Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хирӗҫлес (тĕпĕ: хирӗҫле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсен кӑмӑлне шута илеҫҫӗ-тӗр — канашлура хирӗҫлес тени илтӗнмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Парӑмсем чӑрмав кӳреҫҫӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/paramsem-charmav-kyrecce

Ҫаксем ҫинчен, тӑван чӗлхепе литературӑн ҫӗнӗ саманари телейлӗ шӑпи ҫинчен, шухӑшлатӑн та, хамӑр чӗлхепе литература пирки иккӗленсе калаҫакансене ҫав тери хирӗҫлес килсе каять.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Хирӗҫлес шухӑш ҫук вӗсен, Раман.

Куҫарса пулӑш

32 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хирӗҫлес пулсан та, чарас ҫук вӑл мана.

Куҫарса пулӑш

II сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Анчах сирӗн СУ мӗншӗн плана тултарса пыраймасть-ха эппин? — Серебрякова хирӗҫлес тесе мар, вӑл хӑйӗн шухӑшне каласа ҫитертӗр тесе, унӑн ку тӗлӗшпе те калас шухӑшӗ пуррине сиссе ыйтрӑм эпӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Вӑл Тамара пакӑлтатнине хурланарах тӑнларӗ, ӑна хирӗҫлес килчӗ, анчах хӑй хӑна пулнине асра тытса шӑлне ҫыртрӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Ну, сад тесен, укҫине тупма пулӗ ӑна, Поля хирӗҫлес ҫук.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

«Халех-и? — тет Ивук юлташне хирӗҫлес тесе кӑна.

— Прямо сейчас, что ли? — готовый сесть сию же минуту Ивук все же возражает.

Юлташсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Эсир мана район центрне илсе ҫитерме пултаратӑр-и? — терӗ Ятман, вӑл хирӗҫлес ҫуккине пӗлнӗ пек тӳрех лав патне ҫывхарса.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ай, турӑҫӑм, — ӑна хирӗҫлес кӑмӑл ҫуккине пытараймасӑр шӑппӑнрах каларӗ Ева.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хӗветӗр хӑйӗн хуҫипе ҫав тери тачӑ ҫыхӑннӑран ӗнтӗ урӑхла пурнӑҫ пулма пултарасси ҫинчен тӗлленмест те, мӗнпур пеккипе пӗтӗмпех килӗшет, киревсӗр йӗркесене хирӗҫлес шухӑш та ҫук унӑн.

Куҫарса пулӑш

Элкей килйышӗ // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 5–14 с.

Фаринг Гарена политикӑри элексемпе паллаштарма пикенсен Ева, Детрей кунта пуррин ансатлӑхне мӗнпе те-тӗр хирӗҫлес тенӗн, артиллери лейтенанчӗ чухлама-тӗшмӗртме пултарайман, — Ева шухӑшӗпе ӗнтӗ, — ыйту патне таврӑнчӗ.

Так как Фаринг начал сообщать Гаренну политическую сплетню, Ева, в качестве противоядия незатейливому присутствию Детрея, вернулась к вопросу, обсуждение которого полагала недоступным для артиллерийского лейтенанта.

X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Мӗнлерех курас килни ялан тенӗ пекех урӑхларах пурнӑҫланса пырать, — ҫавӑнпа та Давенантӑн сивлек-тӗксӗм инкекӗ, унӑн кӑмӑлӗ таса марлӑха хирӗҫлес туртӑмлӑ пулнӑран, Стомадоршӑн ахаль пӑтӑрмах евӗр кӑна туйӑнать, чул хушӑкӗ вара, унӑн сӗмленӗвӗнче, — вӑл тахҫантанпах кӗтекен кавар ванчӑкӗ пек…

И, как это всегда бывает с осуществлением представлений, мрачное несчастье Давенанта, вытекшее из естественной его склонности сопротивляться нечистоте, казалось Стомадору происшествием заурядным, а трещина в камне — осколком достодолжной интриги …

IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

— Манӑн сире кӳрентерес килмест, анчах ҫапларах шухӑшлатӑп: енчен те эсир эпӗ ыйтнине хирӗҫлес тӗк, тархасшӑн, мана кӑшкӑрса ан тӑкӑр.

— Мне не хочется огорчать вас, но я думаю, что если вы не сделаете, о чем я буду просить, все же кричать на меня не будете.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 259–266 с.

Ӑна хирӗҫлеме хӑякан е хирӗҫлес кӑмӑллӑ ҫын тупӑнмарӗ.

Не было такого, который решился бы или хотел возражать ему.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.

Тепӗр тесен, Санюк ӑна пурӗпӗр хирӗҫлес ҫукчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Чӑтайманнипе хушӑран хушӑ унӑн калаҫас, кӑшкӑрас, хирӗҫлес те килчӗ: хӑй ӑшӗнче ку туйӑмсем йӑлтах тӑвӑлланчӗҫ, анчах шӑнӑр туртнӑ чухнехи пек хытса ларнӑ янах шӑммисем, пӗр-пӗрне хӗртсе ҫыпӑҫтарнӑ икӗ такан пек, ниепле те уҫӑлмаҫҫӗ.

Ему было страшно тяжело; он чувствовал потребность говорить, орать, возражать, мысленно он все это делал, но зубы его были судорожно стиснуты и он был не в состоянии произнести хотя бы слово.

17 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Унӑн хӑйӗн те тискеррӗн кӑшкӑрас, хирӗҫлес, калаҫас килчӗ, анчах сасси тухмарӗ.

Ему хотелось крикнуть, возразить им, но у него не было голоса.

15 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Чӗлхи ҫине пӗр нимӗн хумасӑрах, нимӗн тутанса пӑхмасӑрах, шӑршӑпах Маринка никам хирӗҫлес ҫукла татса каларӗ:

И еще ничего не попробовав на язык, только по одним запахам, Марина уже определила:

5 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Вӗсенче ерипен хирӗҫлес туйӑмлӑх мукалса пынӑ, ирӗклӗх тата хирӗҫ тӑрас вӑй хавшанӑ.

В них постепенно притуплялось чувство протеста, слабела воля, сила сопротивления.

Пан Тюхинпа пан Телеев // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 230–248 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех