Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хуйхӑпа (тĕпĕ: хуйхӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Матӗрне Ҫтаппан ҫине тинкерсе пӑхрӗ те ун куҫӗнче хуйхӑпа салху пуррине астуса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хыҫра кинӗ хуйхӑпа ҫунса ларать.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мӗне кура пӗрисем пурлӑхпа та ырлӑхпа савӑнаҫҫӗ, теприсем хуйхӑпа куҫҫульрен уйрӑлаймаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Кил хуҫи хӑй те чӑтаймарӗ, тӳсейми хуйхӑпа вырӑн ҫине йӑванчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хуйхӑпа халтан кайнӑ тата выҫӑ хӗрарӑмсем пӗр черккеренех ӳсӗрӗлсе кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫилен вӑйӗ пулмасан та, тем пек выртса канас килсен те вӑл чӑтрӗ, ӑнланчӗ — хуйхӑпа пӗкӗрӗлнӗ ҫынсем ыттисен савӑнӑҫне те пулин пӗрле пайласшӑн.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Юнашар ларакан пӗччен юман та, халӑх ӑна ҫав тери хытӑ хисеплет, хуйхӑпа пусӑрӑннӑ пек шӑп ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Сирсе сирӗлми хуйхӑпа ах тесе те сывлӑшӗ тухмасть: тӑнран тухнӑ пек хытса кайнӑ та — валем ҫинче ларать…

Куҫарса пулӑш

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ку вӑл такам, пысӑк хуйхӑпа та хуҫӑлмасӑр, хӑйӗн мӗнпур чун кӳттине юрӑпа пӗрле тавралӑха салатнӑ пек…

Куҫарса пулӑш

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Анчах ҫӗршыв ҫине йӑтӑнса аннӑ хура хуйхӑпа пусӑрӑнман тӗлсем пулман пулӗ ку вӑхӑтра…

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Йывӑр хуйхӑпа, ҫиме ҫӑкӑр тупас тесе, утӑ ҫулма тухакансем те сахал мар пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унта хуйхӑпа элек валли вырӑн ҫук.

Куҫарса пулӑш

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хуйхӑпа чӗрем ҫурӑлсах каять пуль тетӗп.

Куҫарса пулӑш

Павӑл мана ҫураҫма пынӑ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Темӗнле кӗтсен те, тем тусан та (Лена ку хуйхӑпа пӗрре ҫеҫ мар тухтӑрсем патӗнче пулчӗ, Павӑл амӑшӗ ӳкӗтленипе юмӑҫ патне те ҫитсе пӑхрӗ), пулмарӗ Ленӑпа Павӑлӑн иккӗн выртса виҫҫӗн тӑрасси, тӑван пепкене утьӑкка сиктерсе, унпа выляса-кулса киленесси.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Малтанлӑха Ревлен Петрович вилтӑпри патӗнче тепӗр ҫын пуррине асӑрхамарӗ те, йывӑр хуйхӑпа ҫак кунсенче сисӗнмеллех пусӑрӑннӑскер савнийӗ пулнӑ ҫынран ниепле те уйрӑлса каяймасӑр ҫаплах ун ури вӗҫӗнче тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Хуйхӑпа ҫунса кайнӑ Хветӗр, савнине тунсӑхласа, «Вӗлле хурчӗ, ылтӑн хурт» ятлӑ юрӑ ҫырчӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Володя ӑна килне илсе таврӑнсан, Анфис аппа, хуйхӑпа ахаль те аран ҫӳрекенскер, тӑнсӑр пулса ӳкнӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Вӑл темиҫе кун хушшинче хуйхӑпа шурса, ватӑлса ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Макҫӑм кумӗ ҫине тинкерсе пӑхрӗ те, вӑл пысӑк хуйхӑпа асапланнине кура, ним калама аптраса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫитменнине тата Эрнепи хуйхӑпа, выҫлӑ-тутлӑ пурӑннипе ҫав тери хавшаса, начарланса ҫитнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех