Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хуйхӑра (тĕпĕ: хуйхӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑн та, кӳршӗри Лашмансем патне те пулин кайса килес, чӑтма ҫук пысӑк хуйхӑра тӗрев парас килчӗ-ха унӑн.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Раҫҫей халӑхӗнчен тӗлӗнсе каймалла — савӑнӑҫра та юрлать, хуйхӑра та юрлать.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӑвӑрӑн хуйхӑра хӑвӑр ӑшра пытарса ан усрӑр кӑна.

Куҫарса пулӑш

10. Ҫинҫе кӑна ҫутӑ пайӑрки // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

«Ухахви! Укахви!.. Чарӑн-чарн-чарн-чарн!.. Халлӗ вӑл, халлӗ вӑл!.. Чӑп, чӑп, чӑп… И-И, чӑтӑмсӑр!..» — тет савӑк кайӑк, хуйхӑра та пӗлмест.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Вӑл яланах ултӑ пӗр тӑван пӗр-пӗриншӗн тӗрев, пулӑшу пулнине, савӑнӑҫра та, хуйхӑра та пӗрле пулнине, тӑванпа пурӑнма, хутшӑнма ансат пулнине аса илет.

Куҫарса пулӑш

Ҫемье телейӗ - ачасенче // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44183-ceme- ... achasenche

Шанчӑклӑ тус хуйхӑра та, савӑнӑҫра та пӗрле.

Верный друг в горе и в радости вместе с тобой.

Мӗн вӑл туслӑх? // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10644 ... -l-tusl-kh

Ҫынсене хуйхӑра ан хӑварӑр.

Не оставайтесь в стороне от чужих проблем, и вам это зачтется.

3-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ӑшра ан тытӑр хуйхӑра, ирӗке кӑларӑр.

Не держите в душе горести, проговоритесь.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Ӑнланатӑп сирӗн хуйхӑра, ҫамрӑк ҫын! — Фома аллине чӑмӑртаса каланӑ вӑл.

Сочувствую вашему горю, молодой человек! — пожимая руку Фомы, сказал он.

IV // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— А эсӗ ҫынсене хуйхӑра мар, пуринчен ытла савӑнӑҫра кирлӗрех пул, ҫынсене эсӗ савӑнса юрат!

— А ты будь нужен людям не столь в горе, сколько в радости, ты их с радостью полюби!

Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.

Тӑван ҫӗршыв хуйхӑра та аван вӑл; хуйхӑра ӑна ачашлӑнрах юрататӑн.

Она и в горе хороша, родная земля; в горе ее бережнее любишь.

7 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.

Анчах та ҫав хуйхӑра чи хӑрушши акӑ мӗн пулнӑ: ӑна пула килте чылай вӑхӑт хушши йӗркесӗрлӗхсем, ҫӗнӗ чӑрмавсемпе пӑлханусем пулма пултараҫҫӗ, ҫав хушӑрах чӑрманмалли ӗҫсем унӑн ахаль те ҫителӗклех.

И хуже всего в горе этом было то, что оно грозило опасностью длительной неурядицы, новыми заботами и тревогами, а забот и без этого было достаточно.

I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Тен, ку сирӗн хуйхӑра кӑштах пусӑрӑнтарӗ.

Может быть, это явится для вас некоторым утешением в вашем горе.

Таса Станислав орденӗ // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Сирӗн хуйхӑра пусарма пултаракан сӑмахсем ҫӗр ҫинче ҫуккине ӑнланатӑп эпӗ.

Я понимаю, нет таких слов на свете, чтоб можно было утешить Вас в Вашем горе.

Клава каласа пани // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Нихӑҫан хуйхӑра пӗлмен, яланах савӑнӑҫлӑ, анчах халӗ кӑшт пусӑрӑннӑ та шӑпланнӑ Серёжа Жухрая хӑйне петлюровец хӗҫпе ҫапни ҫинчен каласа пачӗ.

Всегда веселый, неунывающий, Сережа, теперь притихший и подавленный, рассказывал Жухраю, как его ударил петлюровец.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Хуйхӑра уншӑн пурӗ те пӗр эмел — эрех ҫеҫ.

В горе для него одно лекарство — водка.

Петровсен ҫемье дневникӗнчен // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Сирӗн ывӑлӑр, паттӑррӑн ҫапӑҫса, харсӑррисен вилӗмӗпе вилчӗ, ҫакӑ сирӗн нимпе пусарма ҫук йывӑр хуйхӑра кӑштах лӑплантартӑр.

Сын Ваш пал смертью храбрых, пусть это послужит Вам утешением в невознаградимой потере.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Куҫҫуль тӑкни шанчӑксӑр хуйхӑра та ҫӑмӑллӑх кӳрет.

Но слезы облегчают и безнадежное горе.

VIII. Юрдан чорбаджи патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Яланах эпӗ сирӗн хуйхӑра хуйхӑртатӑп, тет.

Я давно делю ваше горе.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Алексей комиссар Воробьева, унӑн пысӑк, шыҫса кайнӑ, шурӑ простыня ҫинче сарӑхнӑ тӗслӗн курӑнакан кӗлеткине, ун умӗнче тӳсмелле мар хуйхӑра тӑракан хӗрарӑма, комиссар красноармеецсем пушӑ хир тӑрӑх мӗнле пыни ҫинчен каласа кӑтартнине аса илчӗ.

Алексей вспомнил комиссара Воробьева, его большое, распухшее тело, желтевшее на белых простынях, и женщину, застывшую над ним в вековечной позе женского горя, и этот неожиданный рассказ про то, как красноармейцы шли в пустыне.

3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех