Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хирсене (тĕпĕ: хир) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вырма тапхӑрӗнче агитбригадӑпа йӗтемсене, хирсене ҫитетпӗр, илемлӗ юрӑ-кӗвӗ тӑван тавралӑха саланать вара.

Куҫарса пулӑш

Пӗччен – пыл ҫиме, йышпа ӗҫ тума аван // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d3%9 ... %b0%d0%bd/

Хирте пучахсем пуҫтарнӑ, килтен киле ҫӳресе чӑх-чӗп каяшӗсене, кӗл пухнӑ, вӗсене хирсене сапнӑ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑрлӑхсене ҫӗнтерсе пынӑ // Анна Ежергина. http://kasalen.ru/2023/12/01/%d0%b9%d1%8 ... %bd%d3%91/

Ҫакӑнта асӑннӑ юханшывсемпе пушӑ хирсене карта ҫинче тупӑр.

Найдите на карте указанные здесь реки и пустыни.

Пушӑ хирсенчи ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Хирсене ҫумкурӑкран тасатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ ҫулӗсем ҫӑмӑл пулман // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/09/01/%d0%b2%d3%9 ... %b0%d0%bd/

Хирсене округӑн ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене тӑвакан Минзаит Зайнуллин ҫитсе ҫаврӑннӑ, комбайнерсемпе, йӗтем ҫинче ӗҫлекенсемпе тӗл пулса калаҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Уяр кунпа туллин усӑ кураҫҫӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/08/15/%d1%83%d1%8 ... %ab%d3%97/

Ват йӑмрасем хӑйсем юрлама пуҫлаҫҫӗ те — юррине, кӑштах ҫӑтса юлнӑ хыҫҫӑн, сӑрталла параҫҫӗ; сӑрт та ӑна кӑшт хӑй ӑшне сӑрхӑнтарса илет, юлашкине малалла ӗнерсе парать, юрӑ сассине вӑл улӑх тӑрӑх анаталла ярать, шывсене, хирсене сапалать.

Куҫарса пулӑш

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Хирсене ҫум курӑкран тасатнипе пӗрлех аслӑ классенче вӗренекенсем ҫава тытса ҫаран утти ҫулма тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӗренӳпе ӗҫ юнашар пулнӑ // Василий Пундяков. http://kasalen.ru/2023/04/21/%d0%b2%d3%9 ... %bd%d3%91/

Хӗвелӗн юлашки пайӑркисем, ҫитес ҫӗнӗ кун пуҫланиччен тавралӑхпа сывпуллашса, ӑшӑ ҫил вӗрнипе кӑшт ҫеҫ палӑрмалла хумханса ларакан уйсемпе хирсене, йывӑҫ-курӑксене ҫепӗҫҫӗн ачашла-ачашла тухрӗҫ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Каярах вӗлле хурчӗсене Ульяновск облаҫне, фацели, синяк, хуратул, хӗвелҫаврӑнӑш ӳсекен хирсене, илсе кайрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Пыл ҫиес тесен ӗҫлеме те ан ӳркен // Н. ПИРОЖКОВ. http://avangard-21.ru/gazeta/44131-pyl-c ... te-an-rken

Ҫул ҫинче вӗсем юнашар та, строй варринчи Григорьев Коротков пуҫӗ урлах сылтӑм енчи хирсене ирӗккӗн курса пырать.

Шагая в строю в самой середине он через голову Короткова видел все вокруг,

IV // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Районти хирсене кӗр сӑнӗ ҫапрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хирсем пушанса пыраҫҫӗ // Р.Басников. http://kasalen.ru/2022/09/20/%d1%85%d0%b ... %d0%b0cce/

Ҫавӑнпа та ҫӗнӗрен тӑвакан ҫулӑн тепӗр енне юлнӑ хирсене пымалли ялан усӑ курнӑ ҫулсем хупланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Выльӑх апачӗ малалла хатӗрлеҫҫӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/23/%d0%b2%d1%8 ... 0%b5cce-2/

Шур юрлӑ аслӑ хирсене Ялан эп асӑмра тытатӑп.

Куҫарса пулӑш

Шурӑ хӗлӗм, савнӑ хӗлӗм // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 18–19 с.

Шур юрлӑ аслӑ хирсене Ялан эп асӑмра тытатӑп.

Куҫарса пулӑш

Шурӑ хӗлӗм, савнӑ хӗлӗм // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 18–19 с.

Хула хыҫӗнченех хӑмӑр тӗслӗ ҫеҫен хирсем пуҫланаҫҫӗ; вӑл хирсене ҫуллахи шӑрӑхсенче типсе юлакан васансемпе тӑм ҫыранлӑ ишӗлчӗк ҫырмасем каскаласа выртаҫҫӗ.

За городом начинаются бурые степи, перерезанные пересыхающими речками и глинистыми оврагами.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Пахчасенче, сырлӑхсенче коммунистсене шырарӗҫ, вӗсем хыҫҫӑн ҫеҫен хирсене кайса йӗрлерӗҫ.

Ловили коммунистов на огородах, на сеновалах, охотились за ними по степям.

10 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Унтан инструктор Йӑкӑнатпа пӗрле витесене, фермӑсене, хирсене кайса ҫӳренӗ те ӑна ӑнлантарса пынӑ:

Затем инструктор ходил с Игнатом в конюшни, фермы, ездил по полям и говорил:

Балалайкӑллӑ Йӑкӑнат // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 84–108 с.

Тракторсем ӗҫлеҫҫӗ-и, «Сталинец» тенӗ комбайнсем кӗмсӗртетеҫҫӗ-и, хӑвӑрт шӑвакан самоходнӑй «С-4» пынӑ ҫӗртех тулла кӑкран ҫулса пырать-и, плуг хура тӑпрана ҫавӑрттарса пырать-и, молотилка кӗрлет-и, хирсене ҫумлаҫҫӗ-и, акаҫҫӗ-и, сӑвӑраҫҫӗ-и — пур ҫӗрте те, пур ҫӗрте те вӗсем, бригадирсем.

Урчат ли тракторы, грохочут ли комбайны «Сталинцы», мчится ли юркий самоходный «С-4», слизывая на ходу пшеницу, ворочает ли плуг пласты чернозема, гремит ли молотилка, полют ли посевы, сеют ли, веют ли — везде, везде они, бригадиры.

3 // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.

— Эпир ҫапла калаҫкаласа лартӑмӑр, унтан эпӗ Петьӑн заочнӑй контрольнӑй ӗҫне тӗрӗслерӗм, юлашкинчен, сывпуллашнӑ чух, Евсеич мана: — Эппин, ыран хирсене мулкачсенчен тасатма кӗрӗшетпӗр, — терӗ.

Поговорили мы так, потом я проверил заочную контрольную работу Пети, а на прощание Евсеич сказал: — Завтра, значит, берем подряд на очистку поля от зайцев.

Гришка Хват // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 18–40 с.

Хирсене таптаса ҫаратнӑ.

Поля опустошены.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех