Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хистенипе (тĕпĕ: хисте) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
XVII — XIX ӗмӗрсенче чылай чӑваш, ҫӗр тӑвӑрлӑхӗ хистенипе тата ытти сӑлтавсемпе, ҫак вырӑнсене куҫса килсе тымар янӑ.

Куҫарса пулӑш

Тулай чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Пӗр ҫулталӑк каялла тимӗр урхамах хистенипе заправкӑна кӗме тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

Калаҫма ӗмӗт ҫухатмастпӑр-ха // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 149–150 с.

Бригадир арӑмӗ мана илесшӗн пулмарӗ — анне хистенипе кӑна урапа ҫине ларма ирӗк пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Этем чи малтан хӑйне мӗн-мӗн кирли ҫинчен ҫеҫ шухӑшлать пулсан, хӑйӗн ӗҫне шалтан хистенипе тумасан, унӑн ӑшӗнче «хамӑн кӑна пурӑнса юлас» текен шухӑш йӑва ҫавӑрнӑ пулсан — лартнӑ йывӑҫӗ те лайӑххӑн чӗрӗлмест ун пеккин, курӑкӗ те лайӑххӑн ешермест, кирек хӑш япали те чунтан тунӑ япала пулмасть.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Эпир ҫӗмӗртлӗхре Тарзана евӗрлесе ярӑнас тенӗччӗ те, — «пасарнӑ» куҫӑмпа аттене сӗртӗнкелесе, ҫав-ҫавах шик авӑрӗнчен тухаймасӑр, анчах ҫав туйӑмах ирӗксӗрлесе хистенипе тинех чӗлхе тӗввине салтса ятӑм эпӗ, тӗрӗнсе тӑраканскер, тӗрӗслӗхе нимӗнле кӗрӗк айне те пытарма ҫуккине кура.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Кунччен нихӑҫан та эрех-сӑра таврашне ас тивсе курманскер, Полина малтанах ҫакна хирӗҫлерӗ, варарахран ҫеҫ упӑшки «пусахласах» хистенипе, шалти «хирлӗвне» хивре карӑнтарсах ун ӳкӗтне килсе, кӑмӑлне кӳрсе, йӗклене-йӗклене черкке тӑррине малтан саркайӑк шыва сыпкӑм сыпкӑмланӑн чапӑрт татса илчӗ, унтан, куҫне хупса, тӗппи шаплаттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Те ҫак хӗрачаран юлас мар тесе-ши е Ревлен Петрович хистенипе Андрей каҫхи вӑтам шкула та ҫӳреме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Пилӗк таран сивӗ шывпа ҫӑвӑнса уҫӑлнӑ Ванюк амӑшӗ хистенипе сӗтел хушшине кӗрсе ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Лавр Кузьмич, арӑмӗ хистенипе, амӑшӗ патне мар, ҫурҫӗре пан улми сутма тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ҫармӑс мӑрси патӗнчен таврӑнсан Иливан юлташӗсем хистенипе ҫуранах ашшӗне чӗнме кайса килчӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Отряд килес умӗн тимӗрҫӗсем Эрнепи хистенипе темиҫе ҫухрӑмри вӗтлӗхе кайса пытаннӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Вырӑссем тухса кайсан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл Пурсуйкассинчен ҫӳретчӗ, вӑл хистенипе ҫав виҫӗ пике шӑпах пирӗн шкула вӗренме килнӗ те.

Куҫарса пулӑш

Педагог ветерансем патӗнче хӑнара // Юрий Никитин. http://kanashen.ru/2022/09/16/%d0%bf%d0% ... %80%d0%b0/

Вун ҫиччӗ тултарсан Тукай авланчӗ те ашшӗ хистенипе тата Хусан мӑрсисем илӗртнипе ҫамрӑк арӑма пӑрахсах икӗ ҫуллӑха Хусана «мӑрсана тухма» кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Тукай мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Настя, аппӑшӗ хистенипе, хаваслансах Павлушпа ташлама хатӗрленсе тӑчӗ, анчах леш: — Эп ташлама пӗлместӗп, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Яппун вӑрҫинчен таврӑннисем, иртнӗ ҫул, студентсем хистенипе, уретнике хӑйне кантур ҫуртне хупса лартнӑччӗ, ҫапла вара Тимофей Николаевича арестлесрен хӑтарнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ытла хистенипе, пусса ыйтнипе ҫу пуҫтаракансене курсан Елис пӗрре мар хапха алӑкӗ ҫине патака сӑлӑп пек ҫакса килтен тухса кайнӑ е пахчаран ҫавӑрӑнса хыҫалти алӑкран кӗнӗ, килӗнче каланккӑ хыҫӗнче сывламасӑр тенӗ пек хӑраса ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html

Ҫакнашкал йӑрӑлӑхпах, нервӗсем хытӑ хистенипе тата капашсӑр вӑйӗпе — Гимнаст пушӑ револьверне урайне печӗ, ҫавӑнтах йывӑр, анчах ҫемҫе кольчуга, шлем тӑхӑнчӗ, пит хӳтлӗхне антарчӗ те — кӑштах аптӑраса тӑрать; тӗрлӗ-тӗрлӗ хӗҫ-пӑшала пӑхса унӑн куҫӗсем унталла-кунталла кускалаҫҫӗ.

С тою же быстротой, следствием большой нервности и физической силы, Гимнаст, отбросив пустой револьвер, одел тяжелую мягкую кольчугу, шлем, опустил забрало и немного замешкался; при виде исключительного разнообразия оружия глаза его разбежались.

II. Мӑн асаттесене сумсӑрлатни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 287–291 с.

— Генерал, эпӗ пӗтернӗ ҫын пурнӑҫне хӗрхенсемӗр, — шутлавпа хӑрав хистенипе, хӑрушлӑх умӗнче шухӑшласа тӑмасӑр малалла ӑнтӑлакан ҫыннӑн чӑн-чӑн туйӑмӗпе калаҫма пуҫларӗ Ван-Конет.

— Генерал, пощадите жизнь невинного, погубленного мной, — заговорил Ван-Конет с искренней страстью человека, действующего ввиду опасности очертя голову, под наитием расчета и страха.

XVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Нумая тӑсӑлнӑ тапхӑр хыҫҫӑн, кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен калама ҫук нушаланнӑ хыҫҫӑн, йывӑртан та йывӑр лару-тӑру хистенипе шарламан хыҫҫӑн — Авель Хоггей пирки пӗтӗмпех мар, ҫапах та хӑш-пӗр япалана уҫса пама тинех май тупрӑм.

После долгого периода, после несказанных нравственных мучений, после молчания, вынужденного рядом тягчайших обстоятельств, я получил возможность открыть кое-что, но еще далеко не все, об Авеле Хоггее,

Гладиаторсем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 93–97 с.

Ҫав сӑмаха хистенипе мар, чунран юратса каласса кӗтрӗ вӑл.

Он ждал, что это слово будет произнесено не по принуждению, а с любовью.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех