Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл хуллен ҫӳренӗ, хуллен ӗҫленӗ, хуллен калаҫнӑ, пуринчен ытларах нимӗн те чӗнмен.Она ходила тихо, и работала тихо, и разговаривала тихо, больше молчала.
5 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Тусанлӑ ҫулпа юрттарса каҫхи тӗтреллӗ инҫетлӗхре ҫухалакан вырӑссен тройкин тӗрлӗ сасӑллӑ шӑнкӑравӗсем ҫапла янӑраҫҫӗ — хуллен, тикӗссӗн, хӑлхана лӑпкаса, унтан хуллентерех те хуллентерех, вара, лӑпкӑ хирсен шӑплӑхӗнче, пачах илтӗнми пулаҫҫӗ.
VII // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Хуллен кӑна кирпӗч илчӗ, хуллен кӑна хучӗ, шаккарӗ.
IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Ҫавӑнтах вӑл хуллен утма пуҫларӗ, капла каскӑри шыв чӳхенсе тӑкӑнмасть, анчах кун пек хуллен утсан, вӑл Санюк патне тепӗр сехетсӗр те ҫитеймӗ…
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Хуллен, хуллен аталантӑм.
Тӗрлӗ халӑх ачисем // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Вӑл аллине халӑх енне сулса илет те: — Хуллен, хуллен, мужиксем, ан хирӗнӗр, — тет.Замахала руками на толпу: — Тише, тише, мужики, не напирайте.
3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Сайра сухалне аллипе хуллен сӑтӑра-сӑтӑра илчӗ, кӗсйинчен табак хутаҫҫи туртса кӑларчӗ, хаҫатӑн пӗр кӗтессине хуллен чӗрсе илсе, ачасем калаҫнине тӑнланӑ вӑхӑтрах шӗвӗр вӗҫлӗ пирус чӗркеме пуҫларӗ.
VI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Егор алӑк янаххине кӗске хулӑпа хуллен шаккарӗ те, яланхи йӗркене пӑсас мар тесе, хуллен кӑна: — Кӗме юрать-и, Василий Григорьевич? — тесе ыйтрӗ.Егор постучал батожком о косяк и больше для приличия спросил: — Войти-то можно, Василий Григорьевич?
V сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Ватӑ ҫын ҫак сӑмахсене илтсенех хуллен утма пуҫларӗ; унтан тата хулленрех.Как услышал старик эти слова, сразу замедлил шаг; потом еще замедлил, еще.
Ватӑ ҫынпа пике ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Акӑ вӑл сасартӑк ҫӑварне карма пуҫларӗ; хуллен, хуллен карать.
Люба крокодилтан хӑрани // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
— Хуллен, хуллен! — тет кукамӑшӗ.
Акӑ Ҫӗнӗ Ҫулти каникул та ҫитрӗ // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.
Недошлепкин туйӑмӗсем хускалса кайрӗҫ — вӑл сӑмсине шӑнкартса илчӗ, хуллен кӑна сурчӗ те ҫавӑн пекех хуллен: — Вӑт, мур илесшӗ! — терӗ.Недошлепкин расчувствовался высморкался, плюнул тихонько и так же тихо произнес: — Вот чорт возьми!
1 // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.
Палуба ҫинче пассажирсем харлаттараҫҫӗ, тенкелсем хушшипе — ыйӑхлӑ ҫын кӗлеткисем хушшипе — пӗр вӑрӑм, типшӗн хӗрарӑм, пура платье тӑхӑннӑскер, тутӑр ҫыхман кӑвак пуҫлӑскер, хуллен пирӗн паталла утса ҫывхарса килет, — кочегар мана хулпуҫҫийӗпе тӗртсе хуллен калать:
XI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Тула ҫынни, ялан хурлӑхлӑччӗ, хуллен калаҫатчӗ, астусарах ӳсӗркелетчӗ, унӑн куҫӗсем хӑранӑ пек ҫутӑлса ҫӳретчӗҫ, вӑл тӗттӗм кӗтессенелле пит пӑхма юрататчӗ; мӗн те пулин хуллентерех каласа кӑтартатчӗ, е чӗнмесӗр ларать-и, анчах яланах вӑл тӗттӗмрех кӗтеселле пӑхатчӗ.
VIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Эпӗ кукамая паллаймастӑмччӗ: тутине йӑвашшӑн пӑчӑртаса тытса, пӗтӗм сӑнӗ-питне палламалла мар улшӑнтарса, вӑл алӑк патӗнчи тенкел ҫине, мӑшкӑлтӑк шыв лахханӗ патне хуллен пырса ларатчӗ те, айӑплӑ ҫын пек чӗнмесӗр йӑмӑкӗ ыйтнисене хирӗҫ хуллен, парӑннӑ пек ответлетчӗ.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫӑраҫҫине, ним шӑв-шав та ан пултӑр тесе, хуллен ҫӑра ӑшне чикрӗ те икӗ хутчен пӑрчӗ, ҫумӑрпа шӑршӑннӑ алӑка чӗркуҫҫипе хуллен тӗксе уҫрӗ.
16 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Ильсеяр Актуша хӑй ҫумӗнчен хуллен уйӑрчӗ те ҫумӑр айӗнче шӑнса хытӑрканӑран тӳсеймесӗр тапӑртататакан лашасем хушшинче тӑракан аслашшӗ патнелле хуллен утрӗ.
II // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Хуллен, хуллен, ним чӗнмесӗр утать.
Виҫӗ сӗмсӗр пуля // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Лавсем ҫинче кӗмӗл тӗслӗ купӑста куписем мӑкӑрӑлса тӑнӑ; ҫав тери ҫирӗп арбузсем пӗр-пӗринпе ҫапӑнса хуллен янранӑ; темӗн пысӑкӑш михӗсенчен шултра ҫӗрулми курӑннӑ; помидорсенчен юн сӑрхӑннӑ; клеткӑсенче чарусӑр автансем хыпкаланнӑ, кӑвакалсем нартлатнӑ, кӗрен тӗслӗ сысна ҫурисем тӗнче ҫине тӗлӗнсе пӑхса пынӑ; салху мужиксем вӑкӑрсене вӑрӑм ҫапӑсемпе хаяррӑн ҫапнӑ; лавсем ҫумӗнче нимӗҫ салтакӗсем хуллен те кахаллӑн утса, пурте чӑмласа пынӑ.
5 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Самолёт хуллен те хуллентерех вӗҫме пуҫларӗ.
Кӑнтӑрла вӗҫмелли машинӑпа ҫӗрле вӗҫни // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.