Шырав
Шырав ĕçĕ:
«Ҫук, тем пулсан та хуткупӑса заклада хумастӑп!» — татӑклах шут тытрӗ те Анук, чӗрине пусаракан пӗр пысӑк чулӗ хӑпса ӳкнӗн туйӑнчӗ.
VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Кашкина эпӗ ҫакӑн хыҫҫӑн тем тесен те коммунист вырӑнне хумастӑп.
37 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
«Ҫук, — тет лешӗ, — чиксе хумастӑп.
XI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
«Ӗмпӳ» темерӗ, «ҫӗрпӳ» терӗ, сан ӗлӗкхи чапна ним вырӑнне те хумастӑп теесшӗн пулчӗ курӑнать чӑртмах этем.
14. Мамич-Бердей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Хама йыт вырӑнне хумастӑп, Анчах эп мӑшкӑл айӗнче.
VI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Унта амӑшӗ Антуна текех хӑйӗн ывӑлӗ вырӑнне хумастӑп тесе ылханнӑ пулать.
4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Литература енчен илсен, эпӗ памфлета ытла ҫӳлех хумастӑп, анчах вӑл фактсем ҫинчен тӗрӗс калать тата ӑна тактика енчен питех те ӑслӑ, тесе шутлатӑп.
III // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
— Мӗн-ха, юлташсем, — калама пуҫларӗ вӑл хӑйӗн уҫах мар та янӑраман сассипе, — эпӗ трактор ҫинче икӗ норма тултарнӑ, анчах эпӗ хама ыттисенчен ҫӳле хумастӑп.
4. «Металлургсем» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Уншӑн хама ҫылӑха хумастӑп… — нимӗн именмесӗр хирӗҫ тавӑрчӗ старик.
1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
— Ҫапла, наука вырӑнне хумастӑп, — терӗ вӑл.
IX // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Фома Григорьевича шута хумастӑп: вӑл ӗнтӗ хамӑр ҫын.
Умӗнхи сӑмах // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
— Эсир кӑмӑл тивӗҫлӗхне ыйтӑр, сире вӑл: «Ҫук… э-э-э… эпӗ, пӗлетӗр-и, вээпше… э-э… дуэльсене хисепе хумастӑп, — тейӗ.
I // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Акӑ эпӗ хам урамра выртакан пӗр-пӗр ӳсӗр ҫынна та Миал-полицейские сывласа пӑхтармасӑр хупса хумастӑп, — терӗ.
XVII. Спектакль // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Кирлӗ пуличчен нихҫан та малтан каласа хумастӑп эпӗ.
XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
13. Эй тӑванӑмсем, эпӗ хама пур тӗлӗшпе те ырра тухнӑ ҫын вырӑнне хумастӑп, хам ку таранччен ырӑ тунине манса, аванран аван пулма васкатӑп, 14. ҫитес ҫӗре ҫитесшӗн, Христос Иисус урлӑ Турӑран ҫӳлти мухтавлӑ ята илесшӗн тӑрӑшатӑп.
Флп 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Христос Иисуса, хамӑн Ҫӳлхуҫамӑма, пӗлни пуринчен те паха иккенне кура, эпӗ ыттине нимӗн вырӑнне те хумастӑп: ¦¦ эпӗ Уншӑн нимӗнсӗр юлтӑм, ҫакна пурне те ҫӳпӗ вырӑнне ҫеҫ хуратӑп — манӑн Христоса ҫеҫ тупасчӗ, 9. манӑн Унпа пӗрлешесчӗ — саккун умӗнчи тӳрӗлӗхӗмпе мар, Христоса ӗненни урлӑ ҫитекен тӳрӗлӗхпе, ӗненнӗшӗн Турӑ паракан тӳрӗлӗхпе пӗрлешесчӗ; 10. Ӑна, Вӑл чӗрӗлсе тӑнийӗн хӑватне пӗлсе ҫитесчӗ, Унӑн асапне пая кӗрсе, Ун евӗрлӗ вилсе 11. вилнисемпе пӗрле чӗрӗлсе тӑрасчӗ.
Флп 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1