Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хулӑнрах (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑрнӑ кӗпесене урӑхла майпа та капӑрлатнӑ: ҫӳлти пайне пӗтӗмпех хӑмач сӑрнӑ, кӗтеслӗ-кӗтеслӗ эрешӗсене вара хулӑнрах пӗтӗрнӗ шурӑ ҫиппе е ылтӑн тӗслӗ укасемпе паллӑ туса тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Сарӑ ту чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Нина хулӑнрах тутине малтан тем хускаткаласа илчӗ те васкамасӑр вулама пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хулӑнрах юман туратти тупса кил-ха, — хушрӗ Откан, ҫуна пуҫне ҫыхнӑ вӗрене салткаласа.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑтӑралла ҫитеспе ҫеҫ вӑл, амӑшӗ вилсен тин, халӑхпа пӗрле ӗҫкӗ-ҫикӗсене ҫӳрекен пулать, хулӑнрах саслӑскер, арҫынла ташлама, юрлама пултарать.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑл хулӑнрах та, кӑкӑрӗсем ҫулне кура мар туллирех.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сержант хӑех пӗҫҫине суранран ҫӳлерех пӑркӑчласа ҫыхрӗ, хулӑнрах патакпа туяланса, уксахла-уксахла малалла васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Бамбук — 40–50 метр ҫӳллӗш ҫитӗнекен ӳсентӑран; пӑхма вӑл тростник пек, анчах туни унӑн ытти чылай йывӑҫран та хулӑнрах.

Бамбук — растение, достигающее 40–50 метров высоты; по виду напоминает тростник, но стебель его толще стволов очень многих деревьев.

Тропик вӑрманӗсенчи ӳсентӑрансем // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Унӑн сасси ҫемҫе те хулӑнрах.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫул-йӗр пуҫламӑшӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫулҫӑ хулӑнрах та хулӑнрах пухӑнать.

Куҫарса пулӑш

XXXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Хулӑнрах кастар! — асӑрхаттарчӗ Курак матки.

Куҫарса пулӑш

XIX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Витерми хупӑпа чӗркӗмлеттӗн - Ирсерен хулӑнрах кун уртса.

Куҫарса пулӑш

Ятупа витӗнетӗп // Мальвина Петрова. https://chuvash.org/lib/haylav/8107.html

Хулӑнрах унӑн савӑт-сапи! — терӗ вӑл хыттӑн.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Эпӗ ӑна ӗнсе ҫинерех лартӑп, кайран вара, сивӗтсен, хулӑнрах тутӑр ҫинчен тӑхӑнса ҫӳрӗп.

Куҫарса пулӑш

IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Мускавра мӗнле те пулин постановлени йышӑнаҫҫӗ кӑна — ҫавӑнта кӑтартнисем пурте тӗп-тӗрӗс пулнӑ пек ӗнентерме тӑрӑшса Саркай тӳрех роман кирпӗчрен те хулӑнрах ҫырса кӑларать.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Юхан шыв хӗрринчи хулӑнрах курӑклӑ вырӑна Шанаровсем ҫӑлтӑрлӑ хура ӗнине вӗренленӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Хулӑнрах яштака шӗшкӗ хуллине ҫамрӑк арҫын шӑлне ҫыртсах аврӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Аллӑмсене хуллен ылмаштарса пырса, турата хулӑнрах тӗлтен тытма тапаҫланатӑп.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Мӗн тӗнче пӗтсе килес пек анраса ҫӳретӗн ҫак? — илтӗнет ашшӗн хулӑнрах уҫӑ сасси.

Куҫарса пулӑш

XI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Хулӑнрах сӗрӗр, ачасем, хулӑнрах.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хими завочӗ ҫук вӗт? — илтӗнет хӗрарӑмӑн хулӑнрах сасси.

Куҫарса пулӑш

IX // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех