Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тихӑн хӑй те, ман хуйхӑм пирки калаҫса Лука телейне тӗксӗмлетес мар, теменччӗ.
XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Ҫакна ҫеҫ каласшӑн пултӑм: эпӗ сан пата хамӑн пысӑк хуйхӑм ҫинчен каласа пама, пулӑшу ыйтма пынӑччӗ.
XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ах, ман хуйхӑм, итле-ха: Мӗншӗн мана ҫунтаратӑн?
Вӑрманта // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.
— Халлӗхе ман хуйхӑм ҫуккӑ-ха.
VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Манӑн хуйхӑм урӑххиччӗ: Нина патне кӗрсе тухнӑ-ши Виктор?Я же была озабочена вот чем: добежал ли он все-таки до Нины?
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
— Никам та мана хӗрхенмест, Никама та эпӗ шел мар, Никам та ман хуйхӑма пӗлмест, Хуйхӑм ҫинчен кама калас?Никто меня не пожалеёт, И никому меня не жаль, Никто тоски моёй не знаёт, Кому скажу мою печаль!
XIV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
— Вӑл манӑн хамӑн хуйхӑм.
XI // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Манӑн хуйхӑм унӑн хуйхи пулсассӑн, вӑл ӑна манран тарӑнтарах туйма пултарнӑ пулӗччӗ».Будь мое горе его горем, он не мог бы почувствовать его глубже».
I // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Халӑх мӗн калать сан ҫинчен, хуйхӑм вӗт эсӗ ман!
Арманта // Василий Алагер. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 34–45 стр.
«Манан хуйхӑм… арҫын…
30-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Ах эс, хуйхӑмҫӑм, хуйхӑм манӑн! — аллисене пӗр-пӗринпе шарт ҫапрӗ Мануйлиха.
XIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
28. Ҫавӑнпа эпӗ ӑна васкасах сирӗн пата ятӑм та, сирӗн ӑна тепре курса савӑнмалла пултӑр, хамӑн хуйхӑм та пусӑрӑнтӑр терӗм.28. Посему я скорее послал его, чтобы вы, увидев его снова, возрадовались, и я был менее печален.
Флп 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Христоса асӑнса чӑннине калатӑп, суеҫтерместӗп, ӑна мана Таса Сывлӑш систернипе хамӑн чунӑм та пӗлтерсе тӑрать; 2-3. манӑн хуйхӑм питех те пысӑк, чӗрем пӗр чарӑнмасӑр тӑвансемшӗн, ӳтрен тӑваннисемшӗн, ҫунать: эпӗ вӗсем вырӑнне хама Христосран уйӑрса ылханнине хавас пулӑттӑм; 4. вӗсем — Израиль ҫыннисем; Турӑ вӗсене Хӑйӗн ывӑлӗсем тунӑ, вӗсене Хӑйӗн мухтавлӑхне кӑтартнӑ, вӗсене халал та, саккун та, кӗлтӑвас йӗрке те панӑ, Турӑ пама пулнисем те — вӗсенӗн; 5. тӗп аттесем те — вӗсенӗн; Христос та ӳчӗпе вӗсенчен тухнӑ, Вӑл, пуринӗн те Турри, ӗмӗрех мухтавлӑ, аминь.
Рим 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Иудейӑпа Иерусалимра Турра епле мӑшкӑлланине курса, 7. Маттафия каланӑ: хуйхӑм ҫитрӗ! мӗн-ма ҫуралнӑ-ши эпӗ — халӑхӑма ҫаратнине, сӑваплӑ хулана ҫаратнине курма-и? ӑна тӑшмансен аллине ӳкернине курах, сӑваплӑ Ҫурта ют ҫынсен аллине панине курах ҫакӑнта пурӑнма-и?
1 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1