Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хуйхӑрса (тĕпĕ: хуйхӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӗншӗн хуйхӑрса ларатӑр эсир, Владимир Петрович?

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Этем пӗр-пӗр ҫын ҫинчен питӗ хуйхӑрса, асапланса, вӑрах вӑхӑт хушши шухӑшласан, ҫав ҫын чӑн-чӑн пекех куҫа курӑнма пултарать, тет.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Эпӗ те пӗрле хуйхӑрса сирӗн чӗрене ҫӑмӑллатам…

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан ҫеҫ, ҫийӗнчи кӗпи ҫуркаланса пӗтнине астуса, тата сӑхманӗпе ҫӗлӗкӗ циркрах выртса юлнишӗн хуйхӑрса, ассӑн сывларӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Халех хуйхӑрса ан ӳк-ха, — тет Лена.

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Стасик чӗре пӑлханӑвне ҫаплах пусараймарӗ пулас-ха, сӑмахне ниепле те урӑх йӗрпе пӑрса яраймарӗ, хуйхӑрса калаҫрӗ:

Куҫарса пулӑш

16 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

…Ҫав самантра Ваҫилен амӑшӗ, Хвекла, хӑй ҫине йӑтӑнса аннӑ инкекшӗн хуйхӑрса ларатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫур ҫӗр ҫитсен ним пӗлми хуйхӑрса ларакан хӗр хӑлхине шыв выляса шӑмпӑртатни кӗрех каять.

Куҫарса пулӑш

3 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Ҫапах та челюскинецсем хуйхӑрса ӳкмен.

Однако челюскинцы не падают духом.

«Челюскин» похочӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

— Мӗн хуйхӑрса ларатӑн, Павӑл? — янӑравлӑн чӗнчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

I сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫынсем хуйхӑрса калаҫма тытӑнсанах ӑҫта та пулин пӑрахса тарас килнӗ…

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

— Кулянса, хуйхӑрса ларнипе чӗрене ҫу хушӑнмасть…

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

— Ҫав урамри ачасене темле чармалла, — хуйхӑрса каларӗ Мартин — Икӗ чул катӑкӗпе тимӗр татки тупрӑм паян ана ҫинче.

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

Кӑштӑртатса ҫӳрет-ҫӳрет те йытти патне пырса ларать, хаш та хаш хуйхӑрса калаҫать.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Паҫук аппапа Елена Максимовна пирӗннисем татах чакрӗҫ ӗнтӗ тесе хуйхӑрса калаҫаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Анчах амӑшӗн Ульккашӑн хуйхӑрса пулнӑ чӗре суранӗ пӗрре те пӗчӗкленмерӗ, ҫаплипех туртса ыратрӗ, канӑҫ памарӗ.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Халӗ вӗсене тӑшман салтакӗсем мӗн тӑваҫҫӗ-ши тесе, хуйхӑрса шухӑшларӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

— Ачасем, ку калама ҫук пысӑк хуйха чӗресенче тарӑнтарӑн, Ленина тивӗҫлӗн хуйхӑрса ирттерер, ирттерме май пулсан.

Куҫарса пулӑш

Хурлӑхлӑ кунсем // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

— Хамӑн та, Костьӑшӑн хуйхӑрса, хӗрлӗ чӗрем шуралчӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Вӑл ӗҫме-ҫиме те, юрлама-ташлама та, калаҫма та пӑрахрӗ, пӗрмай тем ҫинчен хуйхӑрса шухӑшларӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех