Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хулӗ (тĕпĕ: хул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав самантра унӑн сылтӑм хулӗ пӗҫерсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сулахай хулӗ тӗрӗс-тӗкелех пулмасан та, Ҫимун колхозра урапасем, кӑрмансем юсама кӗрӗшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Яштака ҫын сулахай хулӗ урлӑ шал енчен тӑваткал куҫлӑ, тул енчен кӑвакрах плащ уртса янӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сӑмсипе чышкаласа унӑн хулӗ айӗнче хӳтлӗх шырарӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Ачан хӑрах пичӗ, хӑрах хулӗ, аякӗ, пӗҫҫи ирӗлсех кайнӑ…

Куҫарса пулӑш

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

Пахом Петрович хуралта сулахай хулӗ сипленсе ҫитичченех лармарӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Хулӗ час тӳрленейменнипе Пахом Петрович тракторпа ӗҫлес пилӗк ҫула кӗлет хуралӗнче ирттерчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Сулахай хулӗ ҫинчен ма шутламалла-ши халь?

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Вут пек пӗҫерет Укаҫ хулӗ, ҫан-ҫурӑм тӑрӑх сарӑлать Укаҫ хӗрӗвӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Хӑраса ӳкрӗ пулсан та, ҫӗрте выртакан хӑма татӑкне пӗшкӗнсе илме ӗлкӗрчӗ, хулӗ айне хӗстерсе чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Бригадир никӗс-стакан хӗрринче мелсӗррӗн ларса часах йӑлӑхрӗ пулас — старикле хускалкаласа ҫӗкленчӗ те алсишне каллех хулӗ айне хӗстерчӗ, ҫӗнӗ опалубка вырнаҫтарма тытӑннӑ йӗкӗтсем еннелле ҫаврӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Нумай пулмасть-ха пурте йывӑҫ опалубкӑпа ҫеҫ усӑ кураттӑмӑр, — терӗ те вӑл хулӗ айӗнче хӗстерсе тӑнӑ алсишне хатӗр никӗс-стакан кӗтессине хучӗ, ун ҫине мелсӗртереххӗн тӗртӗнсе ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Лида ман ҫумарах куҫса ларчӗ, унӑн хулӗ ман хул ҫумне кӑшт ҫеҫ сӗртӗнсе илнине туйрӑм…

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Эпир виҫҫӗнччӗ: ют яла качча тухса, аттесӗр ҫамрӑкла хӑйӗн черченкӗ хулӗ ҫине йывӑр пурнӑҫ нушипе тиенӗ аннемӗр, манран тӑват-пилӗк ҫул аслӑрах, ачаллах пур ӗҫе те тума пӗлекен Вера аппа тата, алла шӗшлӗ те тытма пултарайманскер, эпӗ.

Куҫарса пулӑш

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Хулӗ те, ура туни те хӗвелпе пиҫӗхсе хӑмӑрланнӑ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Ну, мӗн атту?! — Хайхискерӗн сылтӑм алли ҫапӑҫма хатӗрленнӗн ҫӳлелле ҫӗкленчӗ, кӗпи ҫанни хулӗ патнелле туртӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Амӑшӗн сулахай хулӗ шыҫӑнса кайнӑ, кӗпе ҫанни пысӑкӑш.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Кайран хӗвел шевли хӗрача хулӗ ҫине куҫрӗ, кӗле ҫанни ҫинчи саплӑк ҫинче чарӑнчӗ, тикӗс ҫӗвве уҫҫӑн кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Яшка витӗр Шӑнкӑртам курӑнать // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 86-88 с.

Ҫакӑн пекех шухӑша кайса тата истори учительне малтанхи пекех ӗненсе, вӑл аллине хулӗ айнелле чикрӗ те тӑрӑшсах хыҫкаланма пуҫларӗ.

Все так же задумчиво, с той же верой в своего учителя истории, он сунул руку подмышку и усердно принялся чесаться.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Шаликов тем самантра унӑн сылтӑм аллине ҫурӑм хыҫне шатӑртаттарса пӑрса та лартрӗ, вара хӑйӗнчен чылай ҫӳллӗ ҫынна хӗр пӳлӗмӗнчен тӗртсе кӑларчӗ, унтан пӳрт алӑкне уҫрӗ те хулӗ тӳсме ҫук ыратнипе йынӑшакан ӗревӗҫе кутӗнчен тапса ывӑтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех