Шырав
Шырав ĕçĕ:
хупаймасть (тĕпĕ: хуп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лав чарӑнчӗ, Том ҫӑварне карса пӑрахрӗ, ниепле те хупаймасть, унтан, пырне темӗн ларнӑ пек, ҫӑварне темиҫе хут уҫа-уҫа хупрӗ.
Вӑтӑр виҫҫӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
7. Филадельфи Чиркӗвӗн ангелне ҫырса яр: «Таси, Чӑнни, Давид ҫӑри уҫҫине тытса тӑраканни, — Вӑл уҫать те — никам та хупаймасть, хупать те — никам та уҫаймасть, — ҫапла калать: 8. санӑн ӗҫӳсене пӗлетӗп; акӑ Эпӗ санӑн умна алӑк уҫса хутӑм, ӑна никам та хупаймасть; санӑн вӑю нумаях мар, эсӗ ҫавах Ман сӑмахӑма тытрӑн, Ман ятӑма тунмарӑн. 9. Эпӗ акӑ мӗн тӑвӑп: иудей пулмасан та, хӑйсем ҫинчен иудей тесе суеҫтерекенсене, шуйттан эшкерӗнчисене, ҫапла тӑвӑп: вӗсем пырӗҫ те сан уру умне ӳксе пуҫҫапӗҫ, вара Эпӗ сана юратнине пӗлсе ҫитӗҫ. 10. Хӑвна тӳсӗмлӗ пулма хушнине туса тӑнӑшӑн Эпӗ сана асап вӑхӑтӗнчен упраса хӑварӑп: ҫав вӑхӑт ҫӗр ҫинче пурӑнакансене сӑнамашкӑн пӗтӗм тӗнчене килӗ. 11. Акӑ кӗҫех пыратӑп; мӗн пуррине тытса тӑр — сана пулас ырӑлӑха никам та туртса ан илейтӗр. 12. Ҫӗнтерекене Эпӗ Хам Туррӑмӑн Ҫуртӗнче юпа туса хурӑп, вӑл унта ӗмӗрлӗхех юлӗ; ун ҫине Туррӑмӑн ятне тата Туррӑм хулийӗн ятне — Туррӑм патӗнчен тӳперен анакан ҫӗнӗ Иерусалим ятне — ҫырса хурӑп, Хамӑн ҫӗнӗ ятӑма та ҫырса хурӑп. 13. Илтме хӑлха пурри Чиркӳсене Сывлӑш мӗн каланине илттӗр».
Ӳлӗм 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1