Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хисепленӗ (тĕпĕ: хисеплен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Писателӗн таланчӗпе ӗҫне халӑхсем яланах вӑл этеме юратнӑран хакланӑ, хисепленӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Ҫавӑнпа вӗсем пӗр-пӗрне питӗ хисепленӗ, вӑрҫӑ хыҫҫӑн та тачӑ хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Утар // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 102–103 с.

Ҫӳлти Турра уйрӑмах хисепленӗ, унӑн ячӗ ҫумне «эй!» сӑмах хушса пуҫ тайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ӑна тавра ял ҫыннисем «ылтӑн аллишӗн» питӗ хисепленӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Петр Николаевич пӗлсе ертсе пынипе хуҫалӑхсем пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ, вӗсен ертӳҫисене вара республикипех пӗлнӗ тата хисепленӗ.

Куҫарса пулӑш

Пархатарлӑ кун-ҫул // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/08/29/%d0%bf%d0%b ... %83%d0%bb/

— А эпӗ сире… чунтанах хисепленӗ, Тихон Евдокимович… этем тенӗ…

Куҫарса пулӑш

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫынсем ӑна нимрен ытларах ырӑ кӑмӑллӑ, тӳрӗ чунлӑ пулнӑшӑн хисепленӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫамрӑк чӑваша ҫарта пурте юратнӑ, хисепленӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Ятне Жданов ячӗпех хисепленӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул сарнӑ ӑстасене чыс та мухтав! // Галина ТАЛЛЯ. http://kanashen.ru/2023/03/24/c%d1%83%d0 ... %b0%d0%b2/

Пирӗн мӑн асаттесем мӗнле те пулин ҫынна питӗ вӑйлӑ хисепленӗ пулсан пире те ҫав ҫынна тата унӑн ӗҫӗсене хисеплеме кӑна мар, унӑн тавракурӑмне, унӑн шухӑшӗсене пӑхӑнма та вӗрентеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӗлкесем ҫинчен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1266

- Хисепленӗ, ырӑ суннӑ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.

Владимир Ильич Надежда Константиновнӑна ҫав тери хисепленӗ, хакланӑ, ӑна чӑн-чӑн революционер-марксист вырӑнне хурса канашланӑ, хӑйӗн шухӑш-ӗмӗтне чи малтан ӑна уҫса панӑ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Вӗсем кӗрешӳҫӗ-революционерсене кирек хӑҫан та ҫав тери ӑслӑ, хӑюллӑ та хастар чӗреллӗ романтикӑлла геройсем вырӑнне хурса хисепленӗ.

Его манера держаться соответствовала их пылким, романтическим представлениям о борцах-революционерах.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Шкула маркӑсем, листовкӑсем тата ҫавӑн йышши япаласем кам илсе пынине халӗ тин ӑнлантӑм, — терӗ хумханса Анишорӑна Доруца, ун ҫине чунтан хисепленӗ пек кӑмӑллӑн пӑхса.

Теперь я понимаю, кто это приносил в школу марки, листовки и все остальное, — волнуясь, говорил Доруца Лнишоре, глядя на нее с глубокой признательностью.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Шкул… — темле чӗререн хисепленӗ пек пӑшӑлтатрӗ вӑл, класс хӑми, кафедра, географи картти ҫине нихҫан курманла тимлӗн пӑхкаласа.

— Школа… — прошептал он с благоговением, жадно окидывая взглядом доску, кафедру, географическую карту.

Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ялта музыкҫа мӗн ӗмӗртен хисепленӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Эпир Улатӑр хулине хисепленӗ яланах, ӑна юрататпӑр, унпа мӑнаҫланатпӑр», – тесе шухӑша пӗлтернӗ республика Пуҫлӑхӗ.

Куҫарса пулӑш

Улатӑр аталанӑвӗн "ҫул карттине" ҫӗнетӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/01/18/ulat ... ne-cenetne

Ҫӗре вӑл тӑван амӑшне хисепленӗ пек хисеплет.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Ҫтаппан ҫирӗп хуҫалӑхлӑ хресченсенчен пӗри шутланнӑ вӑхӑтра Сантӑр ӑна хисепленӗ, тӗл пулсан — малтан ҫӗлӗкне хывса пуҫ тайнӑ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл чухӑнсене хисепленӗ, ҫӗр улпучӗсемпе хуҫасене пӗтернӗ, тет.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех