Шырав
Шырав ĕçĕ:
Акӑ юлашкинчен вӑл хул айӗнче хутаҫ хӗстерсе, командир картузӗ тата бокс регланӗ тӑхӑннӑ хулӑн моряка хулӗнчен тытса, столовӑйран тухрӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Анчах та ку эсӗ хӑвӑн хул пуҫҫисем ҫинче хурса йӑтса пынӑ груз ытти ҫынсем хӑйсен хул пуҫҫийӗсем ҫине илсе хунӑ пирки пулать.
18. Малалла, малалла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Вӗри хулпа хул перӗнчӗ.
4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
Лида ман ҫумарах куҫса ларчӗ, унӑн хулӗ ман хул ҫумне кӑшт ҫеҫ сӗртӗнсе илнине туйрӑм…
Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.
Кашниех ӗҫлӗ ҫынсенни пек пысӑк сумка ҫӗкленӗ, хул хушшине те хулӑн кӗнекесем хӗстернӗ, — ӑҫта васкаҫҫӗ-ши?
Хӗрлӗ тутӑр // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 54–56 с.
Плаката хул хушшине чиксе офицер Виктора суранланнӑ хулӗнчен ярса тытрӗ те лашине шпорласа каялла чакма пуҫларӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
«Унӑн ҫивӗтне сӳтсе хул пуҫҫийӗсем ҫинелле сапаласа ярсан, аллисене хӗреслӗ хуртарса лартсан, пуҫӗпе хулӗсем ҫине витӗр курӑнан ҫӳхе вуаль уртсан, вӑл, икӗ тумлам шыв евӗр, каснӑ лартнӑ Джоконда пулмалла», — хӗрӗнкӗ пуҫӗпе шухӑшларӗ художник.
VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Хул пуҫҫи урлӑ сӑран сумка ҫакнӑ, хул айне пӗр тӗрке ҫамрӑк улмуҫҫи турачӗсем хӗстернӗ.
V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
— Хул кастарнӑ пулсан, чечче ҫыпӑҫмалла мар-ҫке, — хӑй кӗпи ҫаннине тавӑрса, хул каснӑ вырӑнне сӑнарӗ Павлуш.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Чӗн саламат ҫири тумтире — симӗс пуставран ҫӗлетнӗ казакина — ҫурман-и тесе вӑл сулахай аллипе сылтӑм хул пуҫҫине тытса пӑхрӗ — хул пуҫҫи чуна тивмелле ыратса кайрӗ.
21. Мӑрса арӑмӗ хӗр парать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Унтан куҫсем каллех хупӑнчӗҫ, анчах хӗрӗн халиччен усӑнса пынӑ алли Детрейӑн суракан хул пуҫҫи ҫине, мӑйӗ ҫине выртрӗ те хул пуҫҫи ыратма чарӑнчӗ.
XXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Джесси стена хӗррине хул ай таран ҫитсен йывӑҫран уйрӑлчӗ; стена ҫине аллисемпе хул пуҫҫи шайӗпе ӳпӗнсе ӳксен хӗр йывӑҫ вуллинчен урисемпе тапса ӑнтӑлчӗ, стена тӳпемӗ урлӑ малалла йӑраланчӗ, сасартӑк пӗр шайлӑхне ҫухатрӗ те стенан тулаш енне типӗ курӑк ҫине лаплатрӗ.
XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Гервак хул пуҫҫисене сиктеркелерӗ; хулӑн тымар татӑкне асӑрхасан ӑна — Моргиана кӑтартнипе — кӑштах ҫӗкленнӗ чул айне чикме пуҫларӗ.
XV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Моргиана Джессин арпашӑннӑ хулӑн ҫӳҫне, яштак хул пуҫҫисене, кӑкарӗ тӗлӗнчи чӗнтӗрӗн мӗлке тасалӑхне тӗпчевлӗн сӑнать.
VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Йӗри-тавра — кӑсӑкланакан ҫынсен ушкӑнӗсем; малта арабсем, Абдул-Хаким пыраҫҫӗ; вӗсен хыҫҫӑн пӑшалӗсене хул пуҫҫисенчен тӗревлесе пуҫ касакансем — вӑтӑр ваниамвези — ҫирӗппӗн таплаттарса утаҫҫӗ, — пурте кӗрнеклӗ, сарлака хул пуҫҫиллӗ, вӗсемех тӗркемсем, ҫыхса хунӑ палаткӑсемпе ытти япала йӑтнӑ, чи хыҫалта — пилӗк ашакпа ҫирӗм така.
XVIII. Ливингстонпа сыв пуллашни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Генерал вӑтам пӳллӗ, сылтӑм хул пуҫҫи чӑн-чӑн маррӑн ҫӗкленсе тӑнӑран питӗ тӳррӗн курӑнать; хул пуҫҫине Ингальт-Гауз патӗнчи ҫапӑҫура амантса тӗпретнӗ.
XVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Афанасьев ҫурӑмӗнчен ҫирӗп чӗн хӑюпа Бельги фирмин штуцерне ҫакса янӑ — вӑл пӑта ҫапса ҫирӗплетнӗн сулланмасть; Благодатский вара винтовкине малалла кӑнтарнӑ, кӗлетки халь-халь персе яма хатӗр евӗр, — вӑл ҫут ҫанталӑка юратать, хавхаланчӑк сунарҫӑ; Мордкин, никама та шанман ҫын, шомпол пӑшалне хул айӗпе сӗтӗрсе пырать, тӗмсене ҫине-ҫинех лекнӗрен кӗпҫи ума кансӗрлет; тӑваттӑшӗнчен юлашкин питӗнче ҫур сӑмах каласанах аптӑраса ӳкекен ҫын сӑнӗ яланлӑхах йӗрленсе юлнӑ тейӗн — хайхискер хӑйӗн пӑшалне пачах та канӑҫ памасть: пӗрре пеме хатӗрленет, тепре ҫӗрелле усать, унтан хул пуҫҫи ҫине хурать, хӑйӑвӗнчен йӑтса сӗтӗрет, сулахай аллинчен сылтӑммине куҫарать те каллех ылмаштарать; вӑл — Гадаутов — чи хыҫалта, шӑхӑра-шахӑра кӗвӗ ӗнӗрлет, чӗлӗмне ҫине-ҫинех паклаттарать.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 405–413 с.
Хул пуҫҫинчен сӑтӑрӑнса вӑл пуҫне манӑн хул айне хучӗ те тӗлӗрме пуҫларӗ; кушак аҫи — ахаль-махаль кушак кӑна, унран кӳкӗрт шӑрши пач та кӗмест — ҫакна ӗнентӗм пӑшӑлтатса кӗлӗ тунӑ май.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.
Ҫакӑн хыҫҫӑн Лонгрен апатланчӗ, хӗрне ҫупӑрласа хыттӑн чуп турӗ те — кутамккине хул пуҫҫинчен ҫакса хула ҫулӗ ҫине тухрӗ.
VI. Ассоль пӗччен юлать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Мускав обывателӗсем, Октябрь переворочӗ хыҫҫӑн ӗнтӗ пилӗк уйӑх иртнӗ пулсан та, Совет влаҫне мӗнле йӗркелесе тунине начар ӑнкарнӑ: пур большевиксене те вӗсем комиссар тесе чӗннӗ; ҫак, Питӗртен автомобильсемпе, декретсемпе, тата Тверской урамӗ тӑрӑх уйрӑмах вӑраххӑн, таччӑн, хулпа хул ҫӑт ҫыпӑҫса утса пыракан Хӗрлӗ гварди отрячӗсемпе килсе тулнӑ, килӗшмен япаласене вӗсем — вӑхӑтлӑха ҫеҫ килнӗскерсем тесе шутланӑ; Мускав хӑйӗн чалӑш-чӗлӗш урамӗсемпе Азия йӑлисем тӑрӑх, хӑй купцисемпе, хитре гимназисткисемпе, пысӑк пир-авӑр фабрикисемпе, ирӗк шухӑшлӑ чиновникӗсемпе, вӗҫкӗн те шухӑ кучерӗсемпе, ҫынна ҫиен сӑмахӗсемпе, пӗтӗм тӗнче пӗлсе тӑракан актерӗсемпе, ресторанӗсемпе халиччен мӗнле пурӑннӑ, — малашне те, — хаяр комиссарсене хӑй пурнӑҫӗн авӑрӗнче авӑртса кӑларса, — ҫаплах суту-илӳ туса, улталаса, вӗҫкӗнленсе пурӑнӗ, ялти тӗттӗм халӑха пир-авӑр станокӗсем ҫумӗнче пиҫӗхтерсе кӑларса, вӗсенчен фабрикӑра ӗҫлекен рабочисем тӑва-тӑва хурӗ, ушкӑн-ушкӑн кураксем сырса илнӗ кивӗ чиркӗвӗсен чанӗсене тӗнкӗлтеттерсе ҫапӗ, тесе шухӑшланӑ.
4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.