Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хумханмасӑр (тĕпĕ: хумхан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Мӗн пулнӑ? — нимӗн те хумханмасӑр ыйтрӗ инженер.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

— Савӑнма кирлех мар пуль, анчах йӑнӑша вӑхӑтра туйса илни, ӑна тӳрлетме хӑюлӑх ҫитерни кирлех, — ҫирӗппӗн, ҫав хушӑрах хумханмасӑр калаҫрӗ Кудряшов.

Куҫарса пулӑш

XXIX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫынна пӑлхатса ямалла каланӑ чухне те, хӑйне хытах йӗпленӗ самантсенче те лӑпкӑн кулкаласа, хумханмасӑр ларма пултарать вӑл.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Салтак ҫырӑвӗсене хумханмасӑр вулама ҫук.

Куҫарса пулӑш

Ҫырусӑр пуҫне ашшӗнчен нимӗн те юлман... // Галина Матвеева. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 14 с.

Ҫтаппан, хӑйне хӑй алла илме ӗлкӗрнӗскер, ним хумханмасӑр ҫӗлӗкне хывса пуҫ тайрӗ:

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Паттӑрсем кӗрешнӗ ҫӗрте лӑпкӑн, пӗр хумханмасӑр пӑхса тӑракан ҫын ҫук.

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Лӑпланӑр та ҫакна хумханмасӑр йышӑнӑр.

Расслабьтесь и примите это спокойно.

21-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Хӗвелпе ӑшӑннӑ Атӑл шывӗ лӑпкӑ, хумханмасӑр юхать.

Куҫарса пулӑш

Пӑлхар ҫар ҫынни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ҫав вӑхӑта авторӗ хумханмасӑр аса илеймест ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Кунҫул тӳпинчен // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 232–239 с.

Эпӗ килтӗм, — пӗртте хумханмасӑр, чӗрӗ ҫынпа калаҫнӑ пек калаҫрӗ хӗрарӑм.

Куҫарса пулӑш

I // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Гент ҫапларах ӑнлантарчӗ: вӑл пӗр арабӑн Африка варринчи кӳлӗсем патне каякан караванӗнчен ҫухалса юлнӑ; Шау хӑй шутсӑр хытӑ иккӗленнине евитлерӗ, анчах Гент, пӗртте хумханмасӑр, аптӑраса ӳкмесӗр, ҫӑлӑннӑ араб ҫинчен ҫав тери кӑткӑссӑн халапласа кӑтартрӗ: ҫав этем христиан тӗнне вӑрттӑн йышӑннӑ-мӗн, Гент хӳтӗлевҫи пулса тӑнӑ; вара Шау, ҫывӑрма выртас умӗн виски ӗҫме ӗлкӗрнӗскер, кӗҫех фактсен ҫыхӑнӑвне ҫухатрӗ те — Гент ҫине халӗ чарӑлнӑ куҫӗсемпе тӗмсӗлет, — вӗсенче ыйхӑ тӗтреленсе силленет.

Гент сказал, что отбился от арабского каравана, шедшего к центральным озерам; Шау высказал искусно выраженное сомнение, но Гент, не переводя духа, сочинил такую сложную историю о спасенном арабе, тайно принявшем христианскую религию и сделавшемся покровителем Гента, что Шау, успевший перед сном выпить виски, скоро потерял связь фактов и, зевая, смотрел на Гента широко раскрытыми глазами, в которых блуждал сон.

V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Вӑл ҫапла вӑрттӑнла хӑтланни мана интереслентерессинчен ытла тӗлӗнтерсе ячӗ, вара эпӗ нимӗнех те хумханмасӑр ун хыҫҫӑн лӑпкӑн кӗтесселле утрӑм.

Меня скорее удивила, чем заинтересовала его таинственность, и я равнодушно пошел за ним в угол.

VIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Е урисенчен турта-турта антарса, е чӑмӑрӗпе ҫапа-ҫапа чикелентерсе Витт пурин асав шӑлӗсене те тухтӑр пек ҫӑмӑллӑн, хумханмасӑр тӑпӑлтара-тӑпӑлтара кӑларать.

И у всех их, то дергая за ноги, то опрокидывая кулаком, вырывал он клыки с хладнокровием и легкостью зубного врача.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 119–131 с.

Хӑй хӑраса пӑлханни ӑнсӑртран ан сисӗнтӗр тесе, ҫакна вӑл май килнӗ таран лӑпкӑн та пӗр хумханмасӑр тума тӑрӑшрӗ.

Надо было это сделать как можно хладнокровнее, как можно спокойнее, чтобы не выдать невзначай своего смятения.

16 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Яланхи пекех хумханмасӑр, хӑй ӗҫӗнче халӑх вӑйӗ пуррине туйса, Кутузов хӑйӗн ирӗк-халне Мускавра ҫапкаланакан Наполеон ирӗк-халне хирӗҫ тӑратнӑ.

Так же невозмутимо, как всегда, ощущая за собой силу народа, Кутузов волю свою противопоставил воле метавшегося в Москве Наполеона.

V сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Ывӑннӑ Дохтуров йӗркесӗрленнӗ полксем хушшипеле майпен иртсе кайса, пӗр хумханмасӑр приказсем панӑ.

Усталый, медленно проезжал между расстроенными полками и спокойно отдавал приказы.

III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Ҫапӑҫу шавне вӑл пӗр хумханмасӑр итленӗ, войскӑсене куҫарнипе килӗшнӗ-и, килӗшмен-и, анчах вӑл ҫапӑҫу мӗнпе пӗтес пирки ытла та хытӑ шухӑшланӑ.

Он, казалось, бесстрастно слушал грохот боя и приказывал, соглашался или не соглашался на те или иные движения войск, но он не был равнодушен.

III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Ҫапӑҫура вара ӑна лӑпкӑн, пӗр хумханмасӑр ҫавӑрса тӑма йывӑр пулнӑ.

Однако в бою трудно сохранить спокойствие.

Нумай кӗпҫеллӗ пӑшал // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.

Тирӗс пынине Бауман ҫирӗппӗн те ним хумханмасӑр сирсе ячӗ:

Бауман отбил удар уверенно и спокойно:

XI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Утасса та ним хумханмасӑр, тикӗс утать.

И походка ровная и спокойная.

X сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех