Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хулпуҫҫийӗсене (тĕпĕ: хулпуҫҫи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах, пӗри те тавҫӑрса илеймен пирки, хулпуҫҫийӗсене сиктеркелесе ҫеҫ ирттерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пуҫне каҫӑртарах тытса, хулпуҫҫийӗсене малалла-каялла хускатса утнӑ май вӑрӑм ҫивӗтӗн лента янӑ вӗҫӗ икӗ еннелле вӑш! вӑш! вӗҫсе пырать.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

— Мӗншӗн тепӗр ҫур ҫул? — хулпуҫҫийӗсене сиктерчӗ Сидоркин.

Куҫарса пулӑш

XXIX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Аликовӑн кун пирки калаҫас килмест, ахӑр: аслӑ диспетчера вӑл тимлемесӗр итлет, маччаналла, чӳречерен тулалла пӑхать, утнӑ чухнехи пек, хулпуҫҫийӗсене, чӗркуҫҫийӗсене хускатса-вылятса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Вӑл шӑпланчӗ те трельяж ҫине пӑхнӑ май хулпуҫҫийӗсене хускатрӗ, хӑйне хӑй вӗчи тӗлӗнчен икӗ аллипе те шӑлкаларӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Пуҫӗнче чалӑшрах лартнӑ берет, ҫийӗнче ҫаврака хулпуҫҫийӗсене, тулли кӗлеткине тӑп тытса тӑракан гимнастерка.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Самантрах хӗрелсе кайнӑскер хулпуҫҫийӗсене кӑмӑллӑн выляткаларӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

— Ҫапла каласа, Арҫен, пуҫа сиплеме ку та кайӗ-и, тенӗ пек, стакана ша! ӳпӗнтерчӗ, хыҫҫӑнах шанк! хытса, куҫне ҫӳреме чарӑннӑ ал сехечӗ пек ҫавракалатса ячӗ те хулпуҫҫийӗсене вӑнк! сиктерсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Тим хурсах, тар тӑксах, пайтахчен ӗҫлерӗ вӑл, анчах ял ҫыннисем, вӗсенчен Трофим ятлӑ ентешӗ ҫинчен ыйтсан, е куҫӗсене тӗлӗнӳллӗн, пӗлмӗшшӗн ҫивӗчлетсе, хулпуҫҫийӗсене сиктеркелерӗҫ, е пуҫӗсене суллакаласа аллисене саркаласа илчӗҫ, ку ята этем ҫумне ҫеҫ «таччӑн ҫыхса», ҫилӗмлесе, пуҫа ҫавӑрттарма, юмӑҫлама та пулин ӳркенчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Бодров инкеке лекнӗ ҫынсене пулӑшнӑ, а эсӗ мӗншӗн хӑравҫӑ мулкачла пӑрахса тарнӑ?» — тесе ыйтнӑн туйса, вӑрахчен тӗмсӗлме вӑй-хал ҫитереймерӗ — купарчине канӑҫсӑррӑн, сухӑр вӗлтӗрен вӗтеленӗн йӑркалантаркаласа, хулпуҫҫийӗсене як! як! сиктеркелесе илчӗ те тӑкӑскӑн хӗскелесе кӑларчӗ:

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Кунта пуҫлӑхсем те, тахҫан хӗрпе пӗрле ӗҫленисем те хулпуҫҫийӗсене сиктеркелесе, аллисене саркаласа, пуҫӗсене пӑркаласа ҫеҫ илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Тавралӑха куҫ шуррипе ҫутӑлтарса Ула Тимӗр куҫне малтан Турӑ ҫинче ҫивӗчлетрӗ, унтан ӑна сылтӑмалла ывӑтрӗ те курах кайрӗ: вупкӑнпа юнашар, Ула Тимӗре тӑп-тӑрӑ ӑшӑ куҫӗпе ачашлакаласа, ҫемҫен кулкаласа, пуҫне ҫурмаран ҫеҫ хуплакан, хулпуҫҫийӗсене витсе ҫурӑмӗ хыҫнелле анакан, аркисенче шурӑ роза ҫеҫки пекскер хытса тӑракан венчет ҫи-пуҫӗ — витӗрех курӑнакан шурӑ пурҫӑн фата-пӗркенчӗк — тӑхӑннӑ, ҫунӑ пыл ҫинчи куҫа йӑмӑхтарса ӗмекен ҫиҫкӗн пек чечен, тӑпӑл-тӑпӑл пӳллӗ хӗр тӑрать — Полина!

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Килесшӗн мар вӑл! — хулпуҫҫийӗсене сиктерсе илчӗ Филипп.

— Да не хечет он идти! — пожав плечами, сказал Филипп.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Канашлӑва урӑх кам та пулин килме кирлине хӑй нимӗн те пӗлменни ҫинчен ӑнлантарнӑ пек, Виктор хулпуҫҫийӗсене сиктерсе илчӗ.

Виктор пожал плечами, как бы давая понять, что о тех, кто еще должен прийти на заседание, он ничего не знает.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Фабиан вӗсене тӗртсе ячӗ те, хулпуҫҫийӗсене ҫӗклесерех тытса, мастер патне пычӗ.

Он отшвырнул их в сторону и, вобрав голову в плечи, неслышными шагами подошел к мастеру.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

«Ӗҫ ҫукран ӗҫ… чунӗ туртнӑран кӑна…» кӑмӑллӑн сиктеркелесе илет вӑл хулпуҫҫийӗсене.

«Каприз… Увлечение…» — снисходительно пожимал он плечами.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Аллине ҫурӑмӗ хыҫне тытса, вӑл ачасен ушкӑнӗ ҫывӑхӗнче чарӑнса тӑчӗ, класс шӑплансан, кафедра еннелле пӗр-икӗ утӑм ярса пусрӗ те, хулпуҫҫийӗсене ҫӗклесе, тем ҫинчен пӗлтерме хатӗрленнӗ пек мӑнкӑмӑллӑн ӳсӗрсе илчӗ.

Заложив руки за спину, он остановился неподалеку от группы ребят и, когда воцарилась тишина, шагнул к кафедре, поднял плечи и многозначительно откашлялся.

Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Лавр хӑйне такам ҫапнӑ пек, пуҫне усса, хулпуҫҫийӗсене ҫӗклерӗ, вӑрт ҫаврӑнчӗ те пӳлӗмрен тухса кайрӗ…

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Тиечук хулпуҫҫийӗсене сиктеркелесе илчӗ, ним каламасӑрах каялла ҫаврӑнчӗ те шыва кӗртекен хуран патнелле утрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Петрович ыйтуллӑ куҫӗсемпе пӗрле килнӗ ҫынсем ҫине ҫаврӑнса пӑхрӗ, хулпуҫҫийӗсене сиктерсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Сӗркӗчленӗ алӑксем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех