Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хулпуҫҫийӗмрен (тĕпĕ: хулпуҫҫи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тепӗр чухне эпӗ хам та чӑтӑмлӑха ҫухататтӑм, пӑшӑрханнипе, уҫҫӑн та лӑпкӑн шухӑшлама та чарӑнаттӑм, — ҫавӑн пек чухне Олег ман пата пыратчӗ те, хулпуҫҫийӗмрен ыталаса, Фурманов Чапаева Александр Македонский ҫинчен каланӑ ҫав чаплӑ сӑмахах хӑлхаран шӑппӑн пӑшӑлтатса астутаратчӗ.

Случалось, и я не вынесу напряжения, разнервничаюсь, перестану на время мыслить ясно и спокойно — подойдёт тогда сын, обнимет меня за плечи и прошепчет на ухо всё ту же фразу об Александре Македонском, сказанную Фурмановым Чапаеву.

«Ан вӗҫсем эс, хура ҫӑхан» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Михал Михалыч манран «тупра» илсе, уйрӑлса каяс умӗн хулпуҫҫийӗмрен силлерӗ те, тепӗр самантран унӑн вӗрсе хӑпартакан кимми шавлӑ хум ҫинче йӑлт-йӑлт сиккеленӗ хыҫҫӑн ҫухалчӗ.

Михал Михалыч, получив от меня «добро», потряс меня на прощанье за плечи, и через секунду его надувная лодка замаячила на шумной волне, провалилась и больше не появлялась.

Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Пурга турри пек пырса кӗтӗм эпӗ пӳрте, Катя мана пӑр кӳмерккийӗсем купаланнӑ хулпуҫҫийӗмрен пуҫласах шӑпӑрпа шӑлса тасатрӗ.

Как бог пурги, ввалился я в переднюю, и Кате пришлось обметать меня веником, начиная с плеч, на которых выросли и примёрзли высокие ледяные нашлёпки.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кораблев тутине ҫыртрӗ, ҫаврӑнса пӑхрӗ те мана хулпуҫҫийӗмрен тытрӗ.

Кораблёв озабоченно закусил губу, оглянулся и взял меня за плечо.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Юр ҫинче ларса тӑнине ҫеҫ астӑватӑп, такам мана хулпуҫҫийӗмрен тытрӗ — эп ӳкесрен ӗнтӗ.

Помню только, что я сидел на снегу и кто-то держал меня за плечи, потому что я падал.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫавӑнтах вӑл мана хулпуҫҫийӗмрен ыраттармалла ҫатӑрласа тытрӗ.

Он больно схватил меня за плечо.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех