Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хистерӗ (тĕпĕ: хисте) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗлменнине суйма пултараймастӑп, пӑяхам, — сӑрине ӗҫме хистерӗ Таттуҫ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Унӑн ҫамрӑк чӗри юратнӑ каччипе пӗрле пулса ырӑ курма хистерӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫынна ҫаратакана тытӑр! — ҫывӑхрах тӑракансене хистерӗ Макҫӑм.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫитменнине тата Шарлотта, мӑшӑрӗн театрти ӗҫ укҫийӗ сахаллине асра тытса, урӑх ӗҫе куҫма хистерӗ.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Ҫӳллӗше хӑнӑхма тӑрӑшса Ирина хӑйне аялалла пӑхма хистерӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Хӗрарӑмсем апат-ҫимӗҫ хатӗрленӗ ҫӗре ака кӑмпа татса килме хистерӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

59 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Сасартӑк ӑна такам ҫӳлелле пӑхма хистерӗ тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кашни ҫырӑвӗнчех мана хама лирикӑллӑ сӑвӑсем ҫырма хистерӗ, «Ҫӗпре» япалунта поэзи ҫӗпри вӑйлӑ сисӗнет, тесе хавхалантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Мерчен тумлам» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Ҫавӑн пек тума ӑна янтӑ укҫа-тенке хапсӑнни мар-ха, пачах урӑххи хистерӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫапах та ӑна ҫӗнӗ пӳртне йывӑҫран лартма урӑхларах сӑлтав хистерӗ пулӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Пӗр-пӗрин шухӑшне пӗлни вара тивӗҫлӗ пӗтӗмлетӳсем тума хистерӗ.

Куҫарса пулӑш

Калаҫу — сӗт хакӗ тавра // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/04/07/%d0%ba%d0%b ... %80%d0%b0/

Кирук вӗсене тӑнӑҫ пурӑннӑ чух ниепле те сиен тӑвас ҫук, халӗ шӑллӗ аптраса ӳкни ӑна кӑвакалсене пеме хистерӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ҫапах та амӑшӗпе йӑмӑкӗ пирки пӗлес килни ӑна хистерӗ, васкатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

— Ан ӳркен-ха, — тимлесех хистерӗ кӳрши.

Куҫарса пулӑш

Ҫур метрлӑ телей // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 59–61 с.

Умри уҫӑмсӑрлӑх Пуриса ӑс-тӑнне татӑлса каясла карӑнтарма хистерӗ, ун шухӑш палкамӗ пӗр хут мар вирлӗн вирхӗнтере-вирхӗнтере илчӗ, эрех сӗрӗмне хӳтерсе, пуҫне самаях уҫӑлтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Чӗрийӗ ҫамрӑк хӗрарӑма итлесшӗн мар пулса юратнӑ ҫынни еннеллех туртӑнчӗ, хӑйӗн шӑпине ҫав йӗкӗтпе ӗмӗрлӗхе пӗрлешсе пурӑнма йыхравларӗ, хистерӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Юрату хӑвачӗпе хӗмленсе тӑракан чӗре Ирӑна вӗренӳре пачах та чӑрмантармарӗ, малалла тата та ытларах, лайӑхрах вӗренме хистерӗ кӑна.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫамрӑк чӗрери вӗри юн пусӑмӗ ырӑ туйӑмсемпе туллин вӑй илнӗрен хӗрӗн чечекленекен пурнӑҫ тапхӑрӗ малалла ҫунатланса хӑпарчӗ, таврари мӗнпур ҫынна пултарнӑ таран ырӑ ӗҫсем парнелеме хистерӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

— Малалла, малалла кала, Марине, — хистерӗ Анюк.

Куҫарса пулӑш

Тӳме // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 83-84 с.

Моломан тимӗрҫӗ лаҫҫине таврӑнасшӑнччӗ ӗнтӗ, анчах темле ӑнланмалла мар туйӑм ӑна шкул ҫуртне кӗрсе пӑхма хистерӗ.

Моломан хотел было уже вернуться в кузницу, но непонятное ему самому побуждение заставило его войти в здание школы.

Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех