Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хирӗҫмен (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хамӑр влаҫа вара эпир нихӑҫан та чарман, вӑрҫӑ ан кӑларччӑр тесе хирӗҫмен унпа.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑл тӳрре тухма тӑрӑшман, никампа та хирӗҫмен — тепӗр эрнеренех Шупашкара арӑмӗ патне тухса вӗҫтернӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Ним те хирӗҫмен.

Куҫарса пулӑш

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тутарсем хирӗҫмен.

Куҫарса пулӑш

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хирӗҫмен, авалхи укҫана Иккӗмӗш Микула патша чухнехи пӑхӑрпа улӑштарнӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Павлуш, асламӑшне пит юратнӑскер, унпа нихҫан та хирӗҫмен: ҫырмаран шыв кӳрсе килессине, каҫхине ачасемпе ӗне ҫитерме тухассине е киремет вӑрманне хӑрӑк турат пуҫтарма каяссине хӑй ҫине илнӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Зинаида Степановна эрех ӗҫсе таврӑннӑшӑн упӑшкине юратман та, анчах пурӑнасса ун ӑсӗпе пурӑннӑ, хирӗҫмен.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вӗсем питӗ туслӑ пурӑннӑ, хирӗҫмен те ятлаҫман та.

Жили они дружно, не ссорились, не бранились.

Тилӗ, тӗве, кашкӑр, арӑслан тата путене // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 45–50 с.

Ҫул хӗррине йӑвантарса хунӑ пӗренесене сыхлама Лирӑна хӑварса (лешӗ макӑрас патнех ҫитнӗ пулсан та хирӗҫмен), пурте клуба чупса кайнӑ.

Оставив Лиру сторожить сваленные у обочины бревна — он не смел возражать, хотя чуть не плакал, — все побежали в клуб.

58 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Марья Валериановна ывӑлӗпе пӗрле ҫур ҫул ытла ялта пурӑннӑ; кун пек расхут чылай сахалтарах тухнӑ, ҫавӑнпа упӑшки хирӗҫмен те.

Марья Валериановна с сыном жила большую половину года в деревне; так как это значительно уменьшало расходы, то муж и не препятствовал.

V // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.

Пӗр минут пек пачах та шӑп пулнӑ, анчах сасартӑк, кӗтмен-туман ҫӗртен, пӳлӗме пӗтӗм дворня кӗпӗртетсе пырса кӗнӗ, хаяр, Тит хирӗҫмен, юла пек хытса тӑнӑ.

С минуту продолжалась совершенная тишина, но вдруг, откуда ни возьмись, хлынула в комнату вся дворня; грозный Тит не препятствовал, а стоял как вкопанный.

II // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.

Клава хирӗҫмен.

Клава не возражала.

Клава анне // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 188–197 с.

Вӑл паллӑ вырӑн йышӑнни ун ҫине Мирон мӗнлерех пӑхнинчен те палӑрнӑ; сивӗ чунлӑ, пурне те пӑхӑнтарма юратакан, пурне те команда паракан Мирон Митьӑпа туслӑ пурӑннӑ, унпа час-часах тавлашнӑ пулсан та, нихҫан та хирӗҫмен, тавлашасса та асӑрханса тавлашнӑ.

Его значительность подтверждалась и отношением к нему Мирона; чёрствый, властный, всеми командующий Мирон жил с Митей дружно и хотя часто спорил, но никогда не ссорился, да и спорил осторожно.

IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Тӗрӗссипе каласан, ӑна ман патӑмран урӑх ҫӗре куҫарсан, эпӗ халӗ хирӗҫмен пулӑттӑм.

Сказать по правде, сейчас я бы не возражал, если бы у меня его забрали.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Ҫук, хирӗҫмен.

— Нет, не поссорилась.

Аслипе кӗҫӗнни // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Тихон хирӗҫмен, никама та кӳрентермен, анчах ҫаплах «Пустившись в море от нужды…» сӑмахсемпе пуҫланакан темӗнле вӑрӑм юрӑ юрласа пама хавхаланнӑ.

Тихон не скандалил, никого не обижал, но все время порывался петь какую-то длинную песню, начинавшуюся словами: «Пустившись в море от нужды…»

5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Сергей, паллах, хирӗҫмен.

Сергей, конечно, не возражал.

Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.

Эх, ҫак хирӗҫӳ мӗнле инкеке кӳртсе хӑварнине пӗлнӗ пулсан, вӗсем, кирек мӗн пулсан та, хирӗҫмен пулӗччӗҫ!

Ах, если бы только знали они, до какой беды доведет их эта ссора, то ни за что бы в этот день они не поссорились!

Чукпа Гек // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 105–140 с.

Командовани ҫакӑн пек питӗ кирлӗ строительствӑна пӗр-икӗ инженерла рота яма та хирӗҫмен пулӗччӗ.

Я полагаю, командование не откажет прислать на такое важное строительство несколько инженерных рот.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Упӑшкипе нихҫан хирӗҫмен арӑмӗ, кӑмӑлне пусарса, сӑмах хушрӗ:

Никогда не вступавшая в пререкания с ним жена сказала сдержанно:

II сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех