Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тепӗр самантран хӑй ӳкнипе хускатнӑ хумсенчен таҫта аякра чӑмса тухса леш ҫыраналла тапрӗ.Долго плыл под водой и, вынырнув далеко от береьз, поплыл на другую сторону.
Улӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Тӗрлӗ ӗҫри специалистсем хӑйсене тӗрлӗ майлӑ йӑпатаҫҫӗ, ҫав шутра вӗсем мӗнлерех ларни, пӑхни те ахаль-махаль мар, ҫак йӑпанӑҫ вӗсене хӑйсене хисеплеттерме те кирлӗ, эстетика туйӑмӗсемшӗн те пӗлтерӗшлӗ; нумай енӗпе ҫакӑ ансат, сиенсӗр, ҫапах та ыйту-тӗпчев тӑрӑмӗнче ку хирӗҫ ларакан хӑйне мӗнле тытмаллине кӑтартать, ӑслӑ ҫын, ахӑртнех, тӗпчекенрен килекен хумсенчен, тепӗр чух вак-тӗвекрен те, пӑхӑнмалли паллӑ сӑрхӑнтарать.
VI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Теприсем кӑпӑклӑ хумсенчен хӑтӑлаймасӑр рифсем ҫине пыра-пыра ҫапӑнаҫҫӗ; тамалакан хумхану карап корпусне хаяррӑн силлет; ҫынсӑр тӑрса юлнӑ, ҫӗмӗрӗлнӗ карап пӗтес умӗн чылайччен чӗтренсе тӑрать, кӗҫех ӑна тепӗр тӑвӑл чӗрпӗкӗн-чӗрпӗкӗн хуҫса-аркатса салатать.
II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Хумсенчен хӑрани та таҫта кайса кӗчӗ.
10. Юханшыв ҫинче // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Костя шухӑшлать: йӑлтӑртатса тӑракан вӗтӗ хумсенчен пуҫласа юханшывӑн тӗттӗм тӗпне, ҫӑрттансем хӑйсен шӑтӑкӗсенче уссийӗсене хускаткаласа выртакан ҫӗре ҫити, ку енчи сӑрт-туллӑ ҫырантан пуҫласа сулахай енчи лутра та тикӗс ҫыран таран, ҫакӑн сарлакӑш те ҫакӑн тарӑнӑш вырӑнта мӗн чухлӗ шыв юхса иртет-ши?
Кам пулма туртӑм пур санӑн? // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Утрав хумсем ҫинче ним хускалмасӑр выртать, мӗншӗн тесен унӑн темиҫе метрлӑ лаптӑкӗ Каспи ҫинчи чи пысӑк хумсенчен те чылай вӑрӑмрах.
Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Ҫил ҫула май вӗрет пулин те, вӑйлӑ хумсенчен тӑвӑл пуҫланмарӗ пулин те, кашни ҫӳллӗ хум йӑтӑнса килмессерен, карвет сӑмсипе шыва чӑма-чӑма илет.
II. Ҫӗрлехи тӗттӗмре пыракан караппа пассажир // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Ҫак тӳремрех ҫыран хӗрринче, юлашки хумсенчен ҫӗр чалӑш маларах, темӗн пысӑкӑш чул стенасем пуҫланса, темӗн ҫӳллӗшех улӑхса каяҫҫӗ.
XXX сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Кунсӑр пуҫне сулӑ йӗри-тавра пушӑ пичкесем ҫыхса лартрӗҫ, ҫапла вара борт пекки пулса тӑчӗ; ку бортӑн сулӑна пысӑк мар хумсенчен сыхламалла пулать.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Хӑш-пӗр чухне хӑйпе пӗр еннеллех ыткӑнакан хумсенчен ирте-ирте, «Дункан» вӗсене хӑйӗн ҫивӗч сӑмсипе ҫурса пырса, шыва темӗн пысӑкӑш кит евӗрлӗ чӑмса тухать.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Вӗсен пӗр кӗвӗллӗн те килӗшӳллӗн янӑракан юрринче хутран-ситрен ытларах ҫӗкленекен чарусӑртарах сасӑсем те илтӗнеҫҫӗ — ку ӗнтӗ хумсенчен пӗри, хӑюллӑраххи, пирӗн ҫывӑхах шуса ҫитрӗ.
Сокол ҫинчен хывнӑ юрӑ // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–74 стр.
- 1