Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хирӗҫместчӗ (тĕпĕ: хирӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл нихӑҫан та хирӗҫместчӗ.

Она никогда не была против.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Вӑл аслисене хисеплетчӗ, хӑйне тантӑшӗсенчен мала хумастчӗ, хирӗҫместчӗ.

Он был вежлив, предупредителен к старшим, ровен и хорош с товарищами.

48 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Король кӗсйинче ачасем валли яланах сахӑр пурччӗ, — тепӗр чух Галя ҫав ытла тасах та мар сахӑр катӑкӗсем ҫине хӑраса пӑхатчӗ, анчах хирӗҫместчӗ.

В кармане у Короля всегда оказывался для них сахар — Галя иной раз с некоторым испугом смотрела на эти не слишком чистые куски, но не протестовала.

12 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

«Унӑн варринчи ҫуртсенчен нумайӑшӗ ишӗлсе-арканса пӗтнӗччӗ. Хула хӗрринче чиперех лараканнисем те, 1-2 хутлисем, пурччӗ. Вырӑнти халӑх пирӗнпе тӗл пулсан хирӗҫместчӗ. Ун чухне пирӗн салтаксене поход кухнисенче апат ҫитеретчӗҫ, вӗсем хыҫҫӑн яшка ҫиес тесе черетре нимӗҫсем те тӑратчӗҫ: малта — ачасем, хыҫалта — аслисем. Нимӗҫ халӑхӗ те вӑрҫа пула выҫӑпа аптранӑ ҫав», — чунне уҫрӗ «Ҫапӑҫури паллӑ ӗҫсемшӗн», «Берлина ҫӗнтернӗшӗн» тата ытти медале тивӗҫнӗскер.

"В его центре многие здания были разрушены. На окраине города были и целые, 1-2 этажные. Местные жители при встрече с нами не конфликтовали. В то время наших солдат кормили в походных кухнях, за ними в очереди за супом и немцы стояли: впереди - дети, затем - взрослые. И немецкий народ наверно из-за войны страдал от голода", - раскрыл душу удостоившийся медалей "За боевые заслуги", "За победу над Германией" и других.

Аркадий Петров: Ҫара юрӑхсӑррине ҫирӗплетсен те вӑрҫа кайрӑм // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех