Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хупларӗ (тĕпĕ: хупла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вара вӑл пукан ҫине вӑйсӑррӑн кайса ларчӗ те питне аллисемпе хупларӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Ҫапах та хӑй ҫырнӑ заметкине аллипе хупларӗ те именерех каларӗ:

Куҫарса пулӑш

9 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Венюк кӑшкӑрни Апуҫа килӗшмерӗ, унӑн ҫӑварне аллипе пырса хупларӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Хуҫлатнӑ хута уҫса пӑхрӗ те вуламасӑрах сӗтел ҫине хучӗ, ал лаппипе хупларӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тӑлӑх хӗрарӑмран кулма хушмӗҫ сире! — питне чӗрҫиттипе хупларӗ те Кулюкка кӗлетне питӗрмесӗрех пӳрте макӑрса кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кутӑн-кутӑн чакрӗ мучи: «Килтӗр-ха, килтӗр кунтарах… Мӗн тӑвас-ши?..» — хӑй ҫавӑнтах йыттине вӗҫертрӗ, ан вӗртӗр тесе, пуҫне кӗрӗк аркипе хупларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Наҫтик чӗрҫитти аркипе питне хупларӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Микула пукан ҫине чул пек персе анчӗ те, намӑсран пытанас пек, аллисемпе пит-куҫне хупларӗ.

Куҫарса пулӑш

XXII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тавралӑха тӗттӗм хупларӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Ӳсӗрме тытӑннӑ Макҫӑм ҫӑварне аллипе хупларӗ, арҫын ачасенчен кирек-хӑҫан та пӗр утӑм та юлман Маруҫ пушаннӑ тутӑрне хытӑрах туртса ҫыхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Хаҫатӑн юлашки номерне пичете хатӗрленӗ кун хӗвел тухаспа тӳпене хура чатӑр хупларӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Пӑртакран вӑл, хуралса-якалса кайнӑ туйине тытса, пуҫне ҫӗтӗк кӗрӗкпе хупларӗ те мӑкӑртата пуҫларӗ:

Куҫарса пулӑш

Укҫа // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 3–4 с.

Ҫӑварне аллипе хупларӗ пулин те Лиля илтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кунта вӑл сасартӑках лӑпчӑнса ларчӗ, ҫӑварне аллипе хупларӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫӑра тӗтре мӗнпур таврана хупларӗ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫапла вӑл, хӗрарӑм, тин ҫеҫ пулас ачана кӗтсе кулатчӗ, сасартӑк упӑшкишӗн тунсӑх вӗҫсе пырса хупларӗ те куҫӗсенчен куҫҫуль сирпӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑл ӑна ал лаппипе хупларӗ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Элек нумай вӑхӑт ирхи тӗтре пек сирӗлмерӗ, ҫӑра тӗтӗм евӗр яла хупларӗ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Унтан Ленька тепӗр такмак калама пуҫланӑччӗ, Санюк сиксе тухрӗ те ун ҫӑварне хупларӗ, такмакласа пӗтерме памарӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Темиҫе сехет ним чӗнмесӗр утнӑ хушӑра каҫ сӗмӗ тавралӑха хупларӗ, тӳпере ҫӑлтӑрсем вӑййа тухрӗҫ.

Долгие часы мы шли молча; наконец стемнело, и в небе стали загораться звезды.

XXIV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех