Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хумханни (тĕпĕ: хумхан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
… Вӗҫелис хытах хумханни сӗтел хушшинче ларакансене пурне те сисӗнчӗ-палӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Ҫавна май хумханни те иртсе кайрӗ пек.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑл ҫав тери хумханни Соколов ҫине те куҫать.

Куҫарса пулӑш

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Кӗмӗл ҫӳҫлӗ кӑлкан Тинӗс пек хумханни, Пархатарлӑ уй-хир Хӑй патне илӗртни.

Куҫарса пулӑш

Асӑмра // Людмила Романова. https://sutasul.ru/articles/vulakan-pult ... ra-3324267

Тырӑ хумханни, калинкке уҫӑлни, ҫыран хӗрринче шыв шӑмпӑлтатни, вӑрманта кайӑксем юрлани, аслӑк ҫинче чӑхсем кӑтиклени, арман ҫунаттисем вашлатса ҫаврӑнни — ҫаксем йӑлтах-йӑлтах илтӗннӗн туйӑнаҫҫӗ Анатолий Семенович пейзажӗсенче.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Ҫак самантра вӗрентекенсем уйрӑмах хумханни палӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ҫулталӑк вӗрентекенӗ – 2023» конкурс лауреачӗсем паллӑ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60609

Ҫав вӑхӑтра Валерия Ивановна кӑна мар, альбом хуҫийӗ те пӗрре те унран кая мар хумханни палӑрчӗ…

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Нинӑн сӑн-питӗнче темшӗн пӑшӑрханни, темшӗн хумханни курӑнчӗ…

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Анчах хумханни ахалех пулчӗ: Алексей килте мар иккен — хваттерне питӗрсех кайнӑ…

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Ҫамрӑк ҫине пӑхсан, вӑл темшӗн питӗ савӑнни, унпа пӗрлех кӑшт хумханни те палӑрать.

Куҫарса пулӑш

III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ун хыҫӗнчен темиҫе утӑмра Цэрнэ пычӗ, мастерӑн сӑнӗнче ытла та хумханни палӑрчӗ.

В нескольких шагах за ним следовал Цэрнэ, во внешности которого было что-то глубоко волнующее.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Комсомолецсем хумханни пӑхсах сисӗнет.

Комсомольцы явно взволнованы.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Герой халӑх ӗҫӗшӗн чун-чӗререн хумханни, ӗҫ ҫыннисен ӗмӗчӗсене пурнӑҫа кӗртессишӗн ӑшне ҫунтарни — ӑҫта-ши вӗсем?

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Анчах Микула хумханни кулӑшла туйӑннипе шӳтлеме тӗв турӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл хумханни уҫҫӑнах палӑрать.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кунта ӗнтӗ хураман тӑн-тӑн хулӑн вулли авӑнмасть, йывӑҫ асар-писеррӗн шавласа хумханни ҫеҫ чуна шиклентерет.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑрч вӗлли // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӗрӗн вара хумханни те, тунсӑхлани те таҫта тарса ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

«Паянхи кун чирлисене, уйрӑмах ваттисене, хӗрхенни, вӗсемшӗн хумханни, вӗсемпе хутшӑнни ҫитмест. Ҫакӑн пек пациентсемшӗн эмелсем ҫеҫ мар, ырӑ сӑмах, чуна уҫса калаҫма май пурри пысӑк пӗлтерӗшлӗ», — тет Вера Николаевна.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗрӗпе медицинӑра вӑй хурать // И.КОРНИЛОВА. http://kasalen.ru/2022/09/16/%d0%bce%d1% ... %82%d1%8c/

Хумханни килӗшмерӗ пулӗ — сурчӑкпа пӗрле хӗп-хӗрлӗ юн тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вӑл хӑйӗншӗн ҫеҫ хумханни тамалчӗ; ӑс-тӑнӗ силленет, анчах самантранах тӳрленчӗ те лӑпланчӗ — ӗҫе вӑраха ямасӑр, авӑккӑн пуҫӑнмалли лӑпкӑлӑхпа.

Его самолюбивое волнение исчезло; сознание качнулось, но тотчас оправилось, и стал он спокоен — спокойствием резкого и неотложного действия.

XVIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех