Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хистетчӗ (тĕпĕ: хисте) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫамрӑк вӗри юн инҫетри чӑвашсем патне кайса курма хистетчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Утар хуҫи вара шанса панӑ ӗҫсене тӗплӗ тума хистетчӗ.

Куҫарса пулӑш

Мишша тете // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 103–108 с.

Ку вара Прахӑр ҫиллине тата ытларах шӑртлантаратчӗ те арӑмне халтан ӳкичченех хӗнеме хистетчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Вахитов юлташ, тутарсемпе пушкӑртсене пӗрлештерсе, Совет влаҫӗшӗн ҫине тӑрса ҫапӑҫма хистетчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

«Хистетчӗ» кӑна та мар-ха, темӗнле хаярланса кайса мольберт умне тӑратчӗ вӑл унта.

Куҫарса пулӑш

V // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Тӗрӗссипе, Чернобыль тӑрӑхӗнчи кашни тӗм-йывӑҫ, ҫурт-хуралтӑ куҫ тӗлне пулан кашни япала ӗҫлеме хистетчӗ Эверккине.

Куҫарса пулӑш

V // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Ҫав кӑмӑл хыҫҫӑн пыни — Сережа умӗнче ҫитӗннӗрех ҫын пек курӑнма тӑрӑшни — мана тепӗр чухне икӗпитленме те хистетчӗ.

Сколько раз это желание — не быть похожим на маленького, в моих отношениях с Сережей, останавливало чувство, готовое излиться, и заставляло лицемерить.

XIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ача куҫхаршисене пӗркелентерсе илетчӗ те, Иохим калама чарӑнсан, ӑна тӳсӗмсӗррӗн хистетчӗ:

Мальчик даже хмурил брови и нетерпеливо понукал Иохима, когда тот останавливался:

IX // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.

— Шухчӗ эпӗ яш ҫулӗсенче тата ҫамрӑк чун, кӑмӑл ҫутҫанталӑк ырлӑхӗсене тутанса пӑхма, чун савнине тупма хистетчӗ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Атте темӗн тума хӗре хистетчӗ пулас, Зинаида килӗшместчӗ.

Казалось, отец настаивал на чем-то, Зинаида не соглашалась.

XXI // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.

Ҫывӑх тантӑшӗ П.Мефодьев ҫапла аса илнӗччӗ: «Ваҫук Мӑнҫырмара вӗреннӗ чухнех сӑвӑсемпе аппаланатчӗ, пире те хавхалантаратчӗ, тантӑшсене те хистетчӗ. Ялти ачасемпе 10-шар пус пуҫтарса хут туянаттӑмӑр та алӑпа ҫырса «Хӗлхем» журнал кӑлараттӑмӑр».

Куҫарса пулӑш

Ыр ҫын хыҫҫӑн пин ҫын утать // Э. Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2019.10.18

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех