Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хистенӗ (тĕпĕ: хистен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑна пӑхӑнтарас тесе (Калинга вӑрҫи пӑх) ҫӗнӗ Маурьев йӑхӗнчи ҫӗнӗ самрачӗ Ашока пуҫӑннӑ, пирӗн эрӑчченхи 260 ҫ. тӗлне вӑрҫа пӗтерсе вӑл кунта хӑйне евӗр геноцид ирттернӗ (вилнисене йышӗ 100.000 яхӑн пулнӑ, ҫав шутра хӗрарӑмсемпе ачасем те, 150.000 яхӑн ҫынна ирӗксӗрлесе чуралӑха хӑваласа кайнӑ), халапа ӗненсен вара шӑп ҫакӑ ӑна веда йӑли-йӗркинчен урӑхларах альтернативӑллӑ тӗнсенче чун лӑпкӑлӑхне шырама хистенӗ те.

Её покорением (см. война Калинга) занялся новый самрат династии Маурьев Ашока, окончив войну в 260 г. до н.э. и учинив здесь своеобразный геноцид (около 100.000 погибших, включая женщин и детей, и около 150.000 угнанных в неволю), что, по легенде, и заставило его искать душевного спокойствия в религиях, альтернативных ведической традиции.

Одиша // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9E%D0%B4%D ... 1%88%D0%B0

Сӑпай та лӑпкӑ кӑмӑллӑ ӑста художник хӑйӗн вӗренекенӗсене тӗрлӗ йышши искусствӑсене тӗпчеме, нумай енлӗ пӗлӳсем илме хистенӗ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.

Ҫапла тума укҫа-тенкӗ ҫителӗксӗрри хистенӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Те чӗри сиснӗ, те ҫапӑҫу хирӗнчи лару-тӑру ҫапла калама хистенӗ?

Куҫарса пулӑш

«Манӑн ҫапӑҫу хирӗнче пулмалла» // Юрий СНЕГОПАД. https://ursassi.ru/articles/-%D1%81%D1%8 ... la-3444550

Вӗсем земствӑна ҫӗнӗ больницӑсем ытларах уҫма хистенӗ, вӗсенче кирлӗ инструментсемпе ытти хатӗрсем ҫителӗклӗ пулччӑр тесе тӑрӑшнӑ, медицина ӗҫне лайӑхлатассишӗн хыпса ҫуннӑ.

Куҫарса пулӑш

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Ахальтен мар ӗнтӗ ӑна, пуринчен лайӑх экзамен тытнӑскере, чӑваш халӑхӗн аслӑ просветителӗ И. Я. Яковлев малалла вӗренме хистенӗ.

Куҫарса пулӑш

Совет шкулӗн чаплӑ деятелӗ // П. СИДОРОВ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Урине тӑхӑнма ҫӑпата та ҫукки, апат-ҫимӗҫ енчен те килте татӑк пулни П.Евдокимовӑна халӗ Муркаш районне кӗрекен Катӑкуйне чӑпта ҫапнӑ ҫӗре кайма хистенӗ.

Куҫарса пулӑш

«Атте ирӗк паманран качча та каймарӑм» // Э.КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/%C2%ABatte-irek-p ... C2%BB.html

Тен, Людмилӑпа Лида аппасем вӗрентекен профессине суйлани те мана пӗр иккӗленӳсӗрех ҫак утӑма тума хистенӗ; Вӗсем физикӑпа математика факультечӗсенче пӗлӳ илнӗ пулсан, эпӗ И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче филологи факультетӗнче ӑс-хакӑла ӳстертӗм, - калаҫӑвне тӑсать пӗрремӗш категориллӗ вӗрентекен.

Куҫарса пулӑш

Вӗренекенсене кӗнеке ытларах вулаттарас килет // Э.ЭЛИНА. http://alikovopress.ru/verenekensene-ken ... kilet.html

— Чун-чӗрӳне тасатма нит хистенӗ сана, эп Сехмет Сантӑрккин тӑванӗ пулни мар.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӑрҫӑ пуҫланни ӑна пӗтӗм ӗҫе пӑрахса яла таврӑнма хистенӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ // Людмила ЕНЕДЕРОВА. http://елчекен.рф/2023/04/28/ce%d1%80%d1 ... 88%d0%bde/

Пурнӑҫри кунсем хӗрарӑма повар пулса ӗҫлеме те хистенӗ.

Куҫарса пулӑш

Пулӑшма хатӗрскер // Е.БАРИНОВА. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d0%bf%d1%8 ... %b5%d1%80/

Пулса иртнӗ пӑтӑрмах муниципалитетри ытти шыв пашнине те тӗрӗслеме хистенӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӳкнӗ шыв пашнине кам йӗркене кӗртӗ? // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60970

Иванӑн Алексее малалла вӗрентесси килнӗ, ҫавна май вӑл ӑна Чӗмпӗре пыма хистенӗ, пулӑшма шантарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӗлӗсем чӑвашла иртнӗ // Силуан КОЗЛОВ. http://елчекен.рф/2023/04/11/%d0%bae%d0% ... 82%d0%bde/

Алӑк умне хура кӗркуннехи ватлӑхах кӗштӗртетсе ҫитсе тӑрсан, вӑй-халтан чакса пыракан арҫынна ҫемье ҫавӑрма хӗрарӑмпа вырӑн ҫинче артакланасси ҫеҫ мар, хуҫалӑха тӑн-тӑн тытса пыма тӗреклӗрех вӑй-хал та, ӗҫ алли те ҫитменни те хистенӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

— Ҫийӗр, ҫийӗр, шӳрпе вӑл часах сивӗнет, — пӗчӗк ачасене хистенӗ пек калаҫрӗ пуҫлӑх.

Куҫарса пулӑш

IX // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Забастовкӑ комитечӗ вара ылтӑн кӑлармалли вырӑнсен хуҫисем умӗнче акӑ мӗн ыйтса хистенӗ: рабочисен кунне 8 сехетрен ытла ӗҫлемелле мар пултӑр, ӗҫ укҫи вӗсене 10–30 процент ӳстерсе тӳлемелле пултӑр, штрафсем хурса ӗҫ укҫине чакарасси тек ан пултӑр, сывӑ мар рабочисене медицинӑ пулӑшӑвӗ памалла, хваттерсене тата апат-ҫимӗҫе лайӑхлатмалла, администрацин рабочисемпе ҫын йӗркеллӗ калаҫмалла, вӗсен депутачӗсене тӗкӗнмелле мар, депутатсене итлемелле.

Куҫарса пулӑш

Ленӑ шывӗ ҫинчи рабочисен пӑлхавӗнче пулнӑ пирӗн янташсем // Иван Кузнецов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 100-101 с.

Ҫавӑнпах ӗнтӗ вӑл, ывӑлӗ таврӑннӑ-таврӑнман, ӑна хӑвӑртрах авланма хистенӗ.

Куҫарса пулӑш

Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫак туйӑма аталанма ашшӗн, Афганистан паттӑрӗн, хавхалантаруллӑ сӑмахӗсем те хистенӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑрлӑхсем ҫирӗплӗхе вӗрентнӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11308-jy ... he-v-rentn

«Пӗтӗмпех фронтшӑн! Пӗтӗмпех Ҫӗнтерӳшӗн!» лозунг-чӗнӳ пӗтӗм халӑха пӗрлештернӗ - паттӑрсемшӗн тата та хытӑрах ӗҫлеме хистенӗ.

Куҫарса пулӑш

Пулӑшу - чунлӑх, мӑнаҫлӑх палли // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11514-pu ... l-kh-palli

Хӗрлемес сурчӑкӗпе юнӗнчен уртаракан чир этеме куҫма пултарнине ӑнланакансем шӑпӑрлансене айккинерех иртме хистенӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӑпшӑнчӑк тилӗ, ан пыр ҫывӑха! // Юрий МИХАЙЛОВ . «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 7 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех