Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хисепрен (тĕпĕ: хисеп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапла ӗнтӗ, пирӗн илемлӗ проза паян, хисепрен илсен, чухӑн мар.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Кӑна пӗлсен, Ӗнел халӑхӗ мана хисепрен кӑларӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах стройкӑри укҫа-тенкӗ хуҫисемпе тавар тӑратас тӗлӗшпе тӑрӑшакансем вара ҫын пурнӑҫӗ пирки урӑхларах шутлаҫҫӗ: палӑртнӑ хисепрен чылай сахалтарах — 25 плакат ҫеҫ хатӗрленӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Пӗр ял ҫыннине вӑрӑпа тыттарса ярса хисепрен тухасси те инҫе мар.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

«Чӑн пӗчӗккӗ ӗҫе те пит пикенсе, юратса ӗҫлӗр. Пурнӑҫра курма тӳрӗ килнӗ йывӑрлӑхшӑн ан кулянӑр. Юратса тусан, чи пӗчӗкҫӗ ӗҫе те чаплӑлантарса яма, усӑ паракан тума пулать; ӳркенсе ытахальтен анчах ӗҫлесен, чӑн пысӑк ӗҫ те пӑрахӑҫа тухать, хисепрен каять», – тесе ҫырнӑ вӑл хӑйӗн Чӑваш халӑхне панӑ халалӗнче.

«Делайте самое маленькое дело терпеливо и с любовью, не ропщите на размеры жизненной задачи. Самое малое дело можно осветить и осмыслить любовным к нему отношением и самое большое можно уронить и обесславить отношением небрежным и нерадивым», - говорится в его Духовном завещании чувашскому народу.

Олег Николаев Ҫуркуннепе ӗҫ кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/05/01/gla ... aet-s-dnem

«…Турра ӗненсе пурӑнсан пурнӑҫ хытти этемшӗн хӑрушӑ мар. Ӑна ӗненсе пурӑнмасан ҫӗр ҫинчи пурнӑҫ сивӗ пулать, тӗттӗм пулать», «Вырӑс халӑхӗ пит ӑслӑ халӑх. Вӑл ырӑ кӑмӑллӑ, ӑслӑ: эсир ӑна итлӗр, юратса пурӑнӑр. Ҫак халӑх сире тӑван вырӑнне хурса йышӑннӑ, хӑй ҫемйи тунӑ…», «Асра тытӑр! Пайсӑр тӑрса юлнӑ хӑвӑрӑн мӗскӗн чӑваш тӑван халӑхӑра эсир пулӑшса пурӑнмалла, вӗсене ӑҫтан та пулин катаран пулӑшу килӗ-ха, тесе тӑмалла мар», «Тӑван халӑхӑн ҫуклӑхӗнчен, начарлӑхӗнчен, вӑл тӗттӗмре пурӑннинчен ан вӑтанӑр: эсир вӗсен хушшинчен тухнӑ, ӗҫлессе те вӗсемшӗн ӗҫлемелле», «Ҫемйӗре лайӑх пӑхса усрӑр: ҫемье вӑл халӑх чаракӗ, патшалӑх чаракӗ», «Чӑн пӗчӗккӗ ӗҫе те пикенсе, юратса ӗҫлӗр. Пурнӑҫра курма тӳр килнӗ йывӑрлӑхсенчен ан кулянӑр. Юратса тусан чи пӗчӗк ӗҫ те чаплӑлантарса яма, усӑ паракан тума пулать, ӳркенсен, ытахальтен анчах ӗҫлесен чӑн пысӑк ӗҫ те пӑрахӑҫа тухать, хисепрен каять»…

Куҫарса пулӑш

Сӑваплӑ Халал сӑмахӗсем ӗмӗрлӗх чӗрере // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d1%81a%d0% ... %80%d0%b5/

Ҫав хисепрен 2186-шӗ — уйрӑм хуҫалӑхсенче, 2776-шӗ — ял хуҫалӑх предприятийӗсенче, 737-шӗ — хресчен (фермер) хуҫалӑхӗсенче.

Куҫарса пулӑш

Калаҫу — сӗт хакӗ тавра // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/04/07/%d0%ba%d0%b ... %80%d0%b0/

Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекенсем хисепрен нихӑҫан та тухмӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗршыв мӑнаҫлӑхӗшӗн, ырӑ малашлӑхшӑн! // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11517-c- ... shl-khsh-n

Ҫук, халӗ ӗнтӗ, пӗр эрне каялла пулнӑ пек, каҫхине Марине патне калаҫса ларма каяйман; кӗтмен ҫӗртен, чи лайӑх ӗмӗтсемпе пурӑннӑ ҫӗртен тепӗр хут хисепрен тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Халь ак вӑл хисепрен тухрӗ иккен, ӗлӗкхи ятне-шывне ҫухатрӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Пысӑк карачи сӑмахӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

1521 ҫулхи вӑрҫӑра хисепрен тухнӑ Дмитрий Бельскине хӑварма май ҫуккине пӗлсе вӗсем хальхинче тӗп воевода пулма Иван Бельскине сӗнчӗҫ, Василий Ивановичӑн вара кунпа ирӗксӗрех килӗшмелле пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

15. Хусан хапхи умӗнче.. // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Пӗтӗмӗшле хисепрен кӑларӑр та комиссилӗх хушӑр, — пукан ҫинчен ҫӗкленнӗ май Бутлера сӗнчӗ Гез.

— Вычтите из итога и накиньте комиссионные, — сказал, вставая, Гез Бутлеру.

IX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

— Манӑн шухӑшӑмпа, — терӗ кок йӗкӗте хул пуҫҫинчен кӑмӑллӑн ҫатлаттарса, — эсӗ, хитре ултавҫӑ, кунта пачах та хисепрен тухмашкӑн пит ешӗлех мар ӗнтӗ.

— Положим, — сказал кок, хлопая по плечу юношу, — ты не так уж зелен, красивый мошенник, чтобы быть здесь совсем в загоне.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Акӑ мӗн: ҫыр эс ҫӗнӗрен ҫав вексельсене — вунпиллӗклӗх, ку хисепрен процентне халех тӳле… шанчӑклӑ пултӑр тесе, икӗ парӑшушӑн заклад хыв…

Ты вот что: перепиши мне векселя на пятнадцать, уплати проценты с этой суммы вперед… а в обеспечение я с тебя закладную на две твои баржи возьму…

VII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Лётчик-истребительшӗн хӑй епле ҫапӑҫнине ҫӗр ҫинчен асӑрхаса тӑнӑ пехотинецсем тав туни чи пысӑк хисеп пулса тӑрать, ҫав хисепрен хаклӑрах хисеп урӑх пулма та пултараймасть.

Нет большей похвалы для боевого лётчика-истребителя, чем похвала пехотинцев, наблюдавших за ходом его воздушного боя; это высокая оценка.

15. Улттӑн вӑтӑра хирӗҫ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Вӑл, пӗр хисепрен, лайӑх та, малтан, хӑй, аппетитна хускатан, унтан вара ҫырлахтаратӑн та…

Оно, видите, очень хорошо: наперед, как говорят, раззадорить аппетит, а потом уже завершить…

IV сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.

— Ак мӗнле тивӗҫпе: эпӗ хама хисепрен кӑларма нихҫан та никама та ирӗк памастӑп, сирешкел маттурсене яланах ӑса вӗрентетӗп.

— Такое, что я никогда никому не позволю мне манкировать и всегда буду учить таких молодцов, как вы.

XVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Совет конструкторӗсем вара ҫак хисепрен нумай мала иртсе кайнӑ: «Максим Горький» самолет ҫуначӗсен тӑршшӗ 65 метр пулнӑ.

Советские конструкторы шагнули далеко за этот предел: размах крыльев «Максима Горького» достигал 65 метров.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.

Икӗ сыпӑк хунине хисепрен кӑларса пӑрахатпӑр, сирӗн ырлӑхӑр пире кирлӗ мар.

Выигрыш на две секции со счета сбрасываем, в вашей доброте не нуждаемся.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Кирлӗ материалсене пурне те ял Совечӗ тупса пачӗ, районта ӑна: «Лайӑхрах тӑвӑр, Иван Павлович. Пирӗн ачасем халӗ хисепрен тухнӑскерсем мар, вӑхӑчӗ те халӗ, кивӗ саманари вӑхӑт мар!» — тенӗ.

Сельсовет все материалы выдал, а в районе заведующему сказали: «Стройте, Иван Павлович, получше. Дети у нас нынче не из благородных, да временя сейчас другие!»

Ту ҫинче // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех