑм ҫӳҫ пайӑркисем хупларӗҫ.

Лицо его опутали длинные пряди волос.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тутарсем кӑткӑ пек хупларӗҫ Аспара.

Куҫарса пулӑш

Ултавлӑ ҫул // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Алӑкран тухайнӑччӗ кусем — Сашшапа Виктӑр Ваҫҫана пуҫӗнчен михӗпе хупларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Такамӑн ӑшӑ аллисем пуҫӑма ярса тытса куҫӑмсене хупларӗҫ.

Чьи-то теплые руки, охватив голову, закрыли мне глаза.

XXXV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Вӗсем ӳссе сарӑлчӗҫ те мана хӑйсен лапсӑркка ҫулҫи-турачӗпе хупларӗҫ, хуплаҫҫӗ…

Они разрослись и скрыли меня под своей тенистой листвой.

II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Тискерчӗксем король ури тӗлне сарса хупӑ парнесене тачӑ ҫавӑрса хупларӗҫ, ҫав тери хумханаҫҫӗ те ӑмсанаҫҫӗ.

Дикари плотным кольцом окружили разложенные у ног властителя подарки, волнуясь и завидуя чрезвычайно.

XIV. Н' Комбе король // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Хӑрушлӑх иртсе кайнӑпа пӗрех, ҫакна туйнипе тилӗрсе Факрегедпа Лекан шӑтӑка клумбӑри тӑпрана хупларӗҫ те таптаса хытарчӗҫ.

С яростью, вызванной ощущением почти миновавшей опасности, Факрегед и Лекан забросали дыру землей с клумб и притоптали ее.

XV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Хумсем чӗр куҫҫисене, пӗҫҫисене хупларӗҫ, кӑкӑрне ҫавӑрса ҫупӑрларӗҫ; Гнор чарӑнчӗ.

Волна покрыла колени, бедра, опоясала грудь, Гнор остановился.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Сестрасемпе врачсем пичӗсене шурӑ марльӑран тунӑ маскӑпа хупларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс госпиталӗнче // Валентин Бурнаевский. Чӑваш литературин антологийӗ: пӗрремӗш том. Проза. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2003. — 551 с. — 275–281 с.

Ҫӗнӗ «чирлӗ» ҫын пырса кӗрсен, тӑваттӑшӗ пичӗсене хаҫат-журналсемпе хупларӗҫ; тӑватӑ мӑшӑр куҫ пичет йӗркисем ҫине усӑнчӗҫ.

Четыре лица закрылись при появлении нового пациента газетными и журнальными листами; четыре пары глаз опустились выжидающе на печатные столбцы.

III сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех