Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хирӗ (тĕпĕ: хир) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑн пекех пӑхӑр: Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫинчи Анӑҫ Европӑри вӑрҫӑ хирӗ тата Рур операцийӗ.

См. также: Западноевропейский театр военных действий Второй мировой войны и Рурская операция.

Рур облаҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A0%D1%83%D ... 2%AB%D3%97

Юнашарах колхозӑн хирӗ сарӑлса выртать.

Рядом растянулось колхозное поле.

Калмыксен ҫеҫенхирӗсенче // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Анчах лагерь вырнаҫнӑ пар хирӗ пӗрмаях куҫса ҫӳренӗ.

Но ледяное поле, на котором расположен лагерь, все время движется.

«Челюскин» похочӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Пур еннелле те вӗҫӗ-хӗрри курӑнми пӑр хирӗ выртать.

Без конца и края тянется во все стороны ледяная пустыня.

Ҫурҫӗрти Пӑрлӑ океан // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Пӑр хирӗ хыҫӗнче сарлака шыв тӑрӑхӗ курӑнса тӑрать.

Широкая полоса воды виднеется за ледяным полем.

Ҫурҫӗрти Пӑрлӑ океанра пурӑнакан чӗрчунсем // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ем-ешӗл ҫуртри хирӗ курӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпилог // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Кӑшман хирӗ те тап-таса илемленсе юлӗ, ӗнесем те — тӑраниччен курӑк ишӗҫ…

Куҫарса пулӑш

XXVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Вара, мӗн, чӑнахах та, пӗтсех ҫитнӗ-и кӑшман хирӗ?

Куҫарса пулӑш

XXVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Кӑшман хирӗ ҫумкурӑк ӑшне пулӗ…

Куҫарса пулӑш

XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Стратегиллӗ вырӑнта ларнӑ пулсан та 1812 ҫулта Аслӑ Британипе АПШ хушшинче пулса иртнӗ вӑрҫӑра Кингстон пӗлтерӗшлӗ ҫапӑҫу хирӗ пулман.

Несмотря на своё стратегическое расположение, Кингстон не был важной точкой борьбы в войне 1812 года между Великобританией и США.

Кингстон (Онтарио) // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... %B8%D0%BE)

Атӑл шывӗ те шавламасть, Шавламасть те лӑпланмасть: Йӑрӑм-йӑрӑм авӑнать, Ыраш хирӗ пек хумханать.

Куҫарса пулӑш

V. Майра Патша // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Самолетсем вӗҫсе хӑпарсан, эпӗ Нагасовӑпа сывпуллашрӑм та «Ҫутталла» колхозӑн хирӗ еннелле уттартӑм: редактор мана унти ӗҫсемпе те паллашма хушнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

ХI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Сасартӑк Тутар Яшми хирӗ пуҫланакан сӑрт ҫамкинчен тем ҫӳллӗш ҫавраҫил пӗтӗрӗнсе тухрӗ, уй урлӑ каҫса, тӑвалла тӑсӑлса хӑпаракан вӑрӑм урама ҫавӑрттарса кӗчӗ, ҫул ҫинчи ҫӳп-ҫапа, кантрасем ҫине типме ҫакнӑ кӗпе-йӗме, улӑм витнӗ пӳрт тӑррисене хӑй ытамне тытса илсе, таҫта хӑямата ҫити вӗҫтерсе кайрӗ, пӗр хушӑ ӗшеннӗ пек пулса, вӗсене хӑйӗн ытамӗнчен тирпейсӗррӗн сапаласа пӑрахса хӑварчӗ те, каллех вӑя кӗрсе, хӑй ҫулӗ ҫинчи ҫӗнӗ япаласене тулама пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Илӗртет мана Казахстан ҫеҫен хирӗ, ҫӗтсе кайнӑ ҫул ҫӳревҫӗне илӗртекен ҫутӑпа пӗрех чӗнет.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Итлет ӗҫчен те пултаруллӑ чӑваш хӗрӗсен юррине Казахстан хирӗ, итлеҫҫӗ ӑна каҫхи шӑплӑха сыхласа ларакан сӑртсемпе тусем, кӳлӗ те ҫак юрра итленӗ ман темӗнле илемлӗреххӗн йӑлтӑртатнӑн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Питӗ чаплӑ туй та турӗҫ: Вӑрман сӗнчӗ сим-пылне, Хирӗ пачӗ ҫӑкӑрне, Шӑнкӑртам янратрӗ юрӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлтӑр витӗр ҫул выртать // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 59–68 с.

Уншӑн пулсан пӗтӗм колхоз хирӗ лайӑх тырӑ ӳстермелли сӑнавлӑ участок пек пулмалла.

Для него все колхозное поле должно быть похоже на опытный участок для выращивания хорошего хлеба.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Вӑтам Ази ҫеҫен хирӗ коран законӗсем тӑрӑх пурӑнма тытӑнать.

И Средняя Азия, почитай, вся живет по корану.

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пулсассӑн ирӗк, пулмӗ чухӑн, Ҫаранӗ, хирӗ пулӗ унӑн.

Куҫарса пулӑш

XXXVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ытла та ҫӑмӑл, ҫутӑ, ирӗк, Чӗнет ачашшӑн шывӗ, хирӗ, Ытла та илӗртет вӑрман…

Куҫарса пулӑш

II // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех