Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хуйхӑрсах (тĕпĕ: хуйхӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Атте ҫав укҫана сана тавӑрса парайманнипе хуйхӑрсах вилчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ман пек хӑрушӑ тискере курсан, эсӗ мана, телейсӗре, ху патӑнтан хуса ярӑн, вара сансӑр эпӗ хуйхӑрсах вилӗп».

А увидя меня, страшного и противного, возненавидишь ты меня, несчастного, прогонишь ты меня с глаз долой, а в разлуке с тобой я умру с тоски».

Кӗрен чечек // Владимир Ухли. Аксаков С.Т. Кӗрен чечек: юмах. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34 с. — 5–34 с.

Ывӑл ҫураласса чуна ыраттарса кӗтнӗрен, Игнат хӗрӗсем вилнишӗн хуйхӑрсах кайман — вӗсем ӑна кирлӗ пулман.

С трепетом ожидая рождения, Игнат мало горевал об их смерти — они были не нужны ему.

I // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ҫапла хуйхӑрсах вилнӗ вӑл.

Так она и умерла с горя…

III // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 19–29 с.

Пӗлессӳ килсен, пӗлтӗр ҫав пӗр вӑхӑтра тӗлӗк курми пултӑм та хуйхӑрсах типрӗм-ҫке.

А в прошлом году вдруг перестали мне сны сниться, так поверишь ли, я ведь вмиг вся высохла!

XXVIII. Таптанми йӗр // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Пӗлетӗн-и, Ксюша, пичче чӑнах та вилнех пулсан, хӑй те вӑл хуйхӑрсах вилет.

А ты знаешь, Ксюша, ежли она узнает, что он взаправди помер — она от тоски сама помрет.

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хуйхӑрма вӑхӑт пулсассӑн Хуйхӑрсах сан вилмелле; Анчах ӗҫҫийӗ — васкавлӑн Вуншар ӗҫ пӗтермелле.

Извелась бы, неутешная, Кабы время горевать; Да пора страдная, спешная — Надо десять дел кончать.

VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ҫавӑнпа та эпӗ хӑратӑп: эпӗ вилсен аттемпе аннем маншӑн хуйхӑрсах вилӗҫ; вилсессӗн, вӗсене пытарма урӑх ывӑл та ҫук, тенӗ.

И потому я боюсь, как бы мне не умереть и не свести жизнь отца моего и матери моей печалью обо мне во гроб их; а другого сына, который похоронил бы их, нет у них.

Тов 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех