Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хулпуҫҫине (тĕпĕ: хулпуҫҫи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ирхине ман хулпуҫҫине ҫыхса ярӑн-ха, — Иван ҫумнерех шуса выртрӗ Лавруш.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ирхине хӗвел сылтӑм хулпуҫҫине пӗҫертетчӗ, халӗ акӑ ҫурӑма пӗҫертме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Йывӑр пӑчкӑ хулпуҫҫине пусать.

Куҫарса пулӑш

45 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Килӗшмесӗр ҫак, — хулпуҫҫине пӑркаларӗ Улька, — мӑнтӑр майра ҫумӗнче те килӗшмесен тата кам ҫумӗнче килӗшмелле…

Куҫарса пулӑш

26 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Виҫсе панӑ — касмалла, — хулпуҫҫине сиктерчӗ мастер, — итлемесен юрамасть.

Куҫарса пулӑш

14 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Эсӗ ашшӗ пек ӑнлантар ӑна, — майор ватӑ ҫыннӑн пусарӑннӑ хулпуҫҫине ҫапкаласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Калаҫмалли пур, — арҫын асӑрхануллӑн унӑн хулпуҫҫине сӗртӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Куҫӗ те телейпе, те эрех сыпнӑран ҫупса выляса тӑрать, хӑй те кӗҫ-вӗҫ ачалла сиккелеме пуҫлас пек ларать: хулпуҫҫине вӑрт-варт хускаткалать, аллине сулать, ҫавӑрӑнкалать…

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Турунов хӑйне ҫапла тыткаланине тӗлӗнсе, килӗштермесӗр сӑнанӑ обком секретарӗ пукан хыҫӗ ҫине тайӑлчӗ те аллипе стройтрестри партком секретарӗн хулпуҫҫине сӗртӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Сумкинчен сенкер тутӑр кӑларчӗ те питне хупларӗ, ман ҫине савӑнӑҫ куҫҫулӗ витӗр пӑхрӗ, пуҫӗпе ман хулпуҫҫине сӗртӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Кермӑн хулпуҫҫине хурлӑхлӑн усӑнтарса Тарановпа юнашар тенкел ҫине ларчӗ:

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Ӑҫта тарса ӳкӗн ӗнтӗ ҫутҫанталӑк саккунӗнчен? — хулпуҫҫине мӑн кӑмӑллӑн хускаткаларӗ Кермӑн.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ку шухӑш Таранова савӑнтарчӗ, сӑнне хӗвел пек ҫутӑлтарса йӑл-йӑл кулкаларӗ, анчах нумай та вӑхӑт иртмерӗ — хулпуҫҫине лӗнчӗр усӑнтарчӗ мӗскӗн, янахне хурлӑхлӑн сӑтӑркаларӗ:

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Карабинӑн чӗнӗ ахаль те халтан кайнӑ салтакӑн хулпуҫҫине хытӑ касать, мӗнпур ӳт-пӗве темӗнле куҫа курӑнман йывӑрлӑх пусать…

Куҫарса пулӑш

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

Йӗкӗт, мана лайӑх итлес тесе хӑяккӑнтарах тӑрса, сылтӑм хулпуҫҫине маларах туса пычӗ, ҫавна май унӑн сылтӑм алли хытӑрах сулланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Пурӑн! — хулпуҫҫине сиктеркелерӗ Мамарланов.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Мӗншӗн ялтан тухса тармалла-ха Никифор Варламовичӑн? — хулпуҫҫине сиктеркелерӗ Герасим Федотович.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— «Йытӑ вӗрет — караван пурпӗрех малалла каять», — тенӗ хӗвелтухӑҫӗнчи ӑслӑ халӑхсем, — хулпуҫҫине саркалантарса мӑн кӑмӑллӑн каларӗ Герасим Федотович.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Ӑнланмастӑп, — хулпуҫҫине сиктерчӗ Аркаш.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Сывлӑхӑм пур енчен те чаплӑ! — хулпуҫҫине саркаларӗ Аркаш.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех