Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пулмарӗ хам хисеплекен артистпа калаҫасси.
Калаҫма ӗмӗт ҫухатмастпӑр-ха // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 149–150 с.
— Ну, хӗрсем, тавах сире, — тет Вӗҫелис. — ҫӗр ҫинче хӑвна хисеплекен ҫук та пек туйӑнать.
Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.
Сире хисеплекен Егор Палюков».
XII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Мӗн тери чаркӑш тата хӑйне ҫеҫ хисеплекен ҫын вӑл!
V сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Ҫак кун ял ҫыннисемпе митинга хутшӑнакансем Александр Кузьмина, фашизма ҫӗнтерес ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑ салтак пек лайӑх юлташ вырӑнне хурса, кӑмӑллӑн кулакан, аслисене хисеплекен, ырӑ кӑмӑллӑ та ырӑ ҫынна аса илнӗ.
Никама та манман, нимӗн те манӑҫман // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... an-3415095
Професси опычӗ виҫесӗр хисеплекен ветерансене уйрӑм тав сӑмахӗсем!Особые слова признательности ветеранам, чей профессиональный опыт вызывает безграничное уважение!
Аван-и, шкул! // Ю.Г. ПАВЛОВ,А.М. ЗАРИПОВ. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... ul-3415040
Тӗп шухӑшӗ вара ҫакнашкал: ашшӗ-амӑшне хисеплекен, тӑван халӑхне юратакан, шеллев чунлӑ та сӑпай, тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫын ҫеҫ тӑшмана ҫӗнтерме, ырӑ пурнӑҫ курма пултарать.
Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.
Хӑй хисеплекен е савакан ҫын умӗнче апла хӑтланмӗччӗ ҫав.
Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.
Суккӑр юрату ку, хисеплекен ҫыннӑн ҫитменлӗхӗсене курма тӑрӑшмасӑр е, унтан та ытла, курнӑ ҫӗртех курмӑш пулса, каҫарса суккӑрланни, терӗм эпӗ кун пирки.
V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Старик ҫиленме те пултарать: пӗтӗм завод хисеплекен Егоров старике мар, мана, пурнӑҫа йӗркеллӗ курма та ӗлкӗреймен ҫамрӑка, кинона ӳкерсе илнӗ…»
Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.
Ҫакӑн хыҫҫӑн ашшӗне пушшех те юратми пулса, Нинӑна тата ытларах хисеплекен ҫеҫ пулчӗ…
Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.
Эсӗ, пурте хисеплекен, пурте юратакан артистка, хӑвӑнпа ҫавӑн пек ҫын ҫавнашкал калаҫса пынине лӑпкӑн итлесе утаттӑн, вӑл кӑна та мар, пӗр хутчен, хӑвӑн салхулӑхпа айккипе сирсе, кулса та илтӗн…
Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.
Хӑй чӗлхине юратса хисеплекен халӑх ытти халӑхсен чӗлхисене те сума сума пултарать.Народ, уважающий родной язык, способен с уважением относиться и к языкам других народов.
Олег Николаев Чӑваш чӗлхин кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/04/25/gla ... aet-s-dnem
Хӑйне хисеплекен нихӑш чӑваш та хӑнана пушӑ алӑпа каймасть.
10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Эсӗ патька-патшана, хамӑр хисеплекен патька-патшана…
Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Савантер пӗрре хӗрелсе, тепре симӗсленсе кайрӗ, анчах пурте хисеплекен шурсухала хирӗҫлеме хӑяймарӗ.
Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Хӑйсем хисеплекен учитель ҫине ачасем лӑпкӑ та шанакан куҫсемпе пӑхрӗҫ.Внимательно, доверчиво смотрели ученики на своего любимого наставника.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Мӗн калани пӗтӗмпех вӗсен пултарулӑхне туллин уҫса пама лайӑх майсем туса парассипе ҫыхӑннӑ, вӗсем историне аван пӗлекен, мӑн аслашшӗсен йӑли-йӗркине хисеплекен граждансем пулса ҫитӗнччӗр, тӗрлӗ йывӑрлӑха хирӗҫ тӑма пултаракан патриотсем пулччӑр.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven
Ҫавӑнпа ҫакна ӑнланма пултараймастӑп эпӗ: пӗтӗм халӑх хисеплекен тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫынна вӗлерме мӗнле аллусем ҫӗкленчӗҫ санӑн, Кӗркури?
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Вӑл хӗрсем ҫине ӑшшӑн пӑхрӗ те: — Ват ҫынна хисеплени паха, хӗрсем. Ват ҫынна хисеплекен ҫамрӑкран ҫын пулать, — тесе ырларӗ.
XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.