Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хисеплемеллине (тĕпĕ: хисепле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ентешлӗхӗн пӗрлештерекен вӑйӗнчен хӑватлӑраххи урӑх нимӗн те ҫук, вӑл пире хӑв ҫуралса ӳснӗ ҫӗре юратмаллине, тӑван чӗлхене хисеплемеллине, атте-аннепе асаттесен тата мӑн асаттесен ырӑ йӑли-йӗркине сума сумаллине ытарлӑн ӑша хывтарать.

Нет ничего мощнее объединяющей силы землячества, в основе которой лежат любовь к земле, на которой родился и вырос, уважение к родному языку, почитание обычаев родителей, дедов и прадедов.

Олег Николаев Республика кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/06/24/gla ... et-s-dnem-

— Акӑ, ухватпа текен те, аннӳне мӗнле хисеплемеллине питӗ лайӑх ӑнланӑн!

— Вот я тебя ухватом трону, тогда поймешь, как матери перечить!

V сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Мӗнпе хисеплемеллине тупнӑ! — Хворостянкин ҫилленерех пӑхма пуҫларӗ.

Нашла чем честь оказывать! — Хворостянкин стал смотреть на нее сердито.

VI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

«Капкӑн» журнала «Тӑван Атӑлпа» пар лаша пек кӳлсе ярассине А.С. Иванов министр та сивлерӗ, вулакансене хисеплемеллине аса илтерчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Шӑннӑ чӗресем пирки // Базиль Кириллов. https://chuvash.org/content/3102-%D0%A8% ... D0%B8.html

«Учитель-и, доярка-и, кирек мӗнле ӗҫре те вӑй хумалла, эпир мар тӑк халӑха сӗтпе кам тивӗҫтерӗ? Эсир чунтан юратакан печенире те сӗт пур-ҫке», – хӑть хӑш профессие те хисеплемеллине палӑртса татса хурать вӑл.

Куҫарса пулӑш

Автанран та иртерех тӑрать // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

7. Ҫавӑнпа ӗнтӗ пурне те тивӗҫлине парса тӑрӑр: куланай памаллине — куланай парӑр; хырҫӑ тӳлемеллине — хырҫӑ тӳлӗр; хӑрамаллинчен — хӑрӑр; хисеплемеллине — хисеплӗр.

7. Итак отдавайте всякому должное: кому подать, подать; кому оброк, оброк; кому страх, страх; кому честь, честь.

Рим 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Анчах та Ахаи проконсулӗ Галлион пулнӑ вӑхӑтра иудейсем, пӗр канашлӑ пулса, Павела ярса тытнӑ та сут умне илсе пырса: 13. вӑл ҫынсене Турра мӗнле хисеплемеллине саккунри пек вӗрентмест, тенӗ.

12. Между тем, во время проконсульства Галлиона в Ахаии, напали Иудеи единодушно на Павла и привели его пред судилище, 13. говоря, что он учит людей чтить Бога не по закону.

Ап ӗҫс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Унӑн хайлавӗсем этеме, тӑван ҫӗре, чӑваш халӑхӗн авалхи йӑлисемпе пурнӑҫ йӗркине тата унӑн хӑйнеевӗрлӗ культурине чунтан юратса хисеплемеллине ӑса хывма вӗрентеҫҫӗ.

Его произведения проникнуты любовью к человеку, к родной земле, к древним традициям и жизненному укладу чувашского народа, его уникальной культуре.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех